Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чуптурӗ (тĕпĕ: чупту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗре вӗҫӗмсӗр чуптурӗ вӑл: тутинчен, питӗнчен, ҫамкинчен, мӑйӗнчен…

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ытала-ытала чуптурӗ вӑл хӑйӗн хӗр тумне, куҫҫулӗпех макӑрса та илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл унӑн лапраллӑ ҫӑпатине чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мана курсан йӑтса илчӗ те хы-ытӑ чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпир тек нихӑҫан та, нихӑҫан та уйрӑлмастпӑр, ҫапла вӗт? — хӗрарӑма ҫине-ҫинех чуптурӗ Борис.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Авдей юлташӗ Ларисӑна ҫынсем умӗнчех ыталаса чуптурӗ, — Авдей ӑна ҫупса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ваня амӑшӗ патне чупса пырса ӑна ыталаса илчӗ, пӗркелене пуҫланӑ типшӗм питӗнчен виҫӗ хут чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫитрӗ те дивизи командирӗ, тӑван ачисене ыталанӑ пек ыталаса чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Микула арӑмне ыталаса чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула ӑна хулпуҫҫи урлӑ ҫакрӗ, сӑпкара выртакан ачин пӗчӗк пӳрнисене тытса вылякаларӗ те ҫамкинчен чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Сӑваплӑ евангели кӗнеки умӗнче тупа тӑватӑп: юлашки сакӑр тенкине те паратӑп! — тесе кӗнеке питне ним пӑркаланмасӑр чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Вӗсемшӗн эсӗ айӑплӑ мар, Хрестук, — терӗ тс Сергей хӗре хӑй ҫумнерех туртса илчӗ, ӑна вӑрахчен сӑмах чӗнмесӗр пуҫӗнчен, хулӗсенчен лӑпкаса ларчӗ, унтан ҫепӗҫҫӗн тытса ыталарӗ те тутинченех чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Казаков вара паянхи паттӑрсене пӗтӗм халӑх умӗнче алӑ парса чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗҫех унта вӗр-ҫӗнӗ шупка сарӑ костюм тӑхӑннӑ, сулахай ал туни ҫине кукӑр туя ҫакнӑ кӗрнеклӗ те ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ Петр Петрович ҫитсе урхамахне ачашларӗ, конфетсем хыптарчӗ, унтан пӗтӗм халӑх умӗнче тарҫине ыталаса чуптурӗ, ун мӑйӗнчен пурҫӑн тутӑр ҫакрӗ, вара: — Пӗр ҫур сехет пек уттарса ҫӳре ӑна, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иван Алимпие хӑй ҫумнерех туртса илсе чуптурӗ те, вӗсем уйрӑлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Ыталарӗ чипере, чуптурӗ ӑна.

Порывисто обнял, поцеловал.

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Барон умне вӑл чӗркуҫленчӗ, Чуптурӗ сивӗ аллине.

Куҫарса пулӑш

XXXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Ҫынсем сисрӗҫ, ун сасси чӗтререх тухрӗ, куҫӗнче куҫҫулӗ палӑрчӗ, Анна Ивановна хӑйӗн тӗреклӗ аллисемпе Левентее мӑйран ыталаса илчӗ те тутинченех чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Чӑнах-и?» тесе Михала патнелле пӗр утӑм турӗ те ашшӗпе юнашар тӑракан Укахвие тулли аллисемпе ҫупӑрласа илчӗ, унтан питҫӑмартинчен хыттӑн чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ну, ну, ват ҫын ҫулне пӳлмеҫҫӗ, — шӳт турӗ Михала, Алексей ҫул парса каялла кӗрсен, вӑл ӑна ыталаса илсе виҫӗ хутчен чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех