Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туслӑх сăмах пирĕн базăра пур.
туслӑх (тĕпĕ: туслӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тарас мӗн-мӗн тунине ҫырса пымалли журнал кӑларчӗ: «Апрель, ҫамрӑксен каҫӗ. «Юратупа туслӑх» лекци.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Тӑван чӗлхепе культурӑна малалла аталантарас тӗллевпе Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Чӑваш Республикин хӗрарӑмсен союзӗпе пӗрле Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисем паллӑ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/t ... uisem-pall

Таҫтан икӗ хӗрарӑм кӑпӑкланса тӑракан сӑраллӑ икӗ туслӑх алтӑрӗ йӑтса килчӗҫ, пӗрне Пӑкачава, теприне ватӑ килхуҫине тыттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Поэтӑн паллӑ кӗнекисем: «Атӑлъенсем – телейлӗ ҁынсем», «Тав», «Тумлам», «Туслӑх», «Уҫланкӑра», «Чун хавалӗ», «Ӗмӗтӗмӗр ҫитсе пынӑран», «Константин Иванов тата музыка», «Тулли кӑмӑлпа» тата ыттисем.

Известные книги поэта: «Мы трудовые волжане», «Спасибо», «Капля», «Запев дружбы», «На поляне», «Заветное желание», «Константин Иванов и Музыка», «От всей души» и другие.

Упи шкулӗнче Владимир Харитонов ҫыравҫӑна халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34553.html

Демократилле обществӑра ку гуманизмла мораль; ӗҫе юратса, вӑй хурса, ҫӗнӗлӗхсем кӗртсе туни; туслӑх; патриотизм; коллективизм; активлӑ гуманизм.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Халь акӑ пӗр кун хушшинчех юрату та, туслӑх та, шанчӑк та, кӗрхи сивӗпе аманнӑ чечек евӗр, хӑйӗн тӗсне ҫухатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Анчах туслӑх хыҫҫӑн юрату ҫӳрет, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӗрентекенсем ачасемпе ӗҫленӗ чухне чун, туслӑх, ҫемье, сывлӑх, этем, анне темисене хускатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхепе чи лайӑх вӗрентекен – Лариса Данилова // Л.Владимирова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%82%d3%9 ... %b5%d0%bd/

Петербург марксисчӗсен канашлӑвӗнче пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ хыҫҫӑнах Владимир Ильичпа Надежда Константиновна хушшинче туслӑх амаланма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Ҫак номинацирех «Интернационал» (А.Чернов, А.Ишмуратов, В.Доброхотов) — иккӗмӗш, «Туслӑх» (Г.Лаврентьев, И.Долгов, П.Долгов) виҫҫӗмӗш вырӑнсене тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑмӑртура — пулӑҫсем // Е.ГЕННАДЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/a%d0%bca%d1 ... %b5%d0%bc/

Апатланнӑ хыҫҫӑн Микула нумаях та кӗтмерӗ, урамӑн тепӗр енче Касмуххасем килнине асӑрхарӗ, Ку таранччен вӑл, хирӗҫсе кайнӑ Ӗнелпе Пиш хушшинче нимле туслӑх та пулма пултарайман пек сунса, уполномоченнӑйӗсем те пӗр-пӗрин ҫине тӑшманла пӑхасса, уйрӑм ҫӳрессе кӗтнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пирӗн туслӑх чыслӑ пулман тейӗҫ…

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Наҫтик ҫакна лайӑх ӑнланчӗ: Мавра сӑмахӗсене упӑшки ӗненсен, Анукпа Микула хушшинчи туслӑх пархатарлӑ вӗҫленес ҫук.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тен, суйлама тивӗ: юрату е туслӑх.

Возможно, вы окажетесь перед непростой дилеммой: любовь или дружба.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Туслӑх пирки Кирша пичче пит лайӑх каларӗ, эп унтан ҫыпӑҫуллӑрах калас ҫук.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Калаҫнин-тунин усси ҫакӑ пулчӗ: пӗрле ҫӳренӗ, пӗрле ҫапӑҫнӑ, пӗрле таврӑннӑ ҫӗрпӳсем пӗр-пӗринпе туслашмаллипех туслашса ҫитнине, ку туслӑх вӗсемшӗн питех те хаклӑ пулнине туйса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унта тӑван халӑхӑн XVI ӗмӗрти пурнӑҫне, йӑли-йӗркине анлӑн кӑтартнӑ, чӑваш халӑхӗпе вырӑс халӑхӗ хушшинчи туслӑх мӗнле аталанса пыниие тӗплӗн тишкернӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗве Атӑла Юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнеке // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кам пӗлет, тен, ҫаплах тӑсӑлатчӗ-ши ҫак туслӑх?..

Куҫарса пулӑш

Сӑмахпа кӑмӑл // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85–87 с.

Анчах ҫакӑн хыҫҫӑн Алимпипе Алексей хушшинче пысӑк туслӑх пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Туслӑх, романтика хутшӑнӑвӗ валли ӑнӑҫлӑ эрне.

Настаёт благоприятная неделя для дружеских или романтических отношений.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех