Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутӑн (тĕпĕ: хут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн куҫна-пуҫна тавӑрса хутӑн?

Чего ты глаза вылупил-то?

V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Машук мӑнакка ахаль те ӑна ман ҫине ҫиллентерсе тем те пӗр каласа панӑ, ҫитменнине тата эсӗ те хушса хутӑн

Тетя Маша еще настроила его против меня, а тут и ты добавил…

III сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Мӗн туса хутӑн кунта эсӗ?

Чего ты здесь натворил?

Хура ҫӗлен // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 109–118 с.

— Мӗн туса хутӑн эсӗ мана, савнӑ ачам!

— Что же ты со мной сделал! милый!

Хура ҫӗлен // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 109–118 с.

— Ак мӗн туса хутӑн эс!

— Вот что ты наделал!

«Нервӑсӑр ҫын» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 59–68 с.

«Мӗн туса хутӑн эсӗ хӑвна ху, Сережа? — шухӑшларӗ вӑл.

«Что ж ты наделал с собой, Сережка? — подумала Таня.

9 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Халлӗхе эпӗ нимӗн ҫинчен те шухӑшлама пултараймастӑп-ха, ура айӗнчи ҫӗре те ҫирӗппӗн туяймастӑп, эсӗ вара мана пыршӑ-пакартапа пӗрле мӗн хака илме пулнине те каласа хутӑн.

У меня ничего на ум не идет, еще землю под ногами нетвердо чую, а ты уж мне и цену определил, за которую меня с потрохами можно купить.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Иккӗмӗш хутӑн пушӑ та ҫутӑ коридорӗнче Ксени чарӑнчӗ: телефонсем тӗрлӗ саслӑн шӑнкӑртаттараҫҫӗ, машинисткӑ пӗр чарӑнмасӑр шакӑртаттарать, пӳлӗмсенче тавлашнӑ сасӑсем кӗрлеҫҫӗ.

В пустом и светлом коридоре второго этажа Ксения остановилась: трезвонили на разные голоса телефоны, как заведенная строчила машинистка, гудели за стеной спорящие голоса.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ерӗҫеймесен, Мажаров пурпӗр камран та пулин хут ҫырса янӑ, унта яланах: «Кӳлӗ патне пыр, сана кӑвак чулсем патӗнче кӗтетӗп», — тесе ҫырнӑ, Ксюша ун патне хутӑн тепӗр енне кӑранташпа: «Кӗт», — тесе ҫырса янӑ, килтен тухма май килмен чухне ун патне Васенӑна пысӑк ҫыру леҫтернӗ.

Если он бывал занят, то обязательно присылал с кем-нибудь записку, где всегда были написаны одни и те же слова: «Приходи к озеру, буду ждать тебя у серых камней», в ответ она царапала карандашом на обороте бумажки: «Жди», а когда не могла вырваться из дома, посылала с большим письмом Васену.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Астӑватӑн-и, мӗн туса хутӑн эсӗ манпа?

Да ты помнишь, что со мной сделал?

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӑвӑнчӗ, кӗске кастарнӑ ҫӳҫне каялла тураса якатрӗ, старик: «Ҫӳҫ тӗпекне тата ӑҫта хутӑн? Сутса ӗҫмерӗн пулӗ?» — тесе ыйтсан, йӑл кулса илчӗ те, шлепкине пуҫӗ ҫине сатуррӑн лартса, картишне малтан тухрӗ.

Умылся, зачесал вверх коротко остриженные волосы, на вопрос старика: «Куда же чуб задевал? Аль прожил?» — улыбнулся и, уверенно кинув на голову шляпу, первый вышел на баз.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Эсӗ мӗн ҫӑварна карса хутӑн!

— Ты что рот раззявил!

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Малтан икҫӗр хӗрӗх пӑт ҫумне нимӗн чухлӗ те хушма ҫук, теттӗн, ҫынсен умӗнче тухса калаҫрӑн та — сасартӑках хушса хутӑн.

— То говорил, что прибавить к двумстам сорока пудам никак не можно, а заговорил перед людьми — и сразу прибавил.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кала тархасшӑн, мӗншӗн эсӗ Иринӑна хӑв арӑму тетӗн вара, бронь хутӑн пулать, анчах хӑв патна илсе каймастӑн?

Ну, скажи, зачем ты объявил Ирину своей женой, наложил, так сказать, бронь, а к себе не берешь?

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Григорин юлашки ҫырӑвӗ такам аллинче пулнӑ: ҫуррине тӑрӑшсах хӗрлӗ кӑвак чернилпа хуратнӑ, тӗссӗр хӑмӑр хутӑн айккине темле ӑнланмалла мар кукӑрӑлчӑк паллӑ тунӑ.

Последнее письмо Григория побывало в чьих-то руках: половина письма была аккуратно затушевана фиолетовыми чернилами, а на полях серой бумаги стоял непонятный чернильный значок.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Акӑ мӗн туса хутӑн эсӗ.

— Да, вот что ты сделал.

XXVIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Кӗмест те, акӑ мӗн туса хутӑн эсӗ!

Даже не зайдет, вот до чего ты довел!

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах акӑ эсӗ кунта юлтӑн тата партизанра ҫапӑҫма ҫирӗп шутласа хутӑн пулсан, пурне те пӗлтеретӗп…

Но раз ты остался и всерьез задумал партизанить, открою все карты…

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Мӗн туса хутӑн эс?! — кӑшкӑрса ячӗ амӑшӗ, ҫунма тытӑннӑ сӗтел ҫиттине сӳнтерме ыткӑнса.

— Что же ты наделал! — закричала мать, бросаясь тушить руками уже тлевшую скатерть.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Мӗн туса хутӑн, куртӑн-и?

Ты видишь, что людям натворил?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех