Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытӑннӑччӗ (тĕпĕ: тытӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗкӗрҫӗсем мар, мӑрсасем те кӑшт ӳпкелешсе те юнтарса калаҫма тытӑннӑччӗ вырӑс ҫар пуҫӗсем пирки.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑнах ӗнтӗ, кӗрӳшӗ ку ҫурта маларахах тума тытӑннӑччӗ, анчах Тукай мӑрса хӑй тӑрӑшман пулсан кунашкал хӑвӑрт пӗтерейместчӗҫ-ха ӑна тата ун пекех хитре те тӑваймастчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чирлесе пӗтрӗҫ пурте, ҫамрӑксем те ман хӑраххӑм ӳсӗрме тытӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Правитель пулнӑ Иван Васильевич Шуйский вун ҫичӗ хула воеводипе Владимира пынӑччӗ ун чух, княҫсемпе мӑрсасем патне ҫырусем ҫырма тытӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑшӑнасси пулмарӗ унӑн, ҫапах куҫа хупса тӗлӗрме тытӑннӑччӗ ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра арпалӑх умне темле ӑнӑҫсӑр йытӑ килсе тӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сарайне, ав, пӗр виҫӗ ҫул каяллах витме тытӑннӑччӗ, анчах темшӗн паянхи куна та пӗтереймен.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Кампур хӑлхисене чӑнк тӑратрӗ, шурӑ шӑлне кӑтартса харлатма тытӑннӑччӗ, Ваҫук ӑна вара «Не сметь!» тесе чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Малалла утма тытӑннӑччӗ, Янтул чарӑнчӗ.

И пошел дальше, но Яндул остановил его.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Каҫҫан пичче хӗрне шыраса Шурчана килсен пуп ҫемйи чӑннипех хӑрама тытӑннӑччӗ.

Но когда в поисках дочери пришел в село сам Касьян, в доме попа сильно обеспокоились.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑйпак этем йывӑҫ вулли тӑрӑх ҫӳлелле тапаҫланма тытӑннӑччӗ, Ивук ӑна ҫӗре туртса антарчӗ те юман тӑрне хӑй хӑпарса ларчӗ.

Сухопарый с перепугу попробовал вскарабкаться по стволу вверх, но Ивук стащил его и шустро полез на дуб сам.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӑмӑллӑ ҫын… — теме тытӑннӑччӗ йӗкӗт, чӑваш сиксе тӑчӗ те картишӗнчен тухах кайрӗ.

Любезный человек… — и хотел продолжить свое назидание, но чуваш вскочил как ошпаренный и был таков.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Карчӑке савӑннипе ыталаса илме ҫех тытӑннӑччӗ, Мулкач Теруше хырӑмпе чап ҫавӑрса тытрӗ те карта хыҫнелле вирхӗнчӗ».

Старуха кинулась было его обнимать, а он схватился за живот обеими руками и бегом за угол.

Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗнтӗ йӑлтах иртсе кайнӑччӗ, ҫынсем те пӗрне-пӗри пӳлсех шавласа калаҫма тытӑннӑччӗ, — сасартӑк тепӗр пӑтӑрмах сиксе тухрӗ.

Всем отчего-то сразу стало смешно, понемногу люди успокоились, пришли в себя, но вскоре навязалась новая беда.

Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вырӑнне кайса ларас тесе утма тытӑннӑччӗ, каялла варт ҫаврӑнчӗ те шыв каткине ҫенӗк урайне ӳпӗнтерчӗ.

Возвратился было на место, но вдруг резко повернулся и коленом свалил кадку с водой на пол.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл ялти тӗрлӗ ӗҫсем ҫинчен хӗрсе кайсах калаҫма тытӑннӑччӗ ӗнтӗ, Ятман хӑйне итлет пулӗ тесе ун ҫине ӑшшӑн пӑха-пӑха илкелетчӗ, ҫав вӑхӑтра ӑна ҫын пур чух ытлашши калаҫнӑшӑн юратман Левентей тепре пӳлсе хучӗ:

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Северьян шанчӑка та ҫухатнӑччӗ ӗнтӗ, ҫамрӑк ӗмӗре Хусантах, урари таканпах ирттермелле пулать тесе кулянма тытӑннӑччӗ, ҫав вӑхӑтра ун патне мӑрса ывӑлӗ Туканаш чупса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эп пӗр хуралҫине ҫавӑрма тытӑннӑччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Икӗ ҫул чӑвашла ҫӑвар уҫманнипе эпӗ тӑван чӗлхешӗн тунсӑхлама тытӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Пӗр хушӑ эпӗ хула хӗрринчи стройкӑра ӗҫлесе пӑхрӑм (хайхи «Сахалиннефть» трестӑн пулас предприятийӗ ҫакӑнта ҫӗкленме тытӑннӑччӗ).

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Атте те ҫапла вилнӗччӗ, ҫурта ҫуттарнӑччӗ те пиллеме тытӑннӑччӗ… — каласа пӗтереймерӗ Санюк, макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех