Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тустарса (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑшман пирӗн ҫине сӗмсӗррӗн тапӑнса кӗме, пире, пирӗн тӑвансене вилӗм сунма, пирӗн хуласемпе ялсене тустарса ҫаратма, ҫӗрпе танлаштарма чарӑнман!

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Паллах, эпӗ те пӗрмай чӳрече витӗр урамалла пушӑ куҫпа мӗскӗннӗн тӗмсӗлсе пӑхса ларман: выляса, аппапа иксӗмӗр кил-ҫурт таврашӗнче айӗн-ҫийӗн тустарса кӑна ҫӳреттӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Пӳртре тата килхушшинче пӗр ӑстрӑм ӗрлешсе-ҫуйхашса, айӑн-ҫийӗн тустарса елпӗннӗ, ывӑнса пиҫсе ҫитнӗ хыҫҫӑн кӗҫӗн ҫулхи ачасенчен пӗри, Маня ятли, вӗттӗн-вӗттӗн хашкаса, тин ҫеҫ хуранта пиҫнӗ вӗтӗ паранкӑ пек «ҫинҫе те кӗске пӑс кантрисем вӗлтӗр-вӗлтӗр явкаласа», кӑмӑлӗпе шалтан шарт хуҫӑлчӗ:

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Минтерсене тустарса пӗтернӗ, лапчӑннӑ тӳшек ҫинче сарӑпа тутӑр выртаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ, халӗ вӑл пуш-пушӑ пушанса юлчӗ, ӑна сасартӑках кичем сӑн ҫапрӗ, кунтан темле чи илемлӗ япалана тустарса кайнӑ пек пулса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Патша сӑмахне питех тытмарӗҫ вырӑссем, ылтӑн пичетпе ҫирӗплетнӗ грамотӑра каланӑ пек, виҫ ҫуллӑха хӑтармарӗҫ ясакран, ҫапах ҫӑмӑллӑхӗ пӑртак пулчӗ-пулчех курӑнать, ӗлӗк ялсем тӑрӑх хан эшкерӗ тустарса ҫӳренӗ пек, ҫар ҫыннисем килсе сехрене хӑпартмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Турхана ҫаратма тесе пырӗҫ те ҫула май ыттисен кил-ҫурчӗсене те тустарса тухса кайӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пуҫлӑхӗсем таҫта ҫакӑнти ялсенчех тустарса ҫӳреҫҫӗ пулас-ха.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗлетре Настаҫ кинеми курнӑ, виҫҫӗн-тӑваттӑн тустарса кӑна ҫӳреҫҫӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Атьӑр, атма илӗпӗр те кайса Сив ҫӑл ҫырми тӑрӑх лакӑмсене тустарса ҫӳрӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.

Нимӗҫсене вӑл ялтан Хыт тустарса ятӑмӑр, Хамӑр татах малалла Ҫӗнтерӳллӗн кайрӑмӑр…

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

— Кирлӗ пулсан аулӑсӗпе те тустарса тухаҫҫӗ.

— Понадобится — всей волостью отправим.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Штрав тӳлеттерӗҫ, киремет вырӑнне тустарса пӗтерӗҫ.

Глядишь, штраф наложат, а киреметь в щепы разнесут.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Протопопов ҫыннисем киремет картисене тустарса ҫӳренӗ, йытӑ е сысна виллисем ҫака-ҫака хӑварса ирсӗрленӗ.

Протопоповцы разоряли киреметные ограды, оскверняли их, повесив трупы собак или свиней.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Ҫӑмламасси» темле ют сурӑх пуль ӗнтӗ, ҫынсен пӳрт умӗсем тӑрӑх ҫавӑ тустарса ҫӳрет тесе шухӑшласа выртать Янтул.

«Лохматая» — это, наверно, чужая овца, носится вдоль по улице и пугает всех», — думает Яндул.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унта йӑлтах тустарса пӗтернӗ…»

Там ведь все разорили…

Мариҫ вилӗмӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Илтмен-ши ывӑлӗ темиҫе яла нухайсем тустарса тухса кайнине?

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Утлӑ ҫарӑн пӗр пысӑк отрячӗ ҫурҫӗререх Украина ҫӗрӗнчи хурал посчӗсене тустарса ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тутарсем ҫаврӑнчӗҫ те тусан тустарса ӑҫтан килнӗ ҫавӑнталла кайса ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Юнашарах тата нумай пулмасть шӑтӑкран тухнӑ упа пӗтӗм вӑрмана тустарса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех