Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туслӑх сăмах пирĕн базăра пур.
туслӑх (тĕпĕ: туслӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрҫӑ, туслӑх, мирлӗ пурнӑҫ темине хускатса сӑнарлакан фильмсене аслисене ҫеҫ мар, ҫитӗнекен ӑрӑва та кӑтартасчӗ, - терӗ иртнине аса илсе, паянхи куна пӗтӗмлетсе Нина Мефодьевна.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Паллӑ юбилейсен вӑхӑтӗнче, Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе – 100 ҫул, Шупашкар пулса кайнӑранпа 550 ҫул ҫитнине халалласа Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн «Туслӑх кӗперӗ: Крым тата Чӑваш Ен» фестивальне ирттерме палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫӗнӗ планра малтанхисенчен ҫаксене - Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери кинофестивале, Д.М.Михайлов ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери опера фестивальне тата ыттисене те - хӑварма, ҫавӑн пекех тӗнче тата Раҫҫей шайӗнчи ҫак мероприятисене - халӑх пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри «Туслӑх кӗперӗ: Крым тата Чӑваш Ен», ачасен пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей чӗри» фестивалӗсене, Раҫҫей библиотекисен саккӑрмӗш «Библиокараван» форумне кӗртме палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ планне улшӑнусем кӗртнӗ // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Тутарстан халӑхӗсен туслӑх ҫурчӗнчи курав хыҫҫӑн ӑна Наци музейӗнче те кӑтартсан аван пулӗччӗ тесе сӗннӗ, автор кунпа килӗшнӗ.

Предложено было выставится после ДДНТ в Национальном музее, с чем автор согласился.

Чӑваш ӳнерҫӗн ӗҫӗсене Хусанта кӑтартнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11766.html

Вӗсен шутӗнче Чӑваш Республикин культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Яковлев К.Г., Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Угаслов Н.Ф., ТХТҪ (Тутарстан халӑхӗсен туслӑх ҫурчӗ) директорӗ Шарипов И.И. пулнӑ.

Это министр культуры Чувашии Яковлев К.Г., президент Чувашского народного конгресса Угаслов Н.Ф., директор ДДНТ (Дом дружбы народов Татарстана) Шарипов И.И.

Чӑваш ӳнерҫӗн ӗҫӗсене Хусанта кӑтартнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11766.html

Пӗрле вӗренекен ачасем те ӑна хавхалантарсах тӑраҫҫӗ, класра туслӑх хуҫаланать.

И одноклассники его поддерживают, в классе царствует дружба.

Ишек тăрăхĕн пĕчĕк «çăлтăрĕ» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Спортсменсем февралӗн 22-мӗшӗнче, тунтикун, волейболла выляса Туслӑх кубокне ҫӗнсе илессишӗн тупӑшрӗҫ, ытларикун, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, футболла вылярӗҫ.

В понедельник, 22 февраля, играя в волейбол спортсмены соревновались за Кубок дружбы, во вторник, в День защитника отечества, играли в футбол.

Волейболла, футболла вылярĕç // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Тӗнче шайӗнчи ҫак ҫӗнтерӳсенче чӑваш халӑхӗн чун хавалӗн вӑйӗ, республикӑра пурӑнакан мӗнпур ҫыннӑн пӗрлӗхпе туслӑх тата пӗр-пӗрне пулӑшса пынин вӑй-хӑвачӗ уҫҫӑн палӑрчӗ.

В этих победах на международном уровне ярко проявились сила духа чувашского народа, сила единства, дружбы и взаимовыручки всех жителей республики.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Вӗсен хушшинче часах лайӑх туслӑх пуҫланса кайрӗ, тепӗр эрнерен вара Катерина Васильевна ӑна Кирсановсем ҫинчен каласа пама пуҫларӗ: ку ҫыннӑн нимле ырӑ мар шухӑш та пулма пултарайманнине пӗлчӗ вӑл.

Очень скоро между ними установилась самая простая и теплая приязнь, и через неделю Катерина Васильевна уже рассказывала ему о Кирсановых: она была уверена, что у этого человека не может быть никакой неблагородной мысли.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тимсӗр пулнӑ пирки вӑл хӑй улталанма пултарать, пулса иртнӗ ӗҫе асӑрхамасӑр хӑварма пултарать: Лопухов та, Кирсанов пӗрремӗш хут ҫӳреме пӑрахсассӑн, ҫавӑн пек улталанчӗ; ун чухне, тӗп-тӗрӗс каласан, Кирсанов мӗншӗн ҫӳреме пӑрахнине ҫине тӑрсах шыраса тупни усӑллах та пулман, апла пулсан, шырасах та килмен; туслӑх пӗтнӗшӗн Кирсанов айӑплӑ-и е айӑплӑ мар-и, унӑн ҫавна ҫеҫ пӗлмелле пулнӑ, паллӑ пулнӑ — айӑплӑ мар, апла пулсан, урӑх нимӗн ҫинчен шухӑшламалли те ҫук; япаласене унтан начар ӑнланман ҫынна чӑнлӑх ҫулӗ ҫине тӑратмашкӑн вӑл Кирсановшӑн куккӑшӗ те мар, учителӗ те мар.

Он может сам обманываться от невнимательности, может не обращать внимания на факт: так и Лопухов ошибся, когда Кирсанов отошел в первый раз; тогда, говоря чистую правду, ему не было выгоды, стало быть, и охоты усердно доискиваться причины, по которой удалился Кирсанов; ему важно было только рассмотреть, не он ли виноват в разрыве дружбы, ясно было — нет, так не о чем больше и думать; ведь он не дядька Кирсанову, не педагог, обязанный направлять на путь истинный стопы человека, который сам понимает вещи не хуже его.

XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Туслӑх лайӑх, анчах ан ҫилленӗр, диван ҫинче сигара туртса выртма, халатпа — татах та лайӑхрах.

Дружба хороша, но, не сердитесь, сигара на диване, в халате — еще лучше.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

(«Турӑҫӑм, мӗн чухлӗ бутылка! Ах, епле айван эпӗ! Акӑ ӗнтӗ вӑл туслӑх!»)

(«Господи, сколько бутылок! Ах, какая я глупенькая! Так вот она, дружба-то!»)

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех