Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑратчӗ (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сарӑ хулӑн ҫивӗтлӗ, кӑвак куҫлӑ, кӗрнеклӗ хӗр хӗвел анмассерен Атӑл хӗрринче, пристань умӗнчи пусма тӗлӗнче, Мухарова кӗтсе тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Будкӑра ӗнерхи «Ҫиҫӗм» стена хаҫачӗ ҫакӑнса тӑратчӗ, унта пысӑк саспаллисемпе: Борис Баймашкин пилот малта пырать, вӑл паян аллӑ пилӗк хут сывлӑша вӗҫсе хӑпарчӗ», — тесе ҫырнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӗрсем складран автомашинӑсем ҫине им-ҫам тиетчӗҫ, Нагасова будка умӗнче аллинчи сехечӗ ҫине пӑхса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл коридорта Акчуровпа калаҫса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Уйӑх та хӗр хӑлхине ҫакнӑ алка пек ҫакӑнса тӑратчӗ, эс те темӗнле хитререх, ырӑрах туйӑнаттӑн, пӗр-пӗр юмахри хитре хӗре шыраса тупнӑ маттур каччӑ пек курӑнаттӑн.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ҫапла, тӳлек шурӑ каҫ тӑратчӗ Ленинградра…

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Каласа пӗтернӗ ҫӗре ман умра Роза тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Вӑл ман ура сассине илтсенех хӑранӑ сурӑхла варт! сиксе тӑратчӗ, унталла-кунталла пӑхкалатчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Хӑтана килекен евчӗ сӑмахӗсене юптарса та тавраран ҫавӑрса пырасса кӗтсе тӑратчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑратчӗ те… халь ҫук-ҫке… —

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сан лашу урапа ҫумӗнчех кӑкарӑнса тӑратчӗ мар-и? — аса илсе тӗлӗнчӗ Макҫӑм.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку ҫурт-йӗр ял ҫинче яланах, хура пӗлӗт пек курӑнса, ҫынсен сехрисене хӑпартса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл халӗ ҫеҫ пусӑ хуралҫине укҫа тӳлемелле пулассинчен хӑраса тӑратчӗ, лаша унта та ҫук иккен.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан пырса кӗнӗ ҫӗре вӑл, тырӑ акма кайма хатӗрленнӗскер, Уҫка килессе кӗтсе тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗр пӑхассиех пулас ҫукчӗ пуль, ҫынсем суйланине курни те теме тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Таврара никам та ҫукчӗ-ха, каҫӑ патӗнче ҫеҫ пӗр ҫын шалҫа тытса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл кӗнӗ вӑхӑтра Сююнбике ал тутри вӗҫӗпе куҫӗсене шӑлкаласа тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хула хурт уйӑрнӑ вӗлле пек сӗрлесе кӑна тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эй, халь ҫакӑн пек касӑлса ҫитнӗ вӑхӑтра пӗр кӑвакал та теме тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑнах та вӑл хашкаса чупса ҫитнӗ тӗле мӑрсасем урхамахӗсене утланнӑччӗ ӗнтӗ, Аттеней чӗлпӗртен пӗр аллипе хӑй лашине, тепӗр аллипе ун лашине тытса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех