Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӳречене (тĕпĕ: чӳрече) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӳречене хӑмапа ҫапса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Килкарти енчи чӳречене кассӑн-кассӑн ҫил килсе ҫапӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Унччен те пулмарӗ — ҫумӑр чӳречене ҫапса сума пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Алӑка ҫаклатнӑ, чӳречене карнӑ.

К тому же дверь заперта, окна зашторены.

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Левентей, пӳлӗмре пӑчӑланса ҫитнине туйса, чӳречене уҫрӗ те хӑй тенкелӗпе ун ҫывӑхне куҫса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Леонтий Петрович, ун пекех ан тӑрӑш, ҫуркуннерен чӳречене хаҫатпа карса хӑтӑлаймастӑн, — юриех хӗвел ҫути ӳкнӗ ҫӗре ларать агроном.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ирхи хӗвел куҫа ытлашши шартарнӑран Левентей чӳречене хаҫатпа хуплать.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ой, ҫав мур илесшӗ пупӗсем, канма килекенсене граммофон итлеме кансӗрлеҫҫӗ, — хӑй тӗллӗн мӑкӑртатса, чӳречене шалт! хупрӗ хуҫа.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

«Чеб.медиа» ҫырнӑ тӑрӑх, кинемей уҫӑ сывлӑшпа сывлас тесе чӳречене уҫнӑ та аялалла персе аннӑ.

«Чеб.медиа» пишет, что пострадавшая скорее всего открыла окно, чтобы подышать свежим воздухом, и свалилась вниз.

Кинемей чӳрече уҫнӑ та поликлиника тӑррине персе аннӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32228.html

Ун хыҫҫӑн, пӗт ҫумӑр чӳречене ҫапӑннӑ пек, ҫинҫе хӗлӗхсем чӗтренсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӗн пур чӳречене ҫӑтӑ-ҫӑтӑ хупнӑ пулин те Годива ледие куракан пӗр ҫын пур, — картинӑна пӑхакан; Джессие ҫакӑ ултав пек туйӑнать.

Хотя наглухо были закрыты ставни окон, существовал один человек, видевший леди Годиву, — сам зритель картины; и это показалось Джесси обманом.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Анчах та, ӑна кӑштах пӗлнӗ май, ҫав кӑтартусем вырӑнлӑ та витӗмлӗ пуласси мана иккӗлентермест; ҫакна эпир урамран курнипе — хӗрарӑмӑн чӳречене ирхи сад пахчинелле уҫакан аллисен хусканӑвӗсемпе — танлаштарма юрать-тӗр.

Но уже зная ее немного, я не мог представить, чтобы это показание было дано иначе, чем те движения женских рук, которые мы видим с улицы, когда они раскрывают окно в утренний сад.

XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑрӑ васкаса чӳречене уҫрӗ, пысӑках мар шкатулкӑна ҫула май ҫаклатса тытрӗ те пахчаналла чӑмрӗ, унта кашкӑр ҫырлин хытӑ тӗмӗ ҫине лекнипе ҫӗкленсе илчӗ.

Вор быстро открыл окно, схватил по пути небольшую шкатулку и прыгнул в сад, попав на подбросившие его упругие кусты жимолости.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 314–319 с.

Хальхинче те камерӑна, чӳречене тӗплӗн пӑхса тӗпчесен ирӗксӗррӗн мӑкӑртатрӗ: «Тӗрмере ларуҫӑн ыйтусем пур-и?».

Тщательно осмотрев камеру Давенанта, окно, нехотя пробормотал: «Имеет ли заключенный претензии?»

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Чӳречене тигршӑн юрӑхлӑ решеткепе хупланӑ.

Решетка, толщиной годная для тигра, закрывала окно.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Анчах килен-каян валли темиҫе хут сӗтел лартрӗҫ, темиҫе хут чашӑк-тирӗк пуҫтарчӗҫ, — паллах, хӑнасене вӑл ирхи пулӑм пирки пӗр сӑмах та шарламарӗ, Петронийӑна та сӳпӗлтетме хытарсах чарчӗ, — кун вара лӑпкӑн иртсе пырать: чӳречене хирӗҫле пысӑк сӗтел хушшинче шӑна хӑвалакаласа Лаура Мульдвей та, куҫӗсенчи усал йӑлтӑртатупа кулакан Георг Ван-Конет та нихӑҫан та ларман тейӗн.

Но много раз убирались и накрывались столы для посетителей, которым Давенант ничего не говорил о событиях утра, запретив также болтать Петронии, а день проходил спокойно, как будто никогда за большим столом против окна не сидели Лаура Мульдвей, отгонявшая муху, и Георг Ван-Конет, смеявшийся со злым блеском глаз.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Малтанхи минутра эпӗ аннене вӑрӑсем тапӑнчӗҫ пулӗ тесе шухӑшланипе, ҫавӑнтах сӗтел ҫинчен ҫурта лартмаллине илтӗм те, унпа чӳречене ҫапса ватса урамалла пӑхса хурах кӑшкӑрса яма шутланӑччӗ.

В первую минуту я подумал, что на мать напали грабители, и, схватив со стола подсвечник, хотел было разбить им окно и заорать на всю улицу.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Калатӑп вӗт сана: чӳречене хупма анчах тытӑннӑччӗ, чӳрече сакки ҫине пырса та шаплатрӗ.

 — Я же тебе говорю: только я стал закрывать, как плюхнулось на подоконник.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Эпӗ пахча енчи чӳречене хупма васкаса чупрӑм.

Я побежал закрывать окно, выходившее в сад.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Чӳречене карӑпа хупласан, — мӗншӗн тесен йӑпатмасӑр йӑлкӑшса тата ӑшӑтмасӑр хӗртсе куҫа шартаракан хӗвел пайӑркисем улталаҫҫӗ ҫеҫ, — тертленсех ҫитнӗ Давенант кравать ҫине выртрӗ те ҫавӑнтах ыйха путрӗ.

Задернув занавеску окна, так как ослепляющие лучи солнца обманывали, сияя без утешения, и грели, не согревая, измученный Давенант лег на кровать, почти тотчас уснув.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех