Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӳттинче (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пыр та шыва кӗр, паттӑр йӑмра хӳттинче ларса кан.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Хӗрсем кӑна та асӑрхамарӗҫ, хурӑн хӳттинче ҫав-ҫавах макӑрса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Вӑйлӑ юхӑма май кайма ансат, ҫын хӳттинче пурӑнма шанчӑклӑ.

В сильном течении плыть легче, под чужим крылом надежнее.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Эсир такам хӳттинче те ӑшӑ вырӑн тупӑр-ха, ун пирки пӑшӑрханма кирлӗ мар, — ҫийӗнчех тавӑрчӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑхӑт часрах ирттӗр тесе Черемисинов ялан куҫне хупать, ӑшӑ тӑлӑп хӳттинче ҫывӑрса кайма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лайӑх хонтӑ полать ӗнтӗ малашне пирӗншӗн ку хулая лартнӑ хыҫҫӑн, тинех вырӑссен хӳттинче порӑнма тытӑнатпӑр.

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӑхма пысӑк та мар сачӗ, — терӗ Павӑл Лядской садне ҫитсе кӗрсен, — анчах камӑн ӑшӗ вӑркаман пулӗ ку йывӑҫсем хӳттинче, камӑн чӗри кӑртлатса сикмен пулӗ каҫхи шӑплӑхра…

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Упли те кунтах унӑн, ав, утӑ купи хӳттинче.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ку тӗрӗс те пулӗ, мӗншӗн тесен мӑрса ывӑлӗ Туканаш, вун саккӑра ҫитнӗ каччӑ, ашшӗ килӗнче пурӑннинчен ытларах хӑйӗн амӑшӗ хӳттинче пурӑнать, ҫавӑнпа та ывӑлне курас килнӗ вӑхӑтсенче е ӑна хӑйӗнпе пӗрле ӑҫта та пулин илсе кайма хатӗрленнӗ самантсенче Тукай ирӗксӗрех Ухтепи патнелле ҫул тытать.

Куҫарса пулӑш

9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Килте мар — Казанка ҫыранӗ хӗрринче, улах ҫӗрте, Фукс скверӗн хӳттинче.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫул хӗрринче, катӑркас йывӑҫҫин хӳттинче, йывӑҫ сак ларнине асӑрхарӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шӑршлӑ Булак хӳттинче ҫаплах пытанса лараҫҫӗ-и хӑшпӗр мусульман «княҫӗсем»?

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӑрахута кӗте-кӗте миҫе хутчен кимӗсем хӳттинче ҫӗр каҫма тивмен-ши унӑн?

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Лапсӑркка акаци йывӑҫҫисем хӳттинче тенкелсем, лаун-теннис площадки.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тепле вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тапрансан та, вӗсем хӑрамаҫҫӗ: пӗрисен йӑвисем кирпӗч хӳме хӳттинче, теприсен — тӗреклӗ те лапсака йӑмра турачӗсем хушшинче (тур пӗлет тепле ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ).

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Виҫӗ тирек юнашарах ӳснӗ, вӗсен хӳттинче сулхӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫапла аса илсе калаҫрӗҫ Мишӑпа Тоня шкул пахчи хӳттинче, пӗр-пӗринчен уйрӑлма пӗлеймесӗр.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Юлашки каҫ чие ҫырли йывӑҫҫисем хӳттинче Елюка чуптунӑ вырӑна кӗрсе тӑчӗ вӑл хайхискер.

Куҫарса пулӑш

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Михаил Никанорович Петровский Шӗнерпуҫне иккӗмӗш пачӑшкӑ пулса ӗҫлеме килнӗ, анчах Гурий Яковлевичпа килӗштареес ҫуккине туйнӑ та, учительсен хӳттинче пулма тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эпӗ карнавалтан пурнӑҫ ӗҫ-хӗлне тухрӑм; ку вӑрттӑн алӑка ансаттӑн тӗртсе уҫнӑн пулса иртрӗ, хам вара чун йӗрне-ӗренкине мӗлке хӳттинче упратӑп, ҫак ӗренке кӗрет уҫӑ йӗрпе ҫыхӑнса тӗвӗсенче вӗҫленет.

Я вышел из карнавала в действие жизни, как бы просто открыв тайную дверь, сам храня в тени свою душевную линию, какая, переплетясь с явной линией, образовала узлы.

ХХХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех