Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑратчӗ (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Костыльсем ҫине тӗревленсе тӑратчӗ те ташланӑ чухнехи пек аллисене ҫӗклекелеме пӑхатчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫтаппанӑн усал кӑмӑлӗнчен тӗлӗнсе тӑратчӗ пуль ҫав, ҫын тени ҫавӑн пекех киревсӗр пулма та пултарать-и вӑл, тетчӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Упӑшки нарастаран ятлаҫса каятчӗ те вара, ку, ман кин, ун ҫине чӑрр пӑхса тӑратчӗ, вут хыпнӑ пек хӗрелсе каятчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Зина вара пурпӗрех ман пата тӑтӑш ҫырса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Пӗлтӗрхи сентябрь пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк ҫӗрле ҫеҫ мар, кӑнтӑрла та илемлӗ тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Пӗлтӗрхи сентябрь пуҫламӑшӗнче каҫхи ҫанталӑк илемлӗ тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ҫырусемсӗр пуҫне, вӑл тӑтӑшах укҫа ярса тӑратчӗ, ҫавӑнпа эпӗ вӑл янӑ укҫапа тата стипендипе йӗркеллех пурӑнаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Вӗсен юратӑвӗ ҫав тери илемлӗ ҫиҫсе тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ҫанталӑк илемлӗ тӑратчӗ те, Георгий тӑршшӗпех палуба ҫинче пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Чӗрере яланах пӗр кӗвӗ янӑраса тӑратчӗ — «Пӗчӗк акӑшсен ташши», умра яланах пӗр ҫын сӑнарӗччӗ — манран аякра-аякра пурӑнакан хӗр сӑнарӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Вӑл ман ҫумрах аллине пианино ҫине хурса тӑратчӗ, эпӗ мӗнле каланине сӑнатчӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Каҫӗ ӑшӑ тӑратчӗ, сывлӑшра ҫӑмӑл юр пӗрчисем вӗҫкелеҫҫӗ, юпасем ҫинчи электричество ламписем патӗнче вӗсем шурӑ лӗпӗшсем евӗр курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ку мана вӑй парса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫийӗнчен тата ун пек произведенисем вулакансен кӑмӑлне тивӗҫтерейместчӗҫ, мӗншӗн тесен унта машина шавӗ кӑна илтӗнсе тӑратчӗ, рабочин кулленхи пурнӑҫӗ, интересӗсем, кӑмӑл туйӑмӗ вара ытлах курӑнмастчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

— Эп куркана шыв тултарнӑ чух ман хыҫра пӗр арҫын тӑратчӗ, ҫав хӑтланчӗ пулинех?

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вити вӑл кивӗскерччӗ, маччи унӑн тӗкӗсем лартнипе кӑна тытӑнса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

….Тепӗр хут ҫырмана аннӑ арҫын ури ҫинче аран-аран тӑратчӗ, ҫав хушӑра ун ҫине хӗрарӑм уртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Изамбаев, халь кӑна ҫырмана аннӑскер, хӑй те аранаран сулланса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӗсен хушшинче леш хӑй вӑрланӑ ачан амӑшӗ те тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Старик хӑйӗн тимӗрҫ лаҫҫипе юнашар ларакан хуҫӑк туратлӑ юман кутӗнче шухӑша кайнӑ пек пулса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех