Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑкнӑ (тĕпĕ: тӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сӗве таврашӗнче тутарсем чӑнах та вырӑссен пилӗк ҫӗр ҫынлӑ отрядне пӗтерсе тӑкнӑ, — ӑнлантарчӗ сотник.

Куҫарса пулӑш

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хабар Симский Тукай мӑрсан утлӑ ҫарне аркатса тӑкнӑ! — терӗ ӑна ҫыран хӗрринче кӗтсе илнӗ вырӑс сотникӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Хусанта Сахиб-Гирей вӑрҫа хатӗрленет. Вырӑс ҫыннисене унта пурне те тыта-тыта хупаҫҫӗ. Темиҫе купсанне лавккисене аркатса тӑкнӑ».

Куҫарса пулӑш

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нумай полксене аркатса тӑкнӑ, вӗсене йӗркене кӗртме питех те йывӑр.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӑлхар ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, ҫар пуҫлӑхӗсене вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

1236 ҫ. Пӑлхар шӑпи камра? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫулҫӑсем хушшинче кайӑк йӑшӑлтатсан тӗттӗмре, тискер кайӑк вӑйсӑртарах чӗрчуна ҫурса тӑкнӑ сасӑ-и, ҫакӑ ушкӑнӗ ҫӗрлехи вӑрман пурнӑҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Колчака ҫӗмӗрсе тӑкнӑ хыҫҫӑн пире Епхӗве куҫарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Эс, мӗн, ман пьесӑна критиклесе тӑкнӑ хыҫҫӑн Ухатер чунӗ ҫав териех йӑвашланчӗ тетӗн-им? — хӑлаҫланать Тал-Мӑрса.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вырӑссен ҫар ушкӑнне йӑлтах пӗтернӗ, Карпов ҫуртне аркатса тӑкнӑ.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пирӗн хуралҫӑсене пурне те вӗлерсе тӑкнӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нумай хӗр ача куҫҫуль тӑкнӑ теҫҫӗ вӑл элккен каччӑшӑн».

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай ҫамрӑксене пӗр-икӗ хутчен шӑпӑр каласа хӑратса пӑхрӗ, анчах амӑшӗ вӑрҫса тӑкнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн чун уҫҫине мачча ҫине печӗ те тек ӑна пӗрре те алла илмерӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсене пурне те сухаласа тӑкнӑ, анасем туса пайланӑ.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тискер кайӑк хуйхине манса кайтӑр тесе хуҫа читлӗхе тепӗр йытӑ кӗртсе янӑ, анчах арӑслан ӑна ҫавӑнтах ҫурса тӑкнӑ.

Хозяин думал, что лев забудет свое горе, если ему дать другую собачку, и пустил к нему в клетку живую собачку; но лев тотчас разорвал ее на куски.

Арӑсланпа йытӑ // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 34–35 с.

Колчака, Деникина, Юленича тата ыттисене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ пулсан, — Врангель, Плисудски таврашне ҫапса аркатмӗ-и хӗрлӗ Ҫар!

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Белебей патӗнче Каппель корпусне аркатса тӑкнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ман хырӑмлӑ купсасем те ку садра пайтах алхаснӑ, чикан майрисен арки ӑшне путнӑ, чикан ташшисемпе иртӗхсе виҫесӗр нумай укҫа тӑкнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ахальтен мар ҫынсем темиҫе хутчен те унӑн мӑйӑр типӗтмелли авӑнӗсене, тырӑ кӗлечӗсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫапах та, икӗ енчен пыра-пыра, большевиксем майлӑ пулнӑ салтаксемпе хӗрлӗ гвардеецсем юнкерсене тул ҫутӑлнӑ ҫӗре ҫӗмӗрсе тӑкнӑ: хӑшӗ парӑннӑ, хӑшӗ тарса пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Каргопольски казармӑсенчи салтаксем хӑйсен офицерӗсене чылайӑшне пӗтерсе тӑкнӑ, нумайӑшӗ юнкерсем патне куҫса килнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех