Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хаҫатсенче ун ҫинчен пӗлтернӗ-тӗр, йӑлӑна-йӑлӑна ыйтнӑран Ассоль, ахӑртнех, Жиль сӑн ӳкерчӗкне парса янӑ та — ӑна параппан ҫапакан статьясен ӗренкисенче ҫапса кӑларнӑ, вара чӑрсӑр Зурбагансем вӑл, харсӑр-ҫапкаланчӑк сӑнлӑскер, шӑпах герой иккенне тавҫӑрнӑ — халӗ ҫак шухӑша ҫирӗплетессе кӗтеҫҫӗ; тӗрӗсне калар: сапӑррӑн, хисеплӗн кӗтеҫҫӗ, анчах мӑчлаттармасӑр пӑхакан ҫакӑн чухлӗ куҫа курсан эрехӗн виҫҫӗмӗш сыпкӑмӗ Жиль пырне ларчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Шурӑ пурҫӑн кӗпеллӗ хитре хӗрарӑм пукан ҫинчен Громова хирӗҫ ҫӗкленчӗ те — арҫын хисеплӗн тӑснӑ алла ҫирӗппӗн пӑчӑртарӗ; Громов тӗрлӗ еннелле куларах пӑхса ҫаврӑнчӗ.
Йӗрекен ҫын // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 285–290 с.
— Пӗлетӗп-и? — ыйтӑва ыйтупа хисеплӗн хуравларӗ ҫӗтӗк-ҫатӑк субъект.
Ҫапкаланчӑкпа тӗрме пуҫлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 132–135 с.
— Саиб Шах-Дуран, — терӗ Редотт хисеплӗн, — чӗлӗмӗре пирӗн вутран чӗртсемӗр.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.
Хута сарсан Хин тӑчӗ те чӗтресе тата хисеплӗн вуларӗ: ку — унӑн хушамачӗпе ятне ҫырнӑ чек; аллӑ пинлӗх.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.
Спринг кӑштах шуррӑн курӑнса ҫӗкленнӗ япалана курчӗ те ӑна хисеплӗн пӑхса тӗсерӗ, анчах вак-тӗвеке пӗтӗмпех тишкерсе тӑмарӗ.
Гленац няньки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 387–391 с.
Сӑрт, — тет Тарт капитан, — ял ҫывӑхӗнчех; ӑна тӑпрапа питӗ тӗплӗ витнӗ, ҫеремпе ҫавӑрнӑ, ҫирӗп хӗрес лартнӑ; ҫакӑ — ӑраскалӗ пӳрнӗ хурлӑхлӑ тивӗҫне Скоррей хисеплӗн пурнӑҫланине лайӑх ҫирӗплетсе кӑтартни.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Дюк ӑна малтан хисеплӗн пӑхса куҫӗпе юратуллӑн ачашлать, унтан вара, техӗмлӗхшӗн тенӗ пек, хырӑмне аллипе шӑлса эхлетет те черккене васкамасӑр сыпкӑмласа ӗҫет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
— Пӗтӗм тӗркеме-и? — хисеплӗн, иккӗленерех ыйтрӗ сутуҫӑ.
V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Грэй тӗтӗмлӗ ҫутӑ ярӑмне кӗнӗ-кӗменех Меннерс хисеплӗн пуҫ тайса хӳтлӗхӗнчен тухрӗ.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ачасем ҫывӑхарах пырса пӑхрӗҫ, кашниех Васька пуҫӗ ҫинчи ҫӗвӗксене хисеплӗн тыты-тыта пӑхрӗҫ.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Лондона кайсан, вӑл чаплӑ писатель пулса тӑнӑ, ун сассине чи паллӑ писательсемпе министрсем хисеплӗн итленӗ.
2 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Анчах та Эмиль хисеплӗн пуҫ тайрӗ те ҫапла ыйтрӗ:
Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
1709 ҫулти майӑн 6-мӗшӗнче эпӗ его величествӑпа тата хамӑн туссемпе хисеплӗн сывпуллашрӑм.6 мая 1709 года я торжественно расстался с его величеством и со всеми моими друзьями.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Акӑ мӗншӗн, Эмиль хисеплӗн тухтӑра пуҫ тайнӑ чух яшка савӑчӗпе сӗтел кӗтессине пырса ҫапӑнчӗ.
Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Эмиль хӑй тухтӑра курмасть, сассине илтсе ун еннелле ҫаврӑнчӗ, амӑшӗ вӗрентнӗ пек хисеплӗн пуҫне тайрӗ.
Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ман пата пынисене хисеплӗн саламласан, эпӗ пар лаша кӳлнӗ кӳмене лаши-мӗнӗпех илеттӗм те (ултӑ лаша кӳлнӗ пулсан, форейтор яланах тӑватӑ лашине тӑварса илетчӗ) сӗтел ҫине лартаттӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ромаҫ ман ҫине витрепе шыв сапрӗ, мужиксем пирӗн йӗри-тавра пухӑнса тӑрса, хисеплӗн мӑкӑртатрӗҫ:Ромась поливал меня водою из ведра, а мужики, окружив нас, почтительно бормотали:
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вара Бехтеров, хӑйне сухалӗнчен турткаласа, чирлӗ ҫынпа хисеплӗн калаҫнӑ вӑхӑтра эпӗ ывҫӑ тупанӗпе хамӑн пите шӑлкаласа тӑтӑм, — ӑна вӗри тусанпа пӗҫертнӗ пек туйӑнчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Лена вара, хырӑмӗ тутӑ пулнӑ пек тата вӑл ҫитӗнсе ҫитнӗ хӗрача пулнӑ пек, генерала хисеплӗн пуҫ тайса ҫапла каланӑ:Лена, как будто сытая и как будто почти взрослая, вежливо поклонилась «генералу».
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.