Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑкнӑ (тĕпĕ: тӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Браунауран пуҫласа Кремса ҫитиччен пӗтӗм ҫул тӑршшӗпе Кутузов, Наполеонран кулса мӑшкӑлланӑ пекех, е тӑшманӑн хыҫра пыракан ҫар чаҫӗсемпе ҫапӑҫма чарӑнса тӑрса, е тӑшман ҫарӗнчен каялла чакса, Дунай шывӗн сулахай ҫыранӗ хӗррине ҫитнӗ, кунта вӑл французсен императорӗ куҫӗ умӗнчех Мортье корпусне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, ҫапла туса Кутузов Наполеона пӗтӗм тӗнче умӗнче ухмаха тӑратса хӑварнӑ.

На всем пути от Браунау до Кремса Кутузов точно дразнил его, то останавливаясь для арьергардного боя, то уходя, и наконец перед всем миром оставил его в дураках, уйдя на левый берег Дуная и разгромив на глазах у французского императора корпус Мортье.

V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Вӗсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, ҫӑлӑнса юлнисем пирӗн патӑмӑра тарса килеҫҫӗ.

Они разбиты, немногие бегут к нам.

IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Гатчинецсем ҫакна тума пултарайман, ют ҫӗршыв генералӗсене те французсем ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.

Гатчинцы не способны, иностранные генералы уже биты французами.

IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Ҫак ҫулччен Наполеон феодаллӑ государствӑсен коалицине икӗ хутчен ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, кун хыҫҫӑн вара феодаллӑ Российӑна кӑна мар, Австрие те, чи малтан Англие хӑрушлӑх пулса тӑнӑ.

К этому времени Наполеон успел дважды разгромить коалиции феодальных государств, и на этот раз опасность нависла не только над феодальной Россией, но и над Австрией и в первую очередь над Англией.

IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Хӑйне лайӑх тыткалама тата калаҫма пултарнипе вӑл туроксен придворнӑйӗсемпе ҫар начальникӗсене те тӗлӗнтернӗ, лешсем ӗнтӗ вӗсен умӗнче ҫапӑҫусенче хӑйсене вӑйлӑ ҫӗмӗрсе тӑкнӑ хӑрушӑ Кутузов тӑнине те ӗненмен.

очаровывал своим обхождением турецких придворных и военачальников, не верящих, что перед ними тот самый страшный Кутузов, который так жестоко громил их в битвах.

II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Вара туроксен Измаил гарнизонне пӗтӗмӗшпе тенӗ пекех пӗтерсе тӑкнӑ, вилӗмрен хӑтӑлкаласа юлнисене тыткӑна илнӗ.

Гарнизон Измаила был почти полностью истреблен, немногие уцелевшие взяты в плен.

II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Ҫавӑнпа та Суворов хӑйӗн ҫапӑҫӑвӗсене яланах вутпа, уйрӑмӑнах артиллери тата егорь-салтаксем пенипе пуҫланӑ, унтан колоннӑпа тӑрса тухнӑ вырӑс салтакӗсем кӗтмен ҫӗртен штыкпа вӑйлӑн пырса ҫапнине тӑшмана аркатса тӑкнӑ.

И Суворов начинал свои сражения огнем, особенно артиллерии и егерей, а завершал все тем же массированным штыковым ударом построенных в колонны русских солдат.

II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Хӑйӗн ротипе вӑл Овруч юханшывӗ хӗрринчи окопсене штурмланӑ, Варшава хулин стенисем патӗнче ҫапӑҫнӑ, Вильно воеводин Радзивиллӑн отрядне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, Польша территоринче пулса иртнӗ ытти нумай пӗчӗк ҫапӑҫусене те хутшӑннӑ.

Со своей ротой он штурмовал окопы на берегу реки Овруч, дрался под стенами Варшавы, разбил отряд виленского воеводы Радзивилла и участвовал во множестве других стычек на территории Польши.

II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Ҫапла пулсан та вырӑс ҫарӗ ҫичӗ ҫул хушши пынӑ вӑрҫӑра (1756 — 1762-мӗш ҫулсенче) Европӑри чи вӑйлӑ ҫара, II Фридрихӑн пруссаксен ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.

И все же русская армия в Семилетней войне (1756 — 1762 годы) победила сильнейшую в Европе прусскую армию Фридриха II.

I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Тепӗр ялта «М-V» танк умлӑн-хыҫлӑн ултӑ пулемета таптаса тӑкнӑ.

В другой деревне танк «М-V» раздавил один за другим шесть пулеметов.

«Германи ҫарӗн хура кунӗ» // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Малта пӗр километрта танкӑн хӑрушӑ тӑшманӗ — тупӑ курӑнса кайсан, снайперсем хӑйсен винтовкисемпе тӗл персе тупӑ патӗнчи салтаксене пӗтерсе тӑкнӑ.

Как только впереди хотя бы за километр показывалось орудие — опасный противник танка, — снайперы вскидывали винтовку и меткими выстрелами снимали орудийную прислугу.

«Германи ҫарӗн хура кунӗ» // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

«Верден арманӗ» пӗр миллион ҫынна ытла пӗтерсе тӑкнӑ.

Верденская «мельница» перемолола около миллиона человек.

Сомма шывӗ хӗрринчи ҫапӑҫу // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Ҫапӑҫура икӗ енӗ те пӗр-пӗрин ҫине темӗн чухлӗ артиллери снарячӗ, темӗн чухлӗ пуля тӑкнӑ.

В сражениях одна сторона стала засыпать другую ливнями артиллерийских снарядов и потоками пуль.

Окопсем, пралук, пулеметсем // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Говард стаканри ирӗлчӗке тӑкнӑ та, стакан тӗпне юлнӑ япаланӑн темиҫе пӗрчине типме тесе хут ҫине хунӑ.

Говард вылил из стакана жидкость, а несколько крупинок осадка разложил на бумаге для просушки.

Гремучи ртуть // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Вӗсем тапӑнса килнӗ нимӗҫсене хирӗҫ паттӑр ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене вӑйлӑн аркатса тӑкнӑ.

Дрались они с захватчиками яростно и жестоко побили немецких рыцарей.

Вырӑс ҫар ҫыннисен хӗҫпӑшалӗ // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Вӗсем ютран тапӑнса кӗнӗ шведсене питӗ вӑйлӑ аркатса тӑкнӑ.

Они наголову разбили захватчиков-шведов.

Вырӑс ҫар ҫыннисен хӗҫпӑшалӗ // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Ҫак ахаль йышши хӗҫпӑшалпа вырӑс ҫар ҫыннисем питех те лайӑх ҫапӑҫнӑ, ӑслӑ та паттӑр ҫар начальникӗсем ертсе пынӑ чухне вӗсем пур енчен те лайӑх хӗҫпӑшалланнӑ тӑшмана та ҫӗмӗре-ҫӗмӗре тӑкнӑ.

Этим несложным оружием русские воины владели хорошо и под командой умных и храбрых военачальников не раз одерживали победы над прекрасно вооруженным противником.

Вырӑс ҫар ҫыннисен хӗҫпӑшалӗ // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Тепӗр виҫ сехетрен французсене йӑлтах ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, ҫапла вара Азенкур патӗнчи ҫапӑҫу англичансен французсене ҫӗнтернипе пӗтнӗ.

Через три часа сражение при Азенкуре окончилось полным поражением французов.

Азенкур патӗнчи ҫапӑҫу // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Вӑл византиецсене пӗр пӗччен ҫирӗм ҫынна яхӑн пӗтерсе тӑкнӑ, анчах ӑна пӗр ҫӗртен те нимле сиен те тӑвайман.

Он один сразил более двух десятков византийцев, а сам не получил даже и царапины.

Щит // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Вӑл каласа панӑ тӑрӑх, Саламин хули патӗнче ҫапӑҫнӑ чухне грексем перссен пӗр отрядне чулсемпе ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.

Он рассказывал, как в сражении возле города Саламина греки забросали камнями один отряд персов.

Чӑмӑр тата чул // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех