Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ хӗрарӑмсем ҫинчен ытла та нумай шухӑшлама пуҫларӑм, пурне кайнӑ ҫӗре манӑн та тепӗр праҫникре каяс мар-ши? — тесе шухӑшлама тытӑннӑччӗ ӗнтӗ.
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ казаксен казармисене чупма тытӑннӑччӗ, — вӗсем Печерски слобода патӗнче ларатчӗҫ.Я стал бегать в казармы казаков, — они стояли около Печёрской слободы.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗррехинче ҫуркунне Павӑл юлташӗсемпе пӗрле курӑк йӑвисенчен ҫӑмарта пуҫтарма тытӑннӑччӗ.Однажды весною он вместе с товарищами таскал яйца из вороньих гнезд.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тавлашу харкашӑва куҫма тытӑннӑччӗ ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра Дмитрий тӑруках шарлами пулчӗ те ман патӑмран урӑх пӳлӗме тухса кайрӗ.Спор уже переходил в ссору, когда вдруг Дмитрий замолчал и ушел от меня в другую комнату.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав вӑхӑтра тухтӑр ӑна куҫ хӗсме тытӑннӑччӗ; анчах горничнӑй ун ҫине ҫилӗллӗн те ҫирӗппӗн пӑхса илсен, вӑл ҫав самантрах пуҫне чикрӗ, сехечӗн уҫҫийӗпе аппаланма пикенчӗ.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Репин тума май ҫук ӗҫе — 5, 7 тата 13 сантиметр тӑршшӗ енсемлӗ виҫ кӗтеслӗх ӳкерсе пама тытӑннӑччӗ.как Репин взялся за невозможное — построить треугольник со сторонами 5,7 и 13 сантиметров.
50 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Йӑлтах сывалса ҫитнӗ Таичи ҫине тӑрсах «госпитальрен» мӗнле хӑтӑласси ҫинчен шухӑшлама тытӑннӑччӗ ӗнтӗ, ҫапла шухӑшланӑ хушӑра ун патне пӗр кӗтмен ҫӗртен Одзуки пырса кӗчӗ.
Хура хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Нина вӑрман ҫулӗпе, хир-хир урлӑ танккаса ял пуҫне ҫитнӗ ҫӗре укӑлчари халӑх саланма та тытӑннӑччӗ ӗнтӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хӗллехи кермене ҫӗмӗрттерсе кӗрсе кайни, шурӑ чехсене аркатни, чӑваш тӑрӑхӗвче алхаснӑ Калюков бандин юлашкийӗсене тытма пулӑшни, колхоз тунӑ ҫӗре ҫанна тавӑрса хутшӑнни, кӗҫӗн ывӑлӗсем пуҫ хунӑ хыҫҫӑн иртнӗ вӑрҫа хӑй ирӗкӗпе кайма тӑрса ӑна унта яманни («Шӗшлӗн» сулахай ури уксахлать) тата ытти, тата ытти пирки те шухӑш ҫӑмхине ҫӑмхалама тытӑннӑччӗ те — ҫывӑхрах, ҫӳл енчен, кулӑс сассине янках чун кӗни — ун чӗрине шартах ҫуй сапрӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хӗрача командир патне утма тытӑннӑччӗ, анчах, темӗн ҫинчен аса илсе, каялла ҫаврӑнчӗ.Девочка направилась было к командиру, но, о чем-то вспомнив, вернулась обратно.
XVII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Йӑкӑнат урапа ҫине ларчӗ те лашине хӑвалама тытӑннӑччӗ.
XV // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Пӑхманни те аван: Поликейӑн пичӗ шуралса кайнӑ, янаххи чӗтренӗ, куҫӗсем ырӑ, кӑмӑллӑ, имшер, айӑплӑ ҫынсен пек телейсӗр, ӳкӗнӳллӗ, макӑрас пек сӑнлӑ пулнӑ; Вӑл ҫӳҫне туранӑ хыҫҫӑн тухма тытӑннӑччӗ, арӑмӗ ӑна чарса пиҫиххине юсаса илчӗ те ҫӗлӗк тӑхӑнтартрӗ.
III // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Ун чухне ҫуркунне хӑйӗн чӑрсӑр разведчикӗсене — кӑнтӑр енчи ту тайлӑмӗсенчи кӗрлесе, ахӑрса юхакан пӗчӗк шывсене — малалла яма кӑна тытӑннӑччӗ, халь вара вӑл, полксене хирӗҫ хӑйӗн илемлӗ вӑйӗсене кӑларса тӑратса, анлӑн сарӑлса кайрӗ, полксем ҫав вӑйсемпе икӗ тӑванла ҫар пӗрлешнӗ пек пӗрлешрӗҫ.
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Шура, вӑранса кайса, брезента хӑй ҫинчен сирсе пӑрахнӑ чух ҫутӑлма тытӑннӑччӗ ӗнтӗ.
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӗсене хӑваласа ҫитес тесе вӑл чупма та тытӑннӑччӗ, анчах Ваҫка ун ҫине хулпуҫҫи урлӑ пӑхрӗ те, Лида ҫаврӑнса тепӗр еннелле сиккелесе кайрӗ.
Ваҫкӑпа унӑн пиччӗшӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Пӗр хут ҫаврӑнса илетӗп, аяларах анатӑп, тинкеререх пӑхатӑп, тепӗр хут ҫаврӑнма кӑна тытӑннӑччӗ, вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл ман самолёта хула айккинелле илсе кайрӗ.
Кӑнтӑрла вӗҫмелли машинӑпа ҫӗрле вӗҫни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Артур пӳлӗмрен тухма тытӑннӑччӗ ӗнтӗ, алӑк умне ҫитсен сасартӑк чарӑнса тӑчӗ: жандармсем умӗнче амӑшӗн кӗлӗ тумалли пӳлӗмне кӗрсе асӑнма ӑна йывӑр пулнӑ.
V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Артур унта ректора мӗн кирлисене пурне те ӑнлантарса пачӗ, каяс тесе шлепкине илме ҫеҫ тытӑннӑччӗ, ректор ӑна ӑшшӑн кулса чарчӗ те: — Ҫук, ҫук! Эпӗ сире часах ямастӑп. Паян шӑматкун — вӗренессине тунтикунччен хӑварма та юрать. Юлӑр, пӗрле каҫхи апат ҫийӗпӗр — халӗ пурпӗрех вӑхӑт ӗнтӗ. Эпӗ халӗ пӗчченех пурӑнатӑп, ҫавӑнпа та мана сирӗнпе калаҫса ларма питех те лайӑх пулӗ, — терӗ.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Эпӗ пирӗн инкексем ҫинчен калама тытӑннӑччӗ, Петр Романович мана пӳлчӗ.Я начал было рассказывать о наших провалах, Павел Романович перебил меня.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Вӗсем ӑшӑнма та ӗлкӗрейменччӗ, Рогов талӑк хушшинче виҫӗ баржӑпа мӗн-мӗн тиесе яни ҫинчен пӗлтерме тытӑннӑччӗ кӑна, пӳрте пӗр ҫын ҫитсе кӗчӗ те тӳрех тумтирне туртса хывма тытӑнчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.