Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытӑнас (тĕпĕ: тытӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа та вӑл ӑна хӑйӗн планӗсене каласа парасшӑн, Пуль генералӑн вара халех ҫак плансене пурнӑҫа кӗртме тытӑнас пулать.

Поэтому он и хочет посвятить его в свои планы, осуществлением которых должен немедленно заняться генерал Пуль.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл механизмсем ҫине пӑхрӗ те, электромоторсене вырнаҫтарса лартса, триерсемпе молотилкӑсем электричество вӑйӗпе ӗҫлеме тытӑнас самант пуласси ҫинчен шутларӗ.

Он смотрел на механизмы и представлял себе тот долгожданный час, когда электромоторы будут установлены, когда триеры и молотилки заработают на электроэнергии.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Известь чулӗ пирӗн ҫырма леш енче пур, пирӗн ҫак эрнерех ҫав чула уя кӑларма тытӑнас пулать.

Известковые туфы имеются у нас за оврагом, и нам необходимо на этой же неделе начать вывозку туфа на поля.

6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Именисене, мӗн пур пурлӑха пӑрахса хӑварас, Варшава ыйткалакан пек пырса кӗрес, вара унта Польша королевствине «ҫирӗплетме» тытӑнас?

Оставить наши имения, все имущество, приехать нищими в Варшаву и «укреплять» там Польское королевство?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Анчах та ҫак ӑпӑр-тапӑра тасатма тытӑнас ӗҫе администраци чарса лартрӗ.

Но наступление на свалку приостановила администрация:

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫак маневра пурӑнӑҫа кӗртсен вӑл, Том Аустин боцмӑна чӗнсе илсе, вӗсене халь-халь вылянма тытӑнас пек урса ҫывхаракан тӑвӑла хатӗрленсе тӑма хушрӗ.

Когда этот манёвр был выполнен, он позвал Тома Аусти-на и боцмана и приказал им приготовиться к урагану, который с минуты на минуту должен был разыграться.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пурте пӗр сӑмахра пулса халех хӑпарма тытӑнас тесе килӗшрӗҫ.

С общего согласия было решено немедленно начать подъём.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Паляныця тытӑнас ӗҫ мӗнле те пулсан пӑсӑлса ан кайтӑр тесе хулана рабочисен посёлкипе станци енчен сыхлама хурал тӑратма хушрӗ.

Предусмотрительный Паляныця, во избежание возможных осложнений, приказал выставить заставу, отделяющую рабочий поселок и станцию от города.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

 — Верка, эсӗ каллех манпа юмахлама тытӑнас пулсан, эпӗ сана ҫавӑнтах брезент шӑналӑк ҫинчен тӗртсе кӑларап, ҫывӑрах вара ӑҫта килчӗ унта.

 — А если ты, Верка, опять со мной начнешь разговаривать, то я спихну тебя с брезента и спи тогда, где хочешь.

Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.

Ӗҫе тытӑнас тетӗп — алӑ ӗҫ патне пымасть; вара нимӗн те тӑвам мар, нимӗн ҫинчен те шухӑшлам мар терӗм… кун пек те май килмерӗ.

Я хотел приняться за работу — не мог; хотел ничего не делать и не думать… и это не удалось.

XIII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Ун пек вӑхӑтра вара вӑл пуян живописец пурнӑҫне хапсӑнать; ун пек вӑхӑтра унӑн пуҫне кашни вырӑс пуҫӗнчех час-часах ҫуралакан шухӑш — пурне те пӑрахас та хуйхӑ пусарма ӗҫме тытӑнас текен шухӑш пырса кӗрет.

Тогда завидно рисовалась в голодном его воображеньи участь богача-живописца; тогда пробегала даже мысль, пробегающая часто в русской голове: бросить всё и закутить с горя на-зло всему.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Пуҫра план йӗркеленет: нимӗҫсем валли тапӑ тӑвас — вӗсене уҫланка илӗртсе кӗртес те икӗ енчен ҫунтарма тытӑнас.

В голове складывался план: устроить немцам ловушку — пропустить их на эту поляну и ударить по ним с двух сторон.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Урам вӗҫӗнчен тытӑнас терӗмӗр.

Решили начать с конца улицы.

Мӑнкун // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.

Хӑвӑртрах ӗҫе тытӑнас тесе васкаса ҫинипе эпӗ сӗтпе пӗҫернӗ хуратул пӑттине кӑшт кӑна пыра лартмарӑм.

Я чуть не подавился гречневой кашей с молоком — так не терпелось поскорее начать работу.

Хӑйӑр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 47–57 с.

Анчах столяр хӑрама, ҫухӑрашма тата вӗрме тытӑнас вырӑнне тутине сарса хунӑ та, унтан яшт тӑрса, пӗтӗм пилӗк пӳрнине тӑнлавӗ патне тармакласа тытнӑ.

Столяр, вместо того чтобы испугаться, завизжать и залаять, широко улыбнулся, вытянулся во фрунт и всей пятерней сделал под козырек.

I. Хӑйне хӑй япӑх тыткаланӑ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

— Тен, ман ку ӗҫе пачах тытӑнас мар, атту кайран кукӑрланма пултараҫҫӗ!..

— Может быть, мне вообще по стоит за это браться, а то еще потом придерутся!..

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ман хӑвӑртрах тытӑнас килет…

— Мне хочется поскорее…

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ хамӑн чӑн-чӑн тӗллеве ҫаплах тупайман-ха, эпӗ хампа хам килӗшсе мӗн лекнӗ ҫавна тытӑнас пулсан, ӳкӗнмелле пулнӑ пулӗччӗ.

Я все еще своей настоящей цели не нашел, и будет горько, если я пойду на компромисс с самим собой и возьмусь за первое попавшееся, что подвернется.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Яранцев мӗн каласшӑн пулчӗ-ха мана? — шухӑшларӗ Пробатов, вырса кӗртнӗ хыҫҫӑн пушанса юлнӑ сарӑ хӗрлӗ ҫеҫен хирпе ун ҫийӗн кӗҫех ҫумӑр пӗрӗхме тытӑнас пек аялтанах шӑвакан хӑрӑм тӗслӗ хура пӗлӗтсем ҫине пӑхса.

«Что же это Яранцев хотел сказать мне? — думал Пробатов, вглядываясь в рыжую, опустевшую после жатвы степь и низко стлавшиеся над нею ненастные, будто покрытые копотью облака.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӗр те пӗр кӑклама тытӑнас пулсан, хӗтӗртекенсене нумай кӑклама тивет.

Тут ежели начать выдергивать, так многих запевал выдернуть надо.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех