Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутланса (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тутар пырса Ухтиванӑн кӗсйисене тыткаласа пӑхать те лешӗ хускалманнине кура унпа юнашар хутланса ларать.

Татарин деловито ощупал карманы неподвижно лежащего Ухтивана, присел рядом, спросил:

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Халь ӗнтӗ сан туйна тӑватпӑр, — тет Ивук шӑнса кӳтнипе пиншаккин ҫухи ӑшнелле хутланса.

— Ну, теперь самое время твою свадьбу справлять, — говорит Ивук, зябко ежась и засовывая руки в рукава пиджака.

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Эпӗ, — тесе Яка Илле тарҫи Ивук ҫумне хутланса ларать, унӑн аллине салтать.

— Я… — работник Илле в лихорадочной поспешности склонился к Ивуку, развязал ему руки.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӗрӗп пек хутланса пурӑниччен, выҫӑ асапланса виличчен — ҫапӑҫса вилни ҫӗр хут авантарах.

Чем прятаться, как ежу, да с голодухи пухнуть, уж лучше в драке с ко штанам и погибнуть.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл вӗри кӑмака умӗнче пӗрре хутланса ларать, тепре сиксе тӑрса ҫурӑмне, хырӑмне, аяккисене ӑшалать, унтан урайне персе анать те, пӗр самант хушши вилнӗ ҫын пек хускалмасӑр выртать.

Он то присядет возле пылающей печи, то вскочит и снова примется чесать спину, бока, живот, а то вдруг растянется на полу и лежит недвижно, словно мертвый.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ир енне ватӑ шӑм-шак хӑйӗннех ыйтрӗ пулас, карчак тӑрӑхла сак ҫине хутланса выртса хӑй те ҫывӑрса кайрӗ.

Тетушка Ульдусь по порядку поминает медную, серебряную, золотую наковальни, медного, серебряного и золотого человека.

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑрӑ хутне кӗнӗшӗн мӗн пулассине пӗлет пулин те, Каҫҫан пичче Яриле патне пырса хутланса ларчӗ, ал тымарӗсене тытса пӑхрӗ.

Касьян, зная, что заступника за вора не милуют, все же подошел к Яриле, взялся за руку.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗр Яриле старик кӑна ушкӑн варрине ҫӑмха пек хутланса выртнӑ та вӗттӗн чӗтресе выртать.

Неужто этот бедняга Яриле, что, свернувшись клубком и дрожа всем телом, сидит в центре толпы?

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл урапа пуҫне хутланса выртать те хуп татки пек хыткан аллипе куҫне шӑлать.

Он скорчился в передке телеги, словно высохший лубок, и, утер беспрестанно бегущие из глаз слезы:

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сивӗ ҫумӑр айӗнче шапарса ларнӑ автан пек шӗвӗрӗлсе, начарланса кайнӑскер, вӑл урапа пуҫне хутланса выртнӑ та йӑшӑл та тумасть.

Нахохлившись как петух, исхудавший, Яриле забился в передок телеги и не шевелился.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван тӗм айне хутланса ларса шухӑша каять.

Усевшись в тень березы, Ухтиван задумался.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ухтиван ҫапсан леш, кантур чӗппи, палтӑрах ҫӗре хутланса анчӗ.

— От удара Ухтивана он так и повалился на землю, конторская крысы!

Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫын хайне пӗҫ кӑкӗнчен тапнипе ҫӗре хутланса ларать, тӑнне ҫухатать.

Бедняга умолкает на полуслове, сбитый ударом в пах, теряет сознание.

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кайӑк ҫулӗ ҫине вилнӗ ҫын пек хутланса выртать те вӑл ҫӑмламасӗ шӑршӑпа ҫывхарасса кӗтме тытӑнать.

Ляжет на дорогу и притворится мертвым, по запаху стараясь уловить приближение косолапого.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Михапар темиҫе хут уткаласа ҫаврӑнать те алӑк патнелле пырса ҫӗре хутланса ларать.

Мигабар покружил, покружил и присел возле двери на пол.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Упӑтенни пек кӗске кӗлеткине пӗр ҫӗре чӑмӑртаса, вӑрӑм аллисемпе урайне тӗренсе Микки ҫӗре хутланса ларать.

Подобрав по-обезьяньи свое короткое тело в один комок, Микки, опираясь руками о пол, садится.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Те вӑй патӑр темелле ӗнтӗ… — текелесе Ухтиван та урайне хутланса ларчӗ.

— Бог в помощь, что ли? — смутившись, произнес Ухтиван и тоже склонился к полу.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лӑнк усӑнса тӑракан тӑртаннӑ питлӗ Якур ҫӗре, ҫӳпҫе ҫумне, хутланса ларнӑ.

Ягур с распухшим отечным лицом сидит прямо на полу, прислонившись к кадке и корчась от зубной боли.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лешӗ лӑштӑрах ҫӗрелле хутланса ларчӗ.

Тот — больше, конечно, из притворства — так и сжался под тяжестью его руки.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван хутланса ларма тӑчӗ те чӗркуҫҫийӗсем ыратнипе кутӑн кайса ларчӗ.

Ухтиван попытался присесть, но за что-то больно зацепился коленом и повалился на спину.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех