Шырав
Шырав ĕçĕ:
Алли вара хӗрелсе, тӑртанса, хулпуҫҫи патнеллех шыҫса хӑпарнӑ — пӑхма та хӑрушӑ.Красные пятна шли теперь по всей руке к плечу — глядеть было страшно.
Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ҫавӑнпа ярминккене, аслӑ праҫнике хатӗрленнӗ пек, хатӗрленнӗ, ярминкке умӗн вара пурте сасартӑках улшӑннӑ: кулленхн ӗҫӗсене пӑрахнӑ, хӑмапа ҫапса лартнӑ пуш хваттир кантӑкӗсене уҫнӑ, чи лайӑх ҫи-пуҫне хатӗрлесе тӑнӑ, нумайӑшӗн маларахах сӑмси хӗрелсе, куҫӗ-пусӗ тӑртанса ҫӳренӗ, — ҫӗр ҫывӑраймасӑр тӑрӑшнипе, — тенӗ хӑйсем ҫавӑн пеккисем..
II // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Галкина тенӗ хӗрарӑм ҫамрӑк чухне оперӑра хористка пулнӑ, юрӑсене вӑл аванах хаклама пӗлнӗ, ҫакна пула час-часах унӑн сӗмсӗр куҫӗсенчен ӗҫкӗпе тата нумай ҫинипе тӑртанса кӑвакарнӑ питҫӑмартийӗсем ҫине вӗтӗ куҫҫулӗсем юхса анатчӗҫ, вӗсене вӑл питҫӑмарти тӑрӑх самӑр пӳрнисемпе сӑтӑрса антаратчӗ те, кайран пӳрнисене вараланчӑк тутӑрпа шӑлса типӗтетчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Бурмистр Перовра ӗҫнӗ пулмалла: унӑн пит-куҫӗ чылаях тӑртанса кайнӑ, ҫитменнине тата унран эрех шӑрши те лайӑхах перет.
Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.
Тепӗр хӗрарӑмӗн, пӗр ҫирӗм пилӗк ҫултискерӗн, хӗрелсе кайнӑ куҫӗсем шывланса тӑраҫҫӗ, макӑрнипе пӗтӗм пичӗ-куҫӗ тӑртанса кайнӑ; пирӗн тӗле ҫитсен вӑл, макӑрма чарӑнчӗ те, пит-куҫне ҫанӑпа хупларӗ…
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Старик Тараса хулпуҫҫинчен тӗксе илнӗ, унтан сасартӑк чакса тӑнӑ, — калӑн, вӑл сасартӑк — иртерех савӑнмастӑп-и, ҫак ҫурма кӑвак этем ҫине ҫавӑн пек пӑхмалла-и? — тенӗ евӗр шикленсе ӳкнӗ, тейӗн, вӑл вара ывӑлӗн пысӑк, йӗри-тавра сарӑххӑн тӑртанса тӑракан куҫӗсем ҫине тӗпчевлӗн, шанчӑксӑррӑн пӑхса илнӗ.
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах унӑн ывӑлӗ йӗмен ӗнтӗ: ашшӗн тӑртанса кайнӑ ҫӗр сӑнлӑ пичӗ ӑна сехӗрлетсе янӑ, ҫак сехӗрлетӳ унӑн чунне, ҫылӑхлӑ ҫыншӑн йӗрекен чиркӗвӗн салхуллӑ музыкӗпе шӑварӑннӑскерне, кӑштах урӑлтарнӑ.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фома, ашшӗн хулпуҫҫийӗ урлӑ пӑхса илнӗ те, малти кӗтесре кӑпӑшка сарӑ ҫӳҫлӗ пӗчӗк хӗрарӑм сӗтел ҫине тайӑнса ларнине курах кайнӑ: унӑн шурӑ сӑнлӑ пичӗ ҫинче тӗксӗм куҫӗсем, ҫӳхе куҫхаршисем, тӑртанса тӑракан хӗрлӗ тутисем уҫҫӑн уйрӑлса тӑнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Смолин пичӗ — ҫаврашка та сартутлӑскер, ӳт ҫӑвӗпе тӑртанса тӑракан кӑвак куҫлӑскер, — Фома кӑмӑлне кайман.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Асӑннӑ вӑхӑтра вӑл хӗрӗх виҫҫӗре пулнӑ; сарлака хул-ҫурӑмлӑ та ҫӳллӗскер, вӑл, протодиакон евӗр, хулӑн баспа калаҫнӑ; унӑн пысӑк куҫӗсем тӗксӗм куҫхаршисем айӗн хӑюллӑн, ӑслӑн пӑхнӑ; унӑн йӗпкӗн хура сухалпа витӗннӗ, пиҫӗхнӗ сӑн-питӗнче, тата мӗнпур вӑйпиттиллӗ ӳт-пӗвӗнче вырӑсла сывлӑх, тӳрккес илем тӑртанса тӑнӑ; тикӗс те васкавсӑр уттинче — вӑл хӑйӗн вӑйне лайӑх ӑнкарса тӑни палӑрнӑ.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл ҫара уранах ларать, Лидия Макаровна унӑн тӑм тивнӗ пӳрнисене вазелинпа сӗрсе янӑ; пӳрнисем хӗп-хӗрлӗ, тӑртанса кайнӑ, пӑхма та хӑрушӑ.
Вунӑ кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Пур ҫӗрте те ҫурхи шыв юхать, хурӑн кӑчкисем тӑртанса хӗрелчӗҫ: кӗҫ-вӗҫ ҫурӑлса, кашни пӗрер ҫемҫе, ҫутӑ, ырӑ шӑршӑ кӗрекен, лакпа сӑрланӑ пек симӗс ҫулҫӑ кӑларасси анчах юлнӑ.
I // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.
Вӑл аманнӑ урине хыпашласа пӑхрӗ: пакӑлчак сыппи чӗркуҫҫи пысӑкӑшех тӑртанса кайнӑ.И он осмотрел ее: она распухла, стала почти такой же толстой, как колено.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Гусев ҫакӑн пӗлтерӗшне тӳрех ӑнланса илчӗ: кактуссен чӑтлӑхӗнче ҫар карапӗн — ӗнерхи хӑвалуҫӑн — решеткеллӗ виҫӗ мачти тӑртанса тӑрать.
Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Сӑмси ҫӗкленнӗ, мӑйӑхӗ тӑртанса чалӑшнӑ.
Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫак вырӑнта, пур ҫӗрте те, капмар ҫунатсен, арканнӑ кӑшкарсен, тӑртанса тӑракан аяксен юлашкийӗсем курӑнаҫҫӗ.Повсюду, в этих местах, виднелись остатки огромных крыльев, разбитых остовов, торчащих рёбер.
Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Кӑшт инҫетерех, чакӑл ту хысакӗ хыҫӗнчен, тепӗр карапӑн арканнӑ ҫунатти тӑртанса тӑрать.Далее, из-за гребня скалы поднималось сломанное крыло второго корабля.
Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Унта та кунта, ҫурма хупланнӑ шыв ҫулӗсем пулнӑ ҫӗрте, хӑйӑртан бароксен тутӑхнӑ аякӗсем тӑртанса выртаҫҫӗ.Кое-где, в полузасыпанных руслах, из песка торчали ржавые рёбра барок.
Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Тарӑн путса кӗнӗ, чирлӗ ҫынӑнни пек хӗрелнӗ куҫайӗсем кӑвакарса, тӑртанса тӑраҫҫӗ.Под глубоко ввалившимися, лихорадочно воспаленными глазами нависли свинцовые мешки.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑл тӗреклӗ кӗлеткеллӗ, хура ҫӳҫлӗ ҫын, кӑштах тӑртанса тӑракан ҫап-ҫутӑ пичӗ акӑш-макӑш ӑслӑ, йӳрӗк тата никама пӑхӑнми сӑнлӑ.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.