Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутланса (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ыйту палли майлах хутланса каять «прокляттӑй спекулянт».

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Кӗскелсе е хутланса юлмасть-ши?

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пуҫа ҫӗклесе пӑхрӑм та асаплӑн хутланса выртнӑ ҫамрӑкрах хӗрарӑм умӗнче пӗчӗк хӗрача ларнине куртӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Шикленмелли нимӗн те курӑнмарӗ-ха, анчах юрпа витӗнме ӗлкӗрмен тӑпра ҫинче темле хура япала хутланса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Михала чӗрӗп пек хутланса ларнӑ, аллисене хырӑмӗ ҫумне хӗстернӗ, пуҫӗ аяккалла пӑрӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫак урӑм-сурӑм кӗрлекен ҫынсем варринче Тихон Иванович, аманнӑ тискер кайӑк пекех, хутланса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирле халӗ шыв ӑшне чиксе кӑларнӑ чӑх пек хутланса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫичӗ каҫ ҫывӑрман Унтрей, ҫичӗ каҫ маччана хӑпартмалли хӗсӗк пусма ҫинче чӗрӗп пек хутланса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Пӑхать — ун умӗнче икӗ нимӗҫ хутланса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Кӑлтӑрмач пек хутланса ӳксе, ҫӗрте йӑваланчӗ, ахлатрӗ, хӗстерсе лартнӑ куҫ хупанкисем хушшинчен сӑрхӑнса тухакан куҫҫульпе тӑпрана йӗпетрӗ Пахом Петрович.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Калаччӑрах-ха ҫынсем, ҫаплах калаччӑр, ҫамрӑклах хутланса ларчӗ, вӑхӑтсӑр ватӑлчӗ тени мар.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Пӗлетчӗ ҫав чӗрӗ чун ҫутҫанталӑк илемӗпе киленсе савӑнма, выляса ывӑнатчӗ те вара, кӑлтӑрмач пек хутланса выртса, ҫавӑнтах ҫывӑрса каятчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Кӑлтӑрмач пек хутланса выртнӑ, икӗ аллине те пичӗ айне хунӑ, тилхепене пӗҫҫисемпе хӗстернӗ — пит тутлӑ ҫывӑрать лавҫи.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Лаша та, ритван ҫинчи улӑм та, улӑм ҫинче хутланса выртакан лавҫи те пӑсланса типеҫҫӗ хӗвел ӑшшинче.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Чӗре… — пӑшӑлтатрӗ Сидоркин, йӗпе тӑпра ҫинче хутланса лараканскер.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хутланса ларнӑран ҫапла сывласа янӑн, сывлӑшӗпе пӗрле юлашки вӑйӗ те тухса кайнӑн, ӑшчикӗ йӑлтах пушанса, пурнӑҫ хӗмӗсӗр тӑрса юлнӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Сулахай ури хутланса ларнӑ унӑн, сулахай еннелле хытӑ сулӑна-сулӑна утать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Салтаванова ӑсатсан Таранов каллех диван ҫине хутланса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӗри хӗскӗчпе хӗстернӗ пек ырата пуҫласан тин сӗтел хушшинчен тухса эмел ӗҫрӗ, диван ҫине хутланса выртрӗ: «Калавсене тӳрлетсе пӗтерсе машинисткӑна леҫсе парас та ыран больницӑна каяс», — шут тытрӗ вӑл чӗри ҫаплах йӗркесӗртереххӗн тапӑлтатнине туйса.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хуллен-хуллен саплаштарса чиперех пурӑнатчӗҫ пулӗ Сахмановсем, анчах пӗр ҫулхине кил пуҫӗ Атӑла путса вилет: уяр шӑрӑх кун юхан шыв хӗррине ҫитсен ӳсӗрскер тӳрех шыва чӑмнӑ-мӗн, шӑнӑрӗ хутланса ларнӑ-тӑр — каялла тухайман.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех