Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑкнӑ (тĕпĕ: тӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ кунта, сӑрт хӗрринче, такам «савать-и, савмасть-и» текен чечек ҫеҫкене татса тӑкнӑ: ахӑртнех, «юмӑҫ янӑ» пулас: татса пӗтернӗ сар чашки ҫине, ав, пӗр мӑшӑр шур ҫеҫке юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хытса ҫитмен ҫамрӑк шӑмшак ирсерен такам хӗнесе тӑкнӑ пек суратчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫумӑр ҫапса ӳкернӗ, ҫил лӑскаса тӑкнӑ тырӑ ҫӗр ҫумне айсарӑм улӑм пек выртсан, комбайнерсен помощникӗсем ӑна, ураран ӳкнӗ тырра, сенӗкпе хӑпартса пынӑ, комбайнсем вара хӗвел пек хуллен шуса, хушӑран каялла та чакса, метр хыҫҫӑн метр вырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

— Ҫумӑр витререн тӑкнӑ пекех чашлаттарма пуҫларӗ, урам урлӑ каҫичченех йӗп-йӗпе турӗ, — хӗр ҫӳхе тутӑрне салтса силлерӗ те кӗрекери хӑнасене алӑ парса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Минтерсене ҫурса, тӗкне силлесе тӑкнӑ, стена ҫумӗнчи картинӑсене урайне пенӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Упӑшку кунӗн-ҫӗрӗн уйра тар тӑкнӑ вӑхӑтра ҫӗр выртса туйра сикрӗн иккен-ха?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Е чӗресрен тӑкнӑ пек чашлаттарать вӑл, е чарӑнсан та юрамасть-ши тенӗн, пӑт-пат ӳккелесе тӑрать, е тата кунӗн-ҫӗрӗн упа сурчӑкӗ пек йӑс-йӑс пӗрӗхет.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хуҫалӑхра пухӑнакан ҫӳп-ҫапа турттарассипе, строительство хыҫҫӑн пуҫтарӑннӑ тата выльӑх каяшӗсене тӑкнӑ саккунсӑр свалкӑсене тупса палӑртассипе, шыва кӗмелли тапхӑрта ҫынсем шыва кӗрекен юхан шывсемпе кӳлӗсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерессипе, общество территорийӗсене комплекслӑ тирпейлессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем кун йӗркинче пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тавралӑха варалар мар // Е.КРЫЛОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%82%d0%b ... 0%d1%80-2/

Хирӗҫ шухӑшлисене вӑл тиркесе тӑкнӑ.

Он раскритиковал протесты.

Кемаль Кылычдароглу // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%BB%D1%83

Машинсене лартса усрама мар, вӑрмантан йывӑҫ турат-тӗречӗсем кӳрсе тӑкнӑ пек сапаланса выртакан машинсене пухса майлаштарма пӗлекен этем ҫукки те самаях пӑҫлать Етӗрнесене.

Куҫарса пулӑш

Машинсен выставки // Н. Маяк. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 9 с.

Унӑн сӑввисене Сехмет Сантӑркки пурне те тиркесе тӑкнӑ: «Начар кусем, Йӑкӑнат, вӗсем к… шӑлма кӑна».

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑйӑрӗ таса, ӑна кунта нумай пырса тӑкнӑ, ун ҫинче хумсем ӳкернӗ пекех туйӑнать.

Песок был чистым, его было много, а на нем как будто были нарисованы волны.

Пуш хир // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/562

Хулигансем хӗнесе тӑкнӑ ҫын вӗсенчен хӑш-пӗрисен «сӑмахлӑ портретне» ӳкерсе парсанах, Демахин преступниксене тытма тӗп-тӗрӗс адреспа кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Автобус чарӑнакан тӗлте пӗр ҫын ҫумне ним ҫукранах ҫулӑхса кӳрентерме тытӑннӑ, ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ, ун хутне кӗме тӑнӑ тепӗр ҫынна хӗнесе тӑкнӑ, унтан, ним пулман пекех, килӗсене саланнӑ…

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Ҫак хӗнесе тӑкнӑ ҫын каланӑ тӑрӑх, вӗсенчен пӗри — эпӗ «шефа илнӗ» хулигансенчен пӗри пулнӑ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вӑл, пучаха пульӑпа танлаштарма пултарнӑскер, халӑх уйра тар тӑкнӑ чух ӑҫтан сулхӑнра ларӗ?

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӳрт лартнӑ чух Севет инке упӑшкипе пӗр танах тар тӑкнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ҫапла, этемлӗх малалла кайтӑр тесе лашасем сахал мар тар тӑкнӑ, — терӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑрҫӑра пӗрле юн тӑкнӑ аслӑ юлташ сӑмахне епле манӑн?

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Чӑваш хӗрӗ Укаслу та хӗвелшӗн кӗрешсех хӑйӗн таса юнне тӑкнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех