Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хускаткаласа (тĕпĕ: хускаткала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нина хулӑнрах тутине малтан тем хускаткаласа илчӗ те васкамасӑр вулама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кашни хӑйӗнчен кӑштах уйӑрса парсан та патшалӑха пысӑк пулӑшу пулӗччӗ, — ҫак сӑмахсене питӗ пӑлханса каларӗ Мария Тимофеевна, хӑшпӗр сӑмахне аран шыраса тупнӑ пек тутине хускаткаласа ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пичӗ ҫинче ҫаплах юр ирӗлет, — терӗ Маркел, ҫынна хускаткаласа.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шыраман кӗтес, хушӑк хӑвармарӗҫ, пӳлме тулли тырра та хускаткаласа пӑхрӗҫ, пир тӗркемӗсем ҫаплах тупӑнмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мана мӗн? — сарлака хул-ҫурӑмне хускаткаласа тӑчӗ Дубов.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫук, ку вӗсене «витереймест», вӗсем хулпуҫҫисене хускаткаласа илеҫҫӗ те сан ҫине пӗчӗк ача ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ.

если им сказать так, они только пожмут плечами и посмотрят на тебя, как на несмышленого младенца.

IV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Вӑл хул пуҫҫийӗсене хускаткаласа илет.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл каласа пӗтереймерӗ, хул пуҫҫийӗсене кӑрт-карт хускаткаласа илчӗ те вӑраххӑн кӑна аяккалла утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лена хул пуҫҫийӗсене ҫилӗпе хускаткаласа илесрен хӑйне хӑй вӑхӑтра чарма пултарчӗ те пушмакӗсен ҫӳллӗ те ҫинҫе тимӗр кӗлисемпе цемент плитисем сарса тухнӑ ансӑр ҫул тӑрӑх хыттӑн шаклаттарса зал еннелле кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Лена хул пуҫҫисене хускаткаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эсӗ пирӗн йышри, фермӑри пуҫлӑх, санӑн пурне те курмалла… — тутӑр хӗррине хускаткаласа илчӗ Тунькка.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Поросенков хӑйӗнчен тӑрӑхланине сисрӗ, анчах начальнике хирӗҫ нимӗн те каламарӗ, шӑрт пек уссийӗсене хӑвӑрт-хӑвӑрт хускаткаласа илчӗ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Хӑй вырӑнтан та хускалмарӗ, ҫав-ҫавах пӗрлӗхен пӗрчисене хускаткаласа, пуҫне чиксе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫумри пӑри тунисем, кушак сухалӗ пек вӑрӑм хӑлчӑкӗсене хускаткаласа, пуҫӗсене пӑркалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Бианка хӳрине хускаткаласа пирӗн умра ларать, пуҫне пӑркалать, хуҫи ҫине айӑплӑн пӑха-пӑха илет.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Халь-халь пӗр-пӗр кӗвӗ калама тытӑнас пек, хӗлӗхсене хускаткаласа ларчӗ вӑл, «ну, мӗн шӑрантарса парас?» тесе ыйтас пек, ман ҫине тӳлеккӗн кулкаласа пӑха-пӑха илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сергей Николаевич куҫӗсенче хаваслӑ хӗлхемсем ҫиҫсе кайрӗҫ — вӑл куҫхаршийӗсене шӳтлӗреххӗн хускаткаласа илчӗ, аллине сӑра курки тытрӗ…

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Нина пуҫне усса, сарӑ пушмак тӑхӑннӑ урисене хускаткаласа илчӗ, унтан каллех Георгий ҫине пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Манӑн юлашки сӑмахсене илтсен, Кӗркури, ултав шалтан хӗссех лартнипе, тимӗр пӑрҫа ҫинче ларнӑ пек, купарчине кансӗррӗн хускаткаласа илчӗ, суя кулӑпа «варӑннӑ» питне-куҫне аялалла тартрӗ, анчах хӑй ҫӑварне шыв сыпнипех юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ку ачамкки лармарӗ, «тавтапуҫ» терӗ те, урисене хускаткаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех