Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хускатма (тĕпĕ: хускат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тутана вертикаль майлӑ та, горизонталь майлӑ та хускатма вӗрентрӗ Мидхат, Ваҫукӑн вара филологи енӗпе ӗҫ ытлашши ӑнсах каймастчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫинҫе вӑхӑтне кӗрсен ял шӑпланнӑ ⎼ пӗтӗленнӗ ҫӗре чавса хускатма, ҫуйхашса кансӗрлеме юраман.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Пӗр уйӑх ытла иртсессӗн куракан та, илтекен те пултӑм, анчах ал-урасене хускатма май ҫукчӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫав вӑхӑтрах, ура лаппине ҫирӗп ҫирӗплетни тӑркӑча чупнӑ чухне тӗп-тӗрӗс вырнаҫтарма, ура тӗпӗ хытӑ пулни пӗтӗм вӑй-халпа туллин усӑ курма май парать, ура тунине нимӗн те ирӗксӗрлеменни вара урасене хускатма ҫӑмӑллатать.

В то же время, жёсткость фиксации стопы позволяет более точно позиционировать конёк при беге, жёсткость подошвы способствует более полной передаче усилия, а свободный голеностоп облегчает движения ноги.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Мӗнле телей вӑл чӗрене хускатма пӗлекен хӗрпе калаҫма!

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мана, ҫак нменинче пурӑнса ӗмӗре ирттернӗ ҫынна, кунашкал сӑмахсем хускатма йывӑр…

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пур еннелле те кӑнтарса тӑсӑлнӑ тип тураттисем юмӑҫ кил-ҫурчӗн канлӗхне хускатма хӑякансене халь чиксе пӑрахма хатӗр пек курӑнаҫҫӗ, Платун хӑраса кайнипе чӗркуҫҫи айӗсем чӗтреме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан кинӗ ҫинчен сӑмах хускатма йывӑр пулин те каласа пама тивессе ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пупа ӗнтӗ хӑй мӗншӗн килни ҫинчен сӑмах хускатма йывӑр пулчӗ, анчах вӑл евӗклӗ сасӑпа каларӗ:

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шӳрелсенчен ытларах вӑл аслӑ ӑстрӑмри вулакансене хытах хускатма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Дубов «Дружбӑпа» чакаланнӑ хушӑра мастер тахҫанах хускатма шутланӑ калаҫӑвне пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

27 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эпӗ, акӑ, ҫӗр чавас умӗн, кирек мӗн калӑр та, кӗл тӑватӑп, ҫӗртен ӑна хускатма хӑйнӑшӑн каҫару ыйтатӑп.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Мустай кун пек чухне ҫынсен чун-чӗрине хускатма, хӑйне тыткалама пӗлет.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хам пирки сӑмах хускатма шухӑшламанччӗ эп, Петӗр хӑй хускатрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Йывӑр пулнӑ ӑна Бианка пирки сӑмах хускатма, ӑшне ҫӗнӗрен ҫунтарма тытӑннӑ хуйхипе ҫын умӗнче тӑма.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫын умӗнче урӑх вулам мар терӗ пулӗ те, анчах сӑмах хускатма кӑмӑл тумарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Ҫавӑн пек ыйтусене хускатма пухӑннӑччӗ те.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл ӑна икӗ аллипе шывра ҫӗклерӗ те, аллисемпе урисене Барон пек хускатма хушрӗ.

Двумя руками он приподнял ее в воде и сказал, чтобы она двигала руками и ногами, как Барон.

Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632

Тӗлпулӑва Асанкасси территори уйрӑмӗн начальникӗ Н.Н.Карпов уҫрӗ, пуҫтарӑннисене хӑйсене канӑҫсӑрлантаракан ыйтусене хускатма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа тӗл пулчӗҫ, округри ӗҫсемпе паллашрӗҫ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b0/

Пӗр сӑмахпа каласан, спорта кӑмӑл тӑвакансене валли кӗлетке-ҫурӑма хускатма анчах мар, ятарлӑ ӑмӑртусене ирттерме те меллӗ.

Куҫарса пулӑш

Регионта юлашки виҫӗ ҫул хушшинче футболла вылямалли уйсемпе стадионсене 14 уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/regi ... tbolla-vil

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех