Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑкма (тĕпĕ: тӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Яков Ефимовичӑн арӑмне салука хупса хунӑ-мӗн, пурлӑхне туртса илнӗ те, ну хайхи, урсах кайрӗ ҫак: совет влаҫӗшӗн ӗҫлекенсене пурне те йӑлт тураса тӑкма хушрӗ.

У Якова Ефимыча жену взяли заложницей, имущество забрали, ну, он и остервенился, приказал рубить всех, кто Советской власти служит.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӗрарӑма хӗнесе тӑкма ӑс кирлӗ мар, эсӗ, ав, ҫавӑнтарах, сӑрт тӑрринче, ху мӗнле маттуррине кӑтартса пӑх, лупас хыҫне кайнӑ чух эпир пурсӑмӑр та паттӑр…

Бабу побить нехитро, ты свою удаль вон там, на бугре, покажи, а по забазьям все мы храбрые…

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анчах округӑн пысӑк территорийӗ тӑрӑх сапаланнӑ вӑрӑ-хурахсене пӗтерсе тӑкма хӑтланни ӑнӑҫсӑр пулса тухнӑ, — мӗншӗн тесен, чи малтанах, вырӑнти халӑх хӑй бандитсен хутне кӗнӗ, вӗсене апат-ҫимӗҫ парса пулӑшнӑ, хӗрлӗармеецсен чаҫӗсем ӑҫтарах тӑни ҫинчен хыпарласа тӑнӑ, кунпа пӗрлех вӗсене йӗрлесе тытасран та пытарнӑ; унтан тата батальон командирӗ Капарин, патша ҫарӗн штабс-капитанӗ пулнӑ эсер, Тури Дон тӑрӑхӗнче каллех ак хальтерех пуҫ ҫӗкленӗ контрреволюцилле вӑйсене пӗтерсе тӑкма пачах та тӑрӑшман, вӗсене тӗп тӑвассине пур майпа та чӑрмантарса пынӑ.

Но все попытки уничтожить банды, рассеянные по обширной территории округа, оказались безуспешными — во-первых, потому, что местное население относилось к бандитам сочувственно, снабжало их продовольствием и сведениями о передвижении красноармейских частей, а также укрывало от преследования, и, во-вторых, потому, что командир батальона Капарин, бывший штабс-капитан царской армии и эсер, не хотел уничтожения недавно народившихся на Верхнем Дону контрреволюционных сил и всячески препятствовал этому.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ют ҫынна вара ҫапла кӑшкӑрса тӑкма кирлӗ мар…

А кричать так по чужому человеку не надо…

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Шуйттан илесшӗ, хӑй ӗмӗр тӑршшӗпе асапланса ҫавӑрнӑ кил-ҫурт пирки вӑл ниме те тӑман, пӑсса тӑкма ҫеҫ кирлӗ пулнӑ тесе калаймасть-ҫке-ха ӗнтӗ?

Черт возьми, не мог же он сказать, что все нажитое им ничего не стоило и было годно только на слом?

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унтан хӗвел анӑҫалла шӑвакан ҫумӑр пӗлӗчӗн куҫа шартармалла шурӑ чӗнтӗрӗ хыҫӗнчен чалӑшшӑн шуса тухрӗ те ҫӗр ҫине каллех вара йӑлтӑртатса юхакан ылтӑн пайӑркисене ирӗклӗн тӑкма пуҫларӗ.

А потом солнце наискось пронизывало ослепительно белую кайму уплывавшей на запад тучки и, освободившись, снова низвергало на землю золотые, сияющие потоки света.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тепӗр вунӑ минутран акӑлчансен чуллӑ сӑрт хыҫӗнчи айлӑмра вырнаҫнӑ батарейи вут-хӗм тӑкма тапратрӗ.

Минут через десять английская батарея, расположившаяся за каменистой грядой, в лощине, повела огонь.

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Асламӑшӗ харкашнӑ-мӗн чух аслашшӗне тем те каласа ятлаҫнине вӑл темиҫе те илтнӗ; ҫавӑнпа та аслашшӗ, пурне те хӗнесе тӑкма хатӗрленсе, пӗтӗм пӳрте янӑраттарса кӑшкӑрнӑшӑн ача майӗпе ытла та тарӑхнӑскер, вӑл, сӑмса шӑтӑкӗсене чӗтретсе, кӗтмен ҫӗртенех хыттӑн каласа хучӗ:

Он не раз слышал, как бабка в ссоре обзывала деда всяческими бранными словами, и, по-детски глубоко взволнованный тем, что дед собирался бить всех и орал на весь курень, дрожа ноздрями, вдруг звонко сказал:

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пултараймарӑн-и ҫул ҫинче тирпейлесе тӑкма?

Не мог по дороге на распыл пустить?

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Енчен те тепре тапса сикетӗр — Еринскинче тӑракан утлӑ ҫара пурсӑра та сире, сутӑнчӑксем тесе, хӗҫпе тураса тӑкма хушатӑп! —

Ежели ишо раз побежите — прикажу коннице, какая стоит в Еринском, рубить вас, как изменников! —

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Эпӗ куҫҫуль тӑкма юратакан ҫын мар пулин те, тӳсеймесӗр чутах уласа йӗрсе яраттӑм!

— Уж на что я на слезу скупой, а тут прямо чуть не заревел от переживания!..

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ҫынна мӗн кирлине курма та, илтме те пӗлмен чӗресӗр работник эпир ҫынсене нумай-нумай ҫулсем хушши вӗрентсе пынине нимӗн те мар аркатса тӑкма пултарать!..

— Черствый, глухой к человеческим нуждам и запросам работник может походя разрушить то, что мы воспитываем в людях годами!..

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Вӑл пуринпе те тӳрккес, юнаса ҫӳрет, ҫынсемпе ҫителӗклӗ тимлӗ мар, вӗсене мӗн кирлине шута илмест, ӑна кирек кама та кӳрентерме, пынӑ ҫӗртех хӑртса тӑкма нимӗн те мар.

— Он всем грубит, угрожает, недостаточно внимателен к людям, не считается с их насущными нуждами, ему ничего не стоит обидеть любого, оскорбить походя.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫавӑн пек чухне Коробин чӑрсӑррӑн вӑрҫса тӑкма хатӗр пулнӑ, хӑйне аран-аран алла илнӗ.

Коробин в этих случаях еле сдерживался, чтобы не наговорить дерзостей.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эсӗ мана таптаса тӑкма пултаратӑн, анчах та, Аникей, ку сана пулӑшмӗ.

— Меня ты можешь затоптать, но тебе, Аникей, это не поможет.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эсӗ ан итле, ху та ман пуҫ ҫине тӗрлӗ ҫӳп-ҫап тӑкма чарӑн! — хуравларӗ Корней, ним тулккисӗр, чарӑнма пӗлмесӗр хирӗҫекен кӗрӳшне майлӑ шӑлма чарӑнас тесе.

— А ты не слушай, но и сам перестань всякий мусор мне на голову сыпать! — решив больше не потакать бестолковой и неуемной дерзости зятя, отвечал Корней.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Сӗмсӗр сутӑнчӑксен пуҫӗсене лапчӑтса тӑкма вӑй пуҫтарса ҫитернӗ.

Сосредоточены достаточные силы, чтобы обрушить их на головы изменников и предателей.

LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗр майпа ҫеҫ юн сахалтарах тӑкма пулать: хӑвӑрт, вирлӗн, хӑватлӑн пырса ҫапмалла.

Уменьшить кровопролитие можно только одним путем: нанося быстрый, суровый сокрушающий удар.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мӗнпур салтаксенне хӗҫпӑшалӗсене туртса илнӗ, вӗсенчен пӗр ҫирӗм ҫынна, хирӗҫ тӑма хӑтлансан, Богатырев леш тӗнчене ӑсатнӑ; тураса тӑкма приказ панӑ.

Все солдатишки разоружены, человек двадцать из них, которые было забухтели, Богатырев свел со света: приказал порубить.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пичӗсем хӗремесленсе кайнӑ, хӑйсем тем туса тӑкма хатӗр пек хаяр сӑнлӑ.

Лица их были разгорячены, исполнены злой решимости.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех