Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чаплах (тĕпĕ: чаплӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынсем ӑна ҫӗрме пуян тетчӗҫ, анчах хӑй чаплах тумланса ҫӳреместчӗ, хӑнана та каймастчӗ, хӑй те никама та чӗнместчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫимӗҫе чаплах мар та ан тирке.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сирӗн те чаплах мар, тӗрӗс.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чаплах мар тулӗк, шӑркаланнӑ, ӗҫсе пӑхӑр.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кашни ир манӑн чечексене сывлӑх сунатӑп, калаҫатӑп, хӑш чухне чечексем ытла чаплах мар тесе вӑрҫатӑп, вӗсем мана илтеҫҫӗ пулӗ тесе шутлатӑп, — шӳт тӑвать чечек патшалӑхӗн хуҫи.

Куҫарса пулӑш

"Илемлӗ мар чечексем пулмаҫҫӗ" // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ma-3394811

Кунта интернет ҫыхӑнӑвӗ чаплах мар пулин те маякӑн ҫавах та Фейсбукра хӑйӗн страници пур.

Еще у маяка есть своя страничка в фейсбуке, хотя можно предположить, что интернет на труднодоступном утесе оставляет желать лучшего.

Исланди патӗнчи чул сӑрт ҫинчи маяк // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/news/35723.html

Малтан Иванов (Петров, Сидоров…), ытла чаплах мар пулин те, литератор пулнӑ, кӗнекесем те ҫыркаланӑ, теҫҫӗ, анчах кайран лит-оратор пулса тӑнӑ: хӑй нимӗн те ҫырман, ҫынсем ҫырнине тиркенӗ те мӗнле ҫырмаллине вӗрентнӗ, ҫавӑн пиркиех ӑна пысӑк писатель тесе шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

Литературӑпа искусство картишӗнче // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 61–62 с.

Хӑй манран чаплах та пулас ҫук-ха.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Унта ӗнтӗ часах кино пуҫланать: движок та ӗҫлеме пуҫларӗ, картинисене кунта хулари пек чаплах кӑтартаймаҫҫӗ пулин те, пысӑк кӑмӑлпа пӑхатӑн.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Вӗсен кил-ҫурчӗ чаплах мар.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ытла чаплах мар та, юрӗ-ха ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуҫланчӗ те вӗҫленме кӑна ытла чаплах вӗҫленеймерӗ: упӑшки министр заместителӗ пулмарӗ, вӑл пасарта мандарин сутса пурӑнаканскер ҫеҫ иккен.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Эпир хӳмен тепӗр вӗҫӗнчи чаплах мар хапхаран кӗтӗмӗр те пӗр пысӑк ҫурт патӗнче чарӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Эх, Варвари, Варвари, — пӗчченех мӑкӑртатрӗ хӗрарӑм, йывӑррӑн сӗтел хушшинчен ҫӗкленсе, — ӗҫсем чаплах мар-ха санӑн, чаплах мар.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тӗпчевӗн ертсе пыракан авторӗ каланӑ тӑрӑх, пребиотикӑлла молекулӑсем астероид ҫийӗнчи тӑпра тӗслӗхсенче пулни, унти хутлӑх условийӗсем чаплах мар пулсан та астероидӑн чи ҫӳлти сийӗ органикӑна космос радиацийӗнчен тата ытти факторсенчен хӳтӗлеме пултарнине ҫирӗплетет.

По словам ведущего автора исследования, присутствие в образцах с поверхности астероида пребиотических молекул, несмотря на неблагоприятную космическую среду, свидетельствует, что самый верхний слой астероида способен защищать органику от космической радиации и других факторов.

Рюгу астероид ҫинчен илнӗ тӑпрара органикӑллӑ молекулӑсем нумай тупнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34360.html

Кӑруҫҫелӗ нихӑш енчен те чаплах мар: йывӑҫ тӑрӑллӑ, айккисенчен ларкӑчсем ҫакса янӑ.

была не что иное, как простой деревянный навес, к стропилам которого было подвешено несколько лодочек.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл сулахай аллине мӑйран ҫакнӑ, ҫине кивӗ шинель уртнӑ; хӑй ырхан, сывлӑхӗ чаплах мар пулас; кӑвак куҫӗсенче ӗшенчӗклӗх, хурлӑх, ӗмӗт татӑлни палӑрать.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Чаплах мар…

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Ытла чаплах мар та, анчах питӗ канӑҫлӑ кунта, чуна илӗртӳллӗ, — терӗ Вадим, тӑвӑр пӳлӗмре ҫаврӑнкаласа.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Чаплах пурӑнмастӑп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех