Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чул сăмах пирĕн базăра пур.
чул (тĕпĕ: чул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эрехпе мӗн чул ҫын ҫухалать, Мӗн чул ырӑ ҫемье саланать…

Куҫарса пулӑш

Пӳрнепе тӗллесе // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 22 с.

Ҫавӑнпа, апла, эсӗ чулпа ҫапрӑн-и. Ҫӗре ыраттармасть терӗн-и. — Ванюк куҫӗ умне Ҫтаппан ҫӑл куҫа тем пысӑкӑш чул пӑрахни сиксе тухать.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тӗллӗн-тӗллӗн уҫланкӑсем тӗл пулаҫҫӗ, ҫав уҫланкӑсенче вара ту тӑррисенчен йӑванса аннӑ мӑн чулсем тата чул катӑкӗсем сапаланса выртаҫҫӗ.

Местами встречаются поляны, покрытые огромными камнями и россыпями камней, свалившихся с вершин гор.

Урал тӑвӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ман алла кӑшт тулалла тухса тӑракан чул кӗтесси кӗрсе каять, унтан ҫавӑрса тытатӑп, урасене ҫӳлелле ҫӗклетӗп, унтан каллех вӗҫле чул, каллех ҫавӑрса тытатӑп.

Я нащупываю руками каменный выступ, цепляюсь за него, подтягиваю ноги, потом опять цепляюсь.

Ту ҫине хӑпарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫак пушмакпа чул ҫинчен-тӗк чул ҫинчен, вӑрманти ҫӑтӑр ҫапӑ ҫинчен-тӗк, ҫӑтӑр ҫапӑ ҫинчен ҫӳре, — вӑл шӑтмасть, нимӗн чухлӗ те ҫийӗнмест.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ӑшӑ памалли трасса хывакансем вӗт чул ҫитменнипе эрне ытла ҫурма вӑйпа ӗҫлеҫҫӗ, ҫавна пӗлнӗ ҫӗртех сире ҫул ҫине сарма вӗт чул памалла иккен-ха.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анчах тепри Ҫтаппан пекки, ӑна-кӑна ӑнланмасть, тепри чечек ҫине те чул катӑкӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхать, чечеке те чул катӑкне тытнӑ пек тытать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Сумкинче вак чул иккен, ҫырма чулӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пачах урӑхла, ҫын хӑйӗн тӑван чӗлхине мӗн чул лайӑхрах пӗлет, ӑна тепӗр чӗлхене вӗренме те ҫавӑн чул ҫӑмӑлрах.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫынпа ҫын кӑна мар, чулпа чул та тӗл пулаҫҫӗ тесе ахальтен каламаҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ак ҫакӑ чул сан канӑҫна татнӑ, ак ҫакӑ чул ҫине сан ҫиллӳ ӳкнӗ, эй, шыв турри, — ҫаплах хӑйне майӑн кӗлӗ сӑмахне каларӗ леш хӗрарӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хайхи тӑсланкӑ фашист чеескер, пӗр чултан тепӗр чул патне шӑвӑнса пырса, ҫӳле, Левенчук выртнӑ окоп патнех, ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Чул ҫыран хӗррипе тӗлӗн-тӗлӗн парка ӳсекен ҫӳҫе тӗмӗсем, арӑслан ҫамки евӗрлӗ кӑвак чул куписем ҫеҫ куҫ тӗлне пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫсрпӳ пасарӗ Ҫавал ҫырми ҫумӗнчен, икӗ хутлӑ чул ҫурт картишӗ йӗри-тавра таҫтанах купаласа: ҫавӑрнӑ чул хӳме хыҫӗнчен пуҫланакан лапам вырӑнта пуҫтарӑнать иккен.

Куҫарса пулӑш

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мӗн чул вӗрентрӗмӗр эпир ӑна аттепе иккӗн, мӗн чул ятларӑмӑр, пур пӗр тӑна кӗртсе ҫитереймерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑнпа та тыткӑнра Нимӗҫ тем чул хӗссен те, Тамӑкри пек мӑшкӑлпа Хӗн-асапа тӳссен те, Эпир ним те шарламан, Шарлама та шутламан, Тем чул йывӑр пулсан та, Эпӗр пурпӗр парӑнман.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Мӗн чул йышлӑрах ушкӑнти халӑх, ҫавӑн чул хӑюллӑрах унта пуҫтарӑннӑ ҫынсем те.

Чем больше людей, тем они смелее, решительнее.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чулпа чул хирӗҫ ҫапсан — вут тухать.

Не зря сказано: камень о камень бьется — искра возгорается.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кам мӗн чул парать — ҫавӑн чул.

Кто сколько может, собирают.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тата: мӗн чул хаяр ҫынсемпе — ҫавӑн чул хавшак хӑйпе хӑй.

Словом, чем злобней люди, тем смиреннее ведет себя Яндул.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех