Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туслӑх сăмах пирĕн базăра пур.
туслӑх (тĕпĕ: туслӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта тӑван халӑхӑн ҫавӑн чухнехи пурнӑҫне, йӑли-йӗркине анлӑн кӑтартнӑ, чӑваш халӑхӗпе вырӑс халӑхӗ хушшинчи туслӑх мӗнле аталанса пынине тӗплӗн тишкернӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗве Атӑла Юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнеке // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапла вара, ҫар службине лекни Эльгеевпа Паймук хушшинче чӑн-чӑн туслӑх ҫуралнине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӑспа ҫеҫ пурӑнни ҫителӗксӗр пире: пысӑк туйӑм, юрату, иксӗлми туслӑх пулмалла ҫемьере.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пирӗн хушӑмӑрта малашне те туслӑх пуласса ман ӗненес килет.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Туслӑх — таса туйӑм, унсӑрӑн общество та ҫук.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кунсӑр пуҫне вӑл халӑхсен хушшинчи туслӑх кӗперӗ те, халӑхӑн сӑнӗ те.

Куҫарса пулӑш

Юррисем илемлӗ, чӗлхисем ҫепӗҫ // Татьяна Васильева. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... hisem-cepc

— Паллах! — терӗ те Детрей кулянса уйланчӗ: Джесси ӑна «туслӑх» сӗнме хатӗрленет, урӑхла каласан — хӗрсем тепӗр куннех манӑҫа кӑларакан япала.

— Непременно! — сказал Детрей и подумал с огорчением, что она намерена предложить ему «дружбу», то есть то, о чем на другой день девушки забывают.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Акӑ мӗн тесшӗнччӗ… — тӑсрӗ Джесси, — ӑҫта та-тӑр чӑн-чӑн туслӑх пурах ӗнтӗ, ун ҫине пӑхса илни питех те кӑсӑклӑ пулмалла.

— Я хотела сказать, — продолжала Джесси, — что где-нибудь настоящая дружба существует и интересно бы на нее посмотреть.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫавӑ — хӗрӳ туслӑх — килтӗр тесе ӗмӗтленсен, эппин, вӑл таҫта пурах.

Раз ее хочется — такой горячей дружбы, — значит, она где-то есть.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Хальхи вӑхӑтра туслӑх саманчӗсем апат сӗтелӗ хушшинче, пысӑк панкрутлӑхсенче тата панегиристпа юбиляр хушшинче кӑна пур.

 — В настоящее время моменты дружбы существуют за трапезой, в крупных банкротствах да еще между панегиристом и юбиляром.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Паян эсир туслӑх ҫинчен калаҫу пуҫларӑр, анчах вӗҫлемерӗр, — терӗ вӑл Гарена.

— Сегодня вы начали, но не договорили о дружбе, — сказала она Гаренну.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Красноармейски салин Культура ҫуртӗнче «Туслӑх кӑшӑлӗ» вӑйӑ-юрӑ уявӗ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Трак енре «Туслӑх кӑшӑлӗ» вӑйӑ-юрӑ уявӗ иртрӗ // Виталий Михайлов-Чунтупай. https://chuvash.org/news/31952.html

1968 ҫулта эпӗ «Туслӑх» райхаҫатра ӗҫлеме пуҫласан вара Михаил Ивановича час-часах кураттӑм.

Куҫарса пулӑш

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

«Халӗ те пулин ҫапла пурӑнаҫҫӗ тет-ха», — тесе каламалли кӑна юлать юмах вӗҫӗнчи пек, мӗншӗн тесен ҫак ялта туслӑх хуҫаланса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Атав ялӗнче клуб уҫрӗҫ // Елена Хлынова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 3 стр.

Программа питӗ пуян: ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнипе тата хупнипе ҫыхӑннӑ пысӑк концертсем, халӑх тумӗсем тӑхӑнса Шупашкар урамӗпе утни, ятарлӑ лапамсенче концертсем кӑтартни, ӑсталӑх класӗсем йӗркелени, туслӑх вӑййине тӑни тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре пуҫласа Пӗтӗм Раҫҫейри ача-пӑча фольклориадине ирттереҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/13/chav ... -pacha-fol

Вӑл ҫакна пӗлет: усал-тискер ӗҫ тунӑ ҫын, — кирек кам пулсан та, — хӗрхенӳ ан та кӗттӗр, енчен те каварлӑ шухӑшсемпе туслӑх йӳтӗмӗпе ҫӑтӑхать пулсан…

Он узнает, что преступник, кто бы он ни был, пусть не надеется на пощаду, если под личиной дружбы таит коварные замыслы.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Туслӑх никампа та ытлах ҫук.

Дружбы особой нет ни с кем.

XIV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Пирӗн ҫӗр ҫинче тӑнӑҫлӑхпа туслӑх хуҫаланччӗр!

Пусть мир и дружба торжествуют на нашей земле!

Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсен кунӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/04/29/news-3557536

Вӗсемпе театр умӗнче тӗл пуласси, вӗсен тӗлӗнӗвне курасси, — ҫак тӗлӗнӳ вара вӑл, Тиррей, вӗсене пӗтӗмпех парӑннине, вӑл вӗсене иленмеллипех иленнине пӗлтерӗччӗ, — вӗсем хумханса ӳкесси, тен, ӗмӗрлӗх те хӗрӳ туслӑх ячӗпе унӑн аллине хыттӑн тытса чӑмӑртасси, — ҫак уйлану халӗ йывӑр чир пек иксӗлми.

Мысль встретить их у театра, представляя их изумление, которое скажет им все об его преданности и привязанности к ним, — взволнует, быть может, и заставит крепко, в знак вечной, пламенной дружбы, сжать его руку — приняла болезненные размеры.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Ӳпӗнтер-ха, Мишша, туслӑх ячӗпе, — терӗ хыттӑн, Минин илттӗр тесех.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех