Шырав
Шырав ĕçĕ:
Асанне мана аллине илчӗ те чуптурӗ.
Аттерен телеграмма килчӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Вара пӗр инке чупса пычӗ те асаннене темиҫе хут чуптурӗ.А потом прибежала одна тётя и так стала целовать бабушку, что совсем на землю повалила.
Арҫын ача каллех чӗрӗлчӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Унтан Гриша мана ҫӗклерӗ те чуптурӗ, калле лартсан: — Ну, сывӑ пул, Алёша! Асту, капитан пул вара, — терӗ.
Эпир капитан патне кайни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
— Сана чуптурӗ ӗнтӗ вӑл, — терӗ Васька ачашшӑн.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Иван Никифорович пурне те чуптурӗ, кашнинех: «Питӗ тав тӑватӑп», тесе сӑмах хушрӗ.Иван Никифорович целовался со всяким и говорил: «Очень одолжен».
VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Вара, Суллӑн виллине курсан, ӗсӗкличчен йӗме пуҫларӗ, сывламан ӳт ҫумне ларса, унӑн питне чуптурӗ.
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Сулла хӗре икӗ хутчен чуптурӗ.
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Сулла хӑй Росцие ыталаса чуптурӗ.
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Мана хулхушши айӗнчен тытса ҫӗклерӗ, чуптурӗ те тӗреклӗн пристань палуби ҫине тӑратрӗ.Взял меня под мышки, приподнял, поцеловал и крепко поставил на палубу пристани.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Манӑҫа юлнӑ ҫӗрсем патне каякан ҫулпа Шуйттан йӑвине тата Явор хулине илсе ҫитерекен ҫулсем хӗресленнӗ тӗлте Кларк велосипеда сасартӑк чарчӗ те ҫӗре анчӗ, шалтах тӗлӗннӗ Терезие ҫӗклесе, хӑй ҫумне пӑчӑртарӗ тутинчен чуптурӗ.
11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Унӑн ҫӳҫне сӑтӑркаларӗ те питӗнчен чуптурӗ.
8 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Гвозден ӑна алла тытрӗ, макӑрса ярса, ӑна питрен, нускийӗ анса ларнӑ ҫара уринчен чуптурӗ.— Гвозден взял его на руки и заплакал, целуя личико и голую ножку, с которой спустился чулок.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пире курсан, савӑннипе чӗтреве ерчӗ, пире хулсенчен чуптурӗ, хӑйӗн кӗҫҫине хыпаланса пуҫтарчӗ те тумланма тытӑнчӗ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Князь мана питӗ ӑшшӑн йышӑнчӗ, мана чуптурӗ, урӑхла каласан, хӑйӗн ҫемҫе, типӗ те сивӗ тутине ман питҫӑмарти ҫумне пӗр самантлӑха перӗнтерсе илчӗ, эпӗ мӗн туни, манӑн мӗнле плансем пурри ҫинчен ыйтса тӗпчерӗ, манпа шӳтлерӗ, кукамай менелникӗ вӑхӑтӗнче ҫырнӑ пек сӑвӑсем халӗ те ҫыратӑн-и тесе ыйтрӗ тата паян хӑйпе пӗрле апатланма сӗнчӗ.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Атте унӑн пысӑк мар, сарлака та типшӗм аллине чуптурӗ; эпӗ те ҫаплах турӑм.Папа поцеловал его небольшую широкую сухую руку; я сделал то же.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл Любӑна тата тепре чуптурӗ те, ӑшчикӗ пӑлханнине ҫӗнтерме тӑрӑшса, хулне сиктере-сиктере, Володя пӳлӗмне каймалли коридоралла уҫӑлакан алӑкран тухрӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Зал тӑрӑх темиҫе хут ҫаврӑнсан, вӑл, Люба пуканӗ хыҫӗнче чарӑнса, ӑна хура пуҫӗнчен чуптурӗ те, вӑртах ҫаврӑнса, каллех утма пикенчӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапла, шупка-хӗрлӗ тутинченех чуптурӗ.
ХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хам хыҫра анне сассине илтсен, эпӗ ун енне ҫаврӑнтӑм, ҫак хускану сасартӑк пулнӑран эпир пуҫа пуҫ ҫапӑнтӑмӑр; вӑл хурлӑхлӑн кулса илчӗ те юлашки хут мана хытӑ-хытӑ чуптурӗ.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл мана куҫран чуптурӗ те нимӗҫле: «Мӗншӗн макӑртӑн эсӗ?» — терӗ.Она поцеловала меня в глаза и по-немецки спросила: — О чем ты плакал?
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.