Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн яштака кӗлеткине нихӑҫан та ҫар мундирӗ пӑвса тӑрас мар пулсан, тата вӑл лаша ҫинче картинӑланса пырас вырӑнне хӑйӗн ҫамрӑк ӗмӗрне канцеляри хучӗсем ҫинче хутланса ларса ирттерес пулсан, чӑнтанах ӗнтӗ шел пулнӑ пулӗччӗ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑл лупашка тӗпӗнче хутланса выртрӗ те пӗтӗм ӳт-пӗвӗнче этемӗн вӑй-халне хавшатса яракан, пӗтерсе хуракан хӑрушла канлӗхе туйрӗ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тӑраничченех канса киленес тесе, Алексей ывӑннӑ тискер кайӑк пек, юр ҫине хутланса выртрӗ.И, чтобы насладиться отдыхом, Алексей лег на снегу, полусвернувшись, как это делает усталый зверь.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кӑлтӑрмач пек хутланса выртнӑ чӗрӗп вӑранмарӗ, вӑл йӗплӗ фасоль пӑрҫи евӗрлӗн курӑнать.Еж не просыпался, не развертывался и походил на смешной, ощетинившийся иглами огромный боб.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак сӗм вӑрманта пӗртен-пӗр ҫын, выҫӑ та халсӑрскер, вилес пек ывӑннӑскер, сӳнес пек чӑлкӑшакан кӑвар купи ҫине шухӑшлӑн пӑхса, кӑвайт патӗнче хутланса ларать; ун умӗнче, тӗттӗмре, тем тӗрлӗ хӗн-хурлӑхпа хӑрушлӑхсем витӗр тухмалли паллӑ мар ҫул тӑсӑлса выртать.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халӗ куҫ курми тӗттӗмре, лутӑркаса пӗтернӗ ваннӑ урисем тӳсми ыратнӑран, вӑл вутӑ шырама каймалӑх та вӑй тупаймарӗ, ҫамрӑк хырсем хушшинчи чӑтлӑха кӗрсе кайрӗ те пӗр йывӑҫ айне хутланса ларчӗ, аллисемпе ыталаса тытнӑ чӗркуҫҫисем хушшине пуҫне пытарчӗ, вара, хӑйӗн сывлӑшӗпе ӑшӑнса, лӑпкӑ та ырӑ канлӗхпе киленнӗ май тӗлӗрсе кайрӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ваня унӑн кӑркка мӑйӗ пек хӗрлӗ те хыткан мӑйне, сарӑрах ҫӳҫӗсене тата хутланса ларнӑ пысӑк хӑлхине ҫеҫ курнӑ.Ваня видел только худую шею, красную, как у индюка, желтоватые волосы и сплющенное мясистое ухо.
15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ним кулмасӑр каллех малалла каласа кайрӗ: — Тӑнӑ та эсӗ ҫапла — шухӑша путнӑ: «Мӗнле капла Колька хӑвӑртах хутланса ларчӗ?И продолжал опять серьезно: — Ты будешь стоять и думать: «Чего это Колька загнулся?
Пахчапа мунча хуҫи // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 52–58 стр.
Пӗшкӗнсе те хутланса ларса, Том тӑвӑр шӑтӑк витӗр кӗрсе кайрӗ.
33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑл курӑк ҫине хутланса кӗрсе выртрӗ те часах харлаттарма тапратрӗ.
26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
9. Давид та калать: «тавӑру ҫиттӗр вӗсене: хӑйсенӗн ӗҫми-ҫими вӗсемшӗн серепе, таната, мӑйкӑч пултӑр, 10. куҫӗ суккӑрланса курми пултӑр, пилӗкӗ ӗмӗрлӗхе хутланса лартӑр» тет.
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Сехӗрленсе ӳкрӗҫ, шӑнӑр туртнипе, ыратнипе хутланса ларчӗҫ; ҫуратакан арӑм пекех асапланаҫҫӗ, пӗр-пӗрин ҫине тӗлӗнсе пӑхаҫҫӗ, пичӗ-куҫӗ ҫунса тӑрать.
Ис 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫав кун кил-ҫурта хураллакансем чӗтрене ерӗҫ, вӑй-халлӑ арҫынсем хутланса анӗҫ; авӑртакансем авӑртма пӑрахӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем сахалланса юлӗҫ; кантӑкран пӑхакансем курми пулӗҫ; 4. урама тухса кӗмелли алӑксем питӗрӗне-питӗрӗне ларӗҫ; арман чулӗн сасси илтӗнми пулӗ, этем автан авӑтса янӑ чухнех вӑранма пуҫлӗ, юрӑҫӑ хӗрсем шӑпланӗҫ; 5. вӗсемшӗн ӗнтӗ сӑртсем те хӑрушӑ пулӗҫ, ҫулсем сехӗрлентерӗҫ; миндаль йывӑҫӗ ҫеҫкене ларӗ, шӑрчӑк хускалаймӗ, каперс тӑкӑнса пӗтӗ.
Еккл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.