Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑраканскер (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Левен, ют ялти ют хапха умӗнче тапӑртатса тӑраканскер, сасартӑк ҫӳҫенсе каять, вара кӗрӗк ҫухине тӑратать те аллине вӗрсе ӑшӑтанҫи тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ваҫук, алӑк ҫывӑхӗнче тӑраканскер, директор пӳлӗмӗн алӑкӗ патне такам пырса тӑнӑ пек те илтрӗ паҫӑр.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Гельголанд бургомистрӗ Йорг Сингер (ним. Joerg Singer), ҫӗр кӳрсе килсе икӗ утрава ҫыхӑнтарас проекта хастар пулӑшса тӑраканскер, референдум пӗтӗмлетӗвӗсем утрава малалла аталантарас тӗлӗшпе йӗркеленӗ плансене тем тесен те улӑштарманни пирки пӗлтернӗ.

Бургомистр Гельголанда Йорг Сингер (нем. Joerg Singer), активно поддерживавший проект искусственной насыпи, заявил, что, итоги референдума ни в коем случае не перечёркивают планов по дальнейшему развитию острова.

Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4

— Ҫук, — терӗм эпӗ, ун ҫывӑхӗнчех тӑраканскер.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӑл, Тина вожатӑй ҫумӗнче тӑраканскер, асламӑшӗ патне ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хура Ҫимун та, халӗ Хумкка вырӑнӗнче хурал тӑраканскер, вӑхӑта сая ямарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Паҫӑр ҫеҫ ачасемпе калаҫса тӑраканскер, сасартӑк кӑшкӑрса пӑрахрӗ:

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Гитлер пире ҫӗнме пултараймасть, мӗншӗн тесен совет халӑхӗ, вут-ҫулӑм витӗр коммунизм ҫутине курса тӑраканскер, каллех тӗттӗм шӑтӑка чӑмма, чура пулма килӗшес ҫук, — терӗ Ваҫук.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ашшӗнни пек карланкӑ мӑкӑлӗ, ӗне нӑрри пек мӑкӑрӑлса тӑраканскер, мӑкӑльт-мӑкӑльт хусканкаласа тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ӑҫтан килетӗр капла? — ял хыпарӗсене ытти чух-ие никамран малтан пӗлсе тӑраканскер, хальхинче хӑй ҫывӑрса юлнинчен хӑй тӗлӗнчӗ Хумкка.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм, Ҫтаппан тухса каясса кӗтсе тӑраканскер, юлашкинчен хыттӑн каласа тӑкрӗ:

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Цирк хуҫи, кӗрешекенсем ҫӗнессе шанса тӑраканскер, тӑруках хӑраса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Наташа, ҫакӑнта мӗн пулса иртнине хӑраса та тӗлӗнсе сӑнаса тӑраканскер, вӑрӑммӑн сывласа илчӗ те калаҫма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ку кӗтмен ыйту Рамана аптратса ӳкермерӗ, хӑйсем мӗнле ӗҫленине, малашне мӗн-мӗн тума пултарнине пӗлсе, шанса тӑраканскер, сывлӑш ҫавӑрса ячӗ те пуҫлӑхсене лӑплантарнӑн, васкамасӑр каларӗ:

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Антон Николаевич, рабочисем мӗн ыйтса шавланине тимлӗн итлесе тӑраканскер, Тарина тепӗр хут пӳрнипе юнарӗ те пурте илтмелле хыттӑн ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унта ӑна Колчак ҫарӗсене аркатнӑ чухне пӗрле ҫапӑҫнӑ юлташӗ, милици начальникӗнче тӑраканскер, чӗннӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Чӑнах тӗлӗнтермӗш! — тенӗччӗ вӑл ун чухне, ҫамрӑкскер, сывлӑшран тӑраканскер, юратупа чечеке ларнӑскер.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Малюҫ — ял тата парти влаҫӗ — пӗр алӑра икӗ должность тытса тӑраканскер, мухмӑра пула чи япӑх кӑмӑлпа ял ӗҫтӑвкомне васкатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл, ҫак ҫамрӑк ҫын, ӑна темшӗн чавсаран тытса тӑраканскер, таҫта шӑнкӑравланӑ, такампа ҫыхӑннӑ…

Куҫарса пулӑш

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Илемлӗ те чуна ыраттарса тӑраканскер.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех