Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Эх, юрласа яратчӗҫ ҫак юрра юнташӑмсем-тусӑмсем, пӗтӗм тавралӑх янӑраса кӑна тӑратчӗ.
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл та ҫапла туй хыҫҫӑнхи чӑп-чӑп каҫӗ иртсен ун умӗнче ҫакӑн евӗрех пуҫа усса тӑратчӗ, эрленсе-хурланса хӑйне пӗччен хӑварнӑшӑн ӑна ӳпкелешсе калаҫатчӗ:
Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Хӗрӗх пӗрремӗш ҫулхи хура кӗркунне пирӗн полк Ухта хули таврашӗнче, сӗм вӑрман варринче, тӑратчӗ.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Хӑйӑрне, эпӗ астӑвасса, Василий Иванович Шарапкин турттарса тӑратчӗ.
Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/
Каярах та, эпир аслӑ классенче вӗреннӗ чухне те, шкулпа сывпуллашса харпӑр хӑй професси суйласа пӗлӳ илнӗ вӑхӑтра та, пирӗн ӗҫ-хӗлпе пӗрремӗш вӗрентекен интересленсех тӑратчӗ.
Паян та пирӗншӗн вӗрентекен // В. Никитин. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... vrenteken/
Ытти ачасенчен хӑюлӑхӗпе, хастарлӑхӗпе, тавҫӑрулӑхӗпе палӑрса тӑратчӗ.
«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/
— Пӑспа пӗҫерсе ӗнтнӗ сысна пӗҫҫи ҫакӑнса тӑратчӗ колхоз кӗлетӗнче, — тӗпчет пӗри.
Актсӑрах // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 31–33 с.
Юрри мӗне тӑратчӗ.
Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.
Малтан тӑратчӗ, тепре пӑхрӑм та — ларать.
Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Ак ҫак пусӑ пури ҫинче питӗ илемлӗ, ҫунатлӑ пукане пекскер тӑратчӗ, ӑна та манашкӑсем ҫӗрле пырса ҫӗмӗрнӗ, — терӗ леш ача, эпир килсе чарӑннӑ ҫурт умӗнчи пусӑ еннелле кӑтартса.
Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Санра пулас астроном тӑкӑнса тӑратчӗ мар-и ҫав.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗр те класра юлташӗсемпе айкашкаласа, елпӗрсе тӑратчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Паянхи пекех астӑвать-ха, вӑл кун ҫанталӑкӗ сивӗ тӑратчӗ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Униҫ инке тӑруках чӗлхесӗр пулса ларчӗ, вӑл, ывӑлӗ ҫак ҫитес эрнесенче таврӑнмалла пулнине пӗлсех тӑратчӗ пулин те, ӑна курнипе ҫухалсах кайрӗ.
III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Надежда Константиновна ахаль ҫынсене хисеплетчӗ, рабочисемпе, ӗҫҫыннисемпе час-часах тӗл пулса калаҫатчӗ, вӗсен пурнӑҫне, шухӑш-ӗмӗтне, хуйхи-суйхине пӗлсе тӑратчӗ.
Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.
Мӑшӑрӑм ҫул ҫинче кама та пулин тӗл пулса сӑмах хускатсан Джек кӑштах айккине пӑрӑнса тӑратчӗ, вӗсем калаҫса пӗтерессе кӗтетчӗ.
Выльӑхӑн та чунӗ пур // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44271-vyl-k ... a-chun-pur
Ҫакӑнта ӑна тахҫан Нина Сарилова кӗтсе тӑратчӗ…
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Лавр пысӑк тӗкӗр умӗнче галстук ҫыхса тӑратчӗ — хывӑнмалли пӳлӗмрен ҫӗлен чашкӑрнӑ пек сасӑ илтӗнсе кайрӗ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Лавр ҫӑкӑр магазинӗ умӗнче черетре тӑратчӗ.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ну, пӗр сӑмахпа каласан, казармӑра кӑвак ҫутӑран пуҫласа сӗм ҫӗрлеччен ман хушаматӑм кӑна илтӗнсе тӑратчӗ:
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.