Шырав
Шырав ĕçĕ:
Витнӗ хапхасемпе хуралтӑсен хӳттинче, магазинсенче кӑмакасем ҫунаҫҫӗ, танксене юсаҫҫӗ.Под укрытием сараев, крытых ворот и в магазинах топились кухни, починялись танки.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Вӑт тараҫҫӗ-тӗк, тараҫҫӗ, вӑрӑ-хурахсем пек, кӗрхи ҫӗр тӗттӗмлӗхӗн хӳттинче, — терӗ тӗттӗмлӗхре тахӑшин янӑравсӑр сасси, «о» сасса уйрӑмах пусӑрӑнтарса.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Инҫетре, йывӑҫсен хӳттинче курӑнмасӑр, ҫын иртет-и, шурлӑхри вӑрманти курӑк ӑшӗнче тилӗ чупса иртет-и, — пӑши вӗсене кил-ҫурт е тир шӑршинчен, утнӑ сасӑ илтӗннинчен, ҫӑмӑл ура лапписем чӑштӑртатнинчен тӗп-тӗрӗс пӗлсе илет.
5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Сӑрт ҫинче окоп вырӑнӗсем те сыхланса юлнӑ, халӗ унта курӑк ашкӑрса ӳсет, кӗтӳҫӗ вара, выльӑхсем ҫурма питӗрӗннӗ шӑтӑксен хӳттинче лӑпкӑн ҫисе ҫӳренӗ чух, хумханса ларакан курӑк чӑштӑртатнине хӑйӗн пӗчӗк шӑхличӗпе выляса кӑтартма тӑрӑшать.
I // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Акӑ, вӗсем пӗр ҫурт хӳттинче чарӑнчӗҫ те каллех мана виҫсе илчӗҫ.Вот они остановились под прикрытием домов и вновь замерили меня.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Сукмак ҫинче, ятарласа нимӗҫсенчен хӳтӗленме купаланӑ евӗр мӑкӑрӑлса тӑракан сӑрт-тӗмесем хыҫӗнче, масар тӑприсемпе вӗтлӗх йывӑҫсен хӳттинче, темиҫе боец тӑраҫҫӗ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Вӗсем масар патӗнчи сарай хӳттинче ҫар форми тӑхӑннӑ тепӗр ҫынпа калаҫса тӑраҫҫӗ.Они стояли у кладбища под прикрытием сарая и о чем-то говорили с человеком в военной форме.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Перевалран иртсен вӑл, ҫын ҫӳрекен ҫула айӑккине хӑварса, сӑртсен хӳттинче ҫын ҫӳремен вырӑнсемпе океан хӗррине тухма ӗмӗтленнӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫырансен тӑрӑхӗпе, лапсӑркка тӗмӗсен хӳттинче, ҫӑмӑл королексем явӑнса ҫӳреҫҫӗ, хаваслӑ тӑрисем юрлаҫҫӗ; сывлӑшра тангорсем мӗлтлетсе илеҫҫӗ, вӗсен тӗкӗсем колибри тӗкӗ пекех ҫап-ҫутӑ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Атте хӳттинче ҫав хӑрушлӑх мана ҫитмӗ тесе шутланӑ, ун хӳттипех эпӗ халӑха та улталанӑ, Петруҫа та хам ҫумма ҫирӗп кӑкартӑм тесе шанса пурӑннӑ, сана та хамӑн суялӑхпа пылчӑкпа варалама хӑю ҫитернӗ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Резина плащсемпе те пуҫ тӳпинченех пӗркентӗмӗр, йывӑҫ хӳттинче те пытанса тӑтӑмӑр…
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.
Готически чиркӳ тӑрринчи автан шупка ылтӑнӗпе ялкӑшать, юханшывӑн йӑлтӑр хура ҫийӗнче те ҫавӑн пек ылтӑн тӗсех йӑлтӑртатса тӑрать; грифель ҫийлӗ ҫуртсен ансӑр чӳречисенче ҫинҫе ҫурта (нимӗҫ перекетлӗ!) ҫутисем вӑйсӑррӑн мӗлтлетеҫҫӗ; чул хӳмесем хыҫӗнчен иҫӗм ҫырлин кӑтра ҫиплӗ аврисем вӑрттӑн кармашаҫҫӗ, виҫӗ кӗтеслӗ лаптӑкри кивӗ тараса хӳттинче темскер чупса иртет, сасартӑк ҫӗрлехи хуралҫӑ ыйхӑллӑн шӑхӑртни илтӗнет, ырӑ кӑмӑллӑ хураҫка ҫурма сасӑпа хӑрлатса илкелет, сывлӑш питрен ҫупӑрласах тӑрать, ҫӑкасенчен ҫав тери тутлӑ шӑршӑ сарӑлать, кӑкӑр ирӗксӗрех тарӑнран тарӑн сывлать, ҫавӑнпа-и тен, «Гретхен» сӑмах, — те кӑшкӑруллӑн, те ыйтуллӑн — ялан чӗлхе ҫине килет.
I // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Хӗрарӑм патша ҫапла каланӑ: монарх пуҫ пулса тӑнӑ ҫӗрте чӗрери пархатарлӑ шухӑшсене пусмӑрламаҫҫӗ, этем ӑсӗпе тунӑ чаплӑ ӗҫсене, поэзине тата художествӑна кураймасӑр тӑмаҫҫӗ; пачах урӑхла, уйрӑм монархсем вӗсене хӳтӗлекенсем пулнӑ, Шекспирсемпе Мольерсем монархсен хӳттинче ӗҫлесе чапа тухнӑ, ҫав вӑхӑтрах Дант хӑйӗн республикӑлла тӑван ҫӗршывӗнче кӗтес тупайман; чӑн-чӑн генисем республикӑлла террорпа политикӑлла ирсӗр ӗҫсем пулса иртнӗ вӑхӑтра мар, патшасемпе патшалӑх хӑватлӑ пулнӑ вӑхӑтра ҫуралса тухаҫҫӗ, республика ку тарана ҫитсе те тӗнчене пӗр поэта та парнелемен-ха; поэт-художниксене уйӑрса илме пӗлмелле, мӗншӗн тесен вӗсем никама та пӑлхатмаҫҫӗ, никама та хирӗҫтермеҫҫӗ, чӗрене килӗшӳпе канлӗх кӑна парса тӑраҫҫӗ; ученӑйсем, поэтсем, искусство ҫыннисем вӗсем — императорсен коронинчи бриллиантсем; вӗсем аслӑ государь ӗмӗрне илемлетсе кӑна тӑраҫҫӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Хуралтӑ хӳттинче ҫил-тӑман лӑпкӑрах, урам варринче вара, хум пек юр шӑвать, ҫаврӑнать; пӗлӗте ҫулӑм ҫӗкленнӗн туйӑнать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Йывӑҫ хӳттинче каччӑ хӗре чуптӑвать иккен.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пирӗн, ваттисен, кам хӳттинче пурӑнмалла пулӗ ун чухне?»
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑюллӑраххисем иккӗн ҫӗр хута пӑчкӑ-пуртӑ сасси илтӗннӗ вырӑнтан ҫур ҫухрӑм тӑвараха улӑхнӑ та, кӗпи-йӗмӗсене хывса, пуҫ тавра майласа ҫыхнӑ чӗрӗ туратсен хӳттинче майӗпен анаталла ишсе аннӑ.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсен хӳттинче ҫуллахи чи шӑрӑх кунсенче те уҫӑ.В тени их стояла прохлада даже в самую жаркую пору летнего дня.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Лавсен хӳттинче хӗрсен шурӑ тутӑрӗсем курӑнаҫҫӗ.
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кун хыҫҫӑн вара каштанпа тут йывӑҫӗсен хӳттинче ларакан ҫурт, кӑткӑ тӗми ҫине чул пӑрахнӑ пек, сӗрлеме пуҫларӗ.А домик в тени тутовых и каштановых деревьев уже напоминал муравейник, в который был брошен камень.
VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.