Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чуптуса (тĕпĕ: чупту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Лайӑх, ытла та лайӑх, — чӑпӑрт чуптуса илчӗ ҫамрӑк хӗрарӑма Таранов.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ыратни-мӗнне Таранов питех сисмерӗ — юнӑхнӑ вырӑнсене хӗр чуптуса сиплессӗн туйӑнчӗ: романтик пулнӑ ҫав вӑл ҫамрӑк чух.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Георгий кӗсменӗсене пӑрахрӗ те ӑна пилӗкӗнчен хытӑ тытрӗ, питҫӑмартинчен, тутинчен, ҫамкинчен хӗрӳллӗн чуптуса пӗтерчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ҫӗрӗн-кунӗнех маччана чуптуса выртаттӑм.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Тавтапуҫ, — терӗ вӑл шӑппӑн, — вара, Павӑла ҫамкинчен чуптуса илсе, юсанса, малтанхиллех тӳрленсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫак сасса илтсе, Павӑл самант уҫӑлса кайрӗ — «вӑрӑмтунана» куҫ хупӑмрах хӑй ҫине ҫемҫен туртса ҫупӑрласа илчӗ те, чуптуса «наказани» парасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ула Тимӗрӗн амаҫури амӑшӗ ҫамрӑк мӑшӑра чиркӳрех ҫырӑнтарасшӑнччӗ, анчах «Турӑ ҫуртӗнче» пӗркенчӗк айне тӑма, хӗрес чуптуса венчет пирӗ ҫине пусма Полина хӑй те, унӑн ашшӗ-амӑшӗ те татӑклӑнах хирӗҫлерӗҫ, вара пӗр-пӗрин пӳрнине ҫӗрӗ тӑхӑнтартасси ЗАГС-ра ҫеҫ пулса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Борис хӗрарӑма ыталаса тутинченех чуптуса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Авдей хӗре ыталаса илчӗ те тутинченех чуптуса илчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫамрӑк упӑшка арӑмне хуньӑш куриччен чӑл! ҫеҫ чуптуса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тинех автан хӑйӗн вӑхӑтне кӗтсе илчӗ пулас: леш чӑпар чӑх патне хӑюллӑн утса пычӗ те, тӗпеккинчен ҫепӗҫҫӗн «чуптуса» таптаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Кашни утӑмра чуптуса илменни кӑна, — калаҫса юлатчӗҫ хапха умӗнчи инкесем.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Те амӑшӗ патне Шупашкара кайнӑ чухне кабинӑра юнашар ларса пынӑ чух, те клубран киле ӑсатса янӑ каҫсенче, те тата пӗркунне концертран таврӑннӑ чухне каччӑ унӑн пӗчӗк тутинчен чӑпӑрт ҫеҫ чуптуса илнӗ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Халиччен чуптуса курман Ленӑн пит-куҫӗ ҫунса тухас пек пӗҫерсе кайрӗ, пуҫӗ ҫаврӑннӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Каччӑ ҫавӑнтах хӗре икӗ аллинчен ҫавӑрса тытрӗ те, хӑй ҫумне хыттӑн ыталаса илсе, ӑна пӗчӗк тутинченех чуптуса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Ну, Зойка, асту, хӑваласа ҫитсен, упӑшку куриччен пӗрре чуптуса илетӗпех.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лена пӗшкӗнсе амӑшне питӗнчен чуптуса илчӗ, юхса аннӑ куҫҫульне кӑтартас мар тесе, алӑк патне хӑвӑрт утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Марье», — тесе ҫамкаран чуптуса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Юлашки хут чуптуса уйрӑлнӑ чухне упӑшкин тупӑкне ыталаса илчӗ те чӗрене ҫураслах кӑшкӑрса макӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Чӑвашсен сӑпайлӑхӗ ҫыхса тӑман пулсан, вӑл ҫак самантрах упӑшкине ыталаса, хӗрӳллӗ чуптуса илӗччӗ!

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех