Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хускатма (тĕпĕ: хускат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫырас туртӑма кулленех туптакан, ҫивӗч темӑсене хускатма хӑраман маттур шкул ачисемпе манӑн ӗҫтешсем те паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Школа-пресс 2023» конкурса пӗтӗмлетрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60548

Актер вылянӑ вӑхӑтрах куракансем ӑна пӑхса ларни, актерпа куракан пӗр-пӗринпе хутшӑнма пултарни икӗ енӗшӗн те эстетикӑлла шухӑш-кӑмӑла хускатма пысӑк майсем туса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Унӑнне те аллине хыҫала туртса ҫыхнӑ, хускатма та ҫук…

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чулман Атӑл урлӑ каҫсан патька-патша хӑй вӗсене тав турӗ те ушкӑнӑн-ушкӑнӑн маларах кайма, Хусан таврашӗнчи халӑха хускатма, Чӑваш ҫӗршывне частарах ҫитсе тӗпри чӑвашсене ура ҫине ҫӗклеме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ ӗнтӗ чӗлхине те хускатма пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

): вар тӗпӗпе ыйхӑри вӑрманӑн асамлӑ шӑплӑхне хускатма хӑймасӑр, вак шарлаклӑ, ӳркенчӗк шыв шӗлкесе, чӗл-чӗл юхса выртать иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл хаҫата ку таранччен илсе тӑманнисене те малашне илӗртессе, хӑйсен шухӑшне ҫырса пӗлтерменнисене те алла ручка тыттарасса, ҫивӗч ыйтусене хускатма хистессе чунпа туятӑп.

Куҫарса пулӑш

Сӑнӗ улшӑнчӗ, "чунӗ" пуянланчӗ // Ревокат МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Хӑйсене хӑйсемех мӗскӗне хума хӑнӑхнӑ ҫавнашкал хавшак чунлӑ этемсен халне-хавалне, мӑн кӑмӑллӑхне хускатма, ҫӗклеме пӗтӗм чӗререн тӑрӑшмалла!

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Ун ҫинчен сӑмах хускатма та кирлӗ мар!

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ман хӗр чухнехи ҫинчен сӑмах хускатма кай юлашкисем ҫук.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, Микула, ун ҫинчен сӑмах хускатма та кирлӗ марччӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уншӑн чӗрене хускатма та кирлӗ мар…

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗрӗссипе, ҫак ыйтупа эпӗ тахҫанах сӑмах хускатма шутланӑ санпа, анчах та хӑранӑ, — терӗ Иван.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Паҫӑр персе янӑ сӑмахсемшӗн ыранах каҫару ыйтатӑп терӗ вӑл хӑйне, анчах паян юрамасть ун ҫинчен сӑмах хускатма.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Элекҫи, ялти пур-ҫук кахалсене хускатма ӑста, чупкӑнсене чараймастӑн…

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ун ҫинчен тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесе Янтул калаҫу хускатма тӑрсан Микки ҫӑвар та уҫмарӗ.

Но когда Яндул попытался поподробнее узнать об этом и завел речь с Микки, тот словно набрал в рот воды.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫавӑнпа ӑна шӑхличӗ шӑхӑртса, шӑпӑр каласа хускатма кирлӗ мар, ан тив, вӑл хӑй ӗҫне тутӑр, ҫитӗнтӗр теҫҫӗ.

Вот почему ее нельзя тревожить ни свистом, ни громким смехом — пусть она творит свое доброе дело, то бишь созревает.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кирлӗ мар япаласемпе ачасен кӑмӑлне хускатма та ҫӑмӑл.

— Сбить с толку неокрепшие умы не составит никакого труда.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Пулӑш эс ӗҫне хускатма.

— Вот ты и помоги ему в этом.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унӑн пӗтӗм шӑм-шакӗ сурать, сулахай ури сыппи чикет, сулахай хулне хускатма ҫук.

В самом деле, в нем нет живой косточки, особенно болезненны левая щиколотка и плечо.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех