Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑраканскер (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пазухин, ҫакна йӑлтах тишкӗрӳллӗ куҫпа сӑнаса тӑраканскер, тек тӳсеймерӗ, чиркӳрен тухрӗ те кӗсйинчи мӗн пур вак пӑхӑрне ыйткалакансене валеҫсе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Каюров, хӑйӗн юлташӗ портретсене мӗнле хакласса сӑмах чӗнмесӗр кӗтсе тӑраканскер, ҫенӗкре такам калаҫнине илтрӗ те, алӑка яри уҫса пӑрахса, коридора сиксе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ывӑлӗ те, ытти чухне ашшӗпе пӗрлех тӑраканскер, паян ҫывӑрать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Татьяна, пӳрт кӗтессине тайӑнса упӑшкине кӗтсе тӑраканскер, Ҫтаппана курса, хурлӑхлӑн макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мамич-Бердей, каялла туртса ҫыхнӑ алӑсемпе пуҫне пӗксе ҫӗрелле пӑхса тӑраканскер, хӑйне кам та пулин кӗрӗкӗпе ҫӗлӗкне илсе тӑхӑнтарасса кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата тепре ҫӑл мана йывӑр вӑхӑтра, — ӳкӗтлерӗ кӑмака ӑстине турхан, унпа халь вӑрҫса та харкашса ӗҫ тума ҫуккине пӗлсе тӑраканскер.

Куҫарса пулӑш

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Алтансем пек ан сикӗр-ха, — терӗ Аттеней ашшӗ, ваттисен ушкӑнӗнче ҫава вырӑнне кукӑр патак тытса тӑраканскер.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ну, мӗнле, ҫапӑҫса куртӑр-и, Аттеней? — ыйтрӗ мӑрса ывӑлӗн аманнӑ аллине шур пусмапа ҫыхса тӑраканскер.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кирек мӗнле ӗҫре те яваплӑхпа уйрӑлса тӑраканскер, тортсене те профессионалсенчен кая мар пӗҫерме тӑрӑшать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫтешӗсене пылак парнепе саламланӑ // Лилия ЗАБИРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11515-ct ... e-salamlan

— Чурара пурӑннӑ, ҫавӑнпа имшер, — терӗ Северьян, ӑҫтан пӗлет-ха турхан эпир вырӑссене лартса килни ҫинчен тесе тӗлӗнсе шутласа тӑраканскер.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Алексей Адашев, боярсен хыҫӗнче сӗтел хушшине лартман хӑна пек шӑлне ҫыртса тӑраканскер, хӑй тӗллӗн кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл, Иливан хулпуҫҫийӗнчен уртӑнса тӑраканскер, вӗҫӗмсӗр макӑрчӗ, макӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чам-пас — ирҫесен турри — телей пачӗ ӑна: ял халӑхӗпе укӑлча хапхи патӗнче тӑраканскер, вӑл патша тимӗр кӑвак ут ҫинче ҫар тумӗпе чыслӑн ларса пынине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Иливан, сана мӑрса шырать, — илтрӗ вӑл, вырма тытӑнас тесе ҫурлине ҫавӑркаласа пӑхса тӑраканскер.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Чуху парса тӑраканскер мар-и вӑл, темле сутанчӑк мар-и? — терӗ хан утлӑ ҫарӗн пуҫлӑхӗ вӑл айӑпсӑр ҫын тенине ӗненесшӗн пулмасӑр.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Теней мучи, халиччен малта тӑраканскер, часрах ҫынсен хушшинелле хӗсӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗрсем тӗрмешнине пӑхса тӑраканскер чӑтаймарӗ, вӑй ҫитнӗ таран пулӑшма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Анчах хӑшӗ вӑл, киремечӗ, мӗнле япала вӑл, пуринне те сехре хӑпартса тӑраканскер, пӗлмест Янтул.

Но кто такой киреметь, что нагоняет на всех страх, Яндул никак не возьмет в толк.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Вырнаҫкаларӑмӑр, — терӗ Янтул, йӗп ҫинчи пек тӑраканскер.

— Да уж устроились… — пробурчал Яндул, не поднимая глаз.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Карта кӗтессинче сӗнксе тӑраканскер, Янтула курсанах ун патне хуллен утса пычӗ те пуҫӗпе хулӗнчен сӗртӗнчӗ.

Завидев Яндула, она покинула свое постоянное место в углу двора, подошла тихо и потерлась головой о плечо.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех