Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турӑшӑн (тĕпĕ: турӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Турӑшӑн та чӗнетӗп, — тенӗ Адриан, — ыранах чӗнетӗп.

— Ей-богу, созову, — продолжал Адриан, — и на завтрашний же день.

Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

— Кирила Петровича та, паян Андрей Гавриловича ӑсатнӑ пекех, ӗмӗр асра пултӑр тесе ӑсатмалла пуль-ха, ӑсатӑвӗ вӑйлӑрах та пуянрах пулӗ те ӗнтӗ, тата ытларах хӑнасем пулӗҫ — турӑшӑн вӑл пурӗпӗр мар-и?

 – И Кирилу Петровичу отпоют вечную память, все как ныне и Андрею Гавриловичу, разве похороны будут побогаче да гостей созовут побольше, а богу не все ли равно!

V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Темле тӗлӗнмелле карчӑк вӑл, турӑшӑн та.

Странная какая-то старуха, ей-богу.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Турӑшӑн та!

— Ну вот, ей-богу.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Джо, эсӗ — ангел, турӑшӑн та.

— Джо, ты ангел.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

12. Ҫамрӑк тесе сана никам та тиркемелле ан пултӑр; ӗненекенсемшӗн тӗслӗх пул — вӗрентме те, хӑвна мӗнле тыткаламаллине те, юратма та, Турӑшӑн пурӑнма та, ӗненме те, таса пулма та санран курса вӗренччӗр.

12. Никто да не пренебрегает юностью твоею; но будь образцом для верных в слове, в житии, в любви, в духе, в вере, в чистоте.

1 Тим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫавӑнпа эпир, урӑх чӑтса тӑраймасӑр, Афинӑна хамӑр ҫеҫ юлас терӗмӗр, 2. Турӑшӑн тӑрӑшакан, Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар сарнӑ ҫӗрте пирӗнпе пӗрле ӗҫлекен Тимофей тӑванӑмӑра сирӗн патӑра ятӑмӑр: эпир сире тӗреклӗлентерес, ҫирӗп ӗненме хавхалантарас терӗмӗр, 3. ҫак асапсене пула никам та хавшаса ан ӳктӗр терӗмӗр — хӑвӑр та пӗлетӗр: пире асапланма пӳрнӗ.

1. И потому, не терпя более, мы восхотели остаться в Афинах одни, 2. и послали Тимофея, брата нашего и служителя Божия и сотрудника нашего в благовествовании Христовом, чтобы утвердить вас и утешить в вере вашей, 3. чтобы никто не поколебался в скорбях сих: ибо вы сами знаете, что так нам суждено.

1 Фес 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Чӑннипе ӳт кастарнисем — эпир вӑл: эпир Турӑшӑн чунпа тӑрӑшатпӑр, Христос Иисуспа мухтанатпӑр, ӳте шанмастпӑр.

3. потому что обрезание - мы, служащие Богу духом и хвалящиеся Христом Иисусом, и не на плоть надеющиеся,

Флп 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Турӑшӑн пурӑнмашкӑн эпӗ саккун урлӑ саккуншӑн вилнӗ.

19. Законом я умер для закона, чтобы жить для Бога.

Гал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Эпир, Турӑшӑн тӑрӑшакансем, сире йӑлӑнатпӑр: Турӑ тивлетне илни сирӗншӗн усӑсӑр ан пултӑр.

1. Мы же, как споспешники, умоляем вас, чтобы благодать Божия не тщетно была принята вами.

2 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Эпир ӑссӑр пек курӑнатпӑр пулсассӑн — Турӑшӑн ҫапла тунӑ; ӑслӑ-тӑнлӑ пулсассӑн — сирӗншӗн тунӑ.

13. Если мы выходим из себя, то для Бога; если же скромны, то для вас.

2 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ, Иисус Христоспа пӗрлешнӗскер, Турӑшӑн тунӑ ӗҫӗмпе мухтанма та пултаратӑп; 18. суя тӗнлисене ӗнентернӗ чухне эпӗ хам нимӗн те туман, пурне те ман урлӑ Христос турӗ: Вӑл суя тӗнлисене сӑмахпа, ӗҫпе, 19. паллӑсен те кӗтретсен вӑйӗпе, Турӑ Сывлӑшӗн хӑвачӗпе Турра ӗнентерекен турӗ.

17. Итак я могу похвалиться в Иисусе Христе в том, что относится к Богу, 18. ибо не осмелюсь сказать что-нибудь такое, чего не совершил Христос через меня, в покорении язычников вере, словом и делом, 19. силою знамений и чудес, силою Духа Божия,

Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Эй тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ сире Туррӑн хӗрхенекен кӑмӑлне асӑнса йӑлӑнатӑп: Турӑшӑн ӑспа ӗҫлесе пурӑнас тесессӗн, хӑвӑрӑн ӳтӗре чӗрӗ, сӑваплӑ, Турра юрӑхлӑ парне тума тӑрӑшӑр, 2. ку ӗмӗре кура ан пурӑнӑр; Туррӑн кӑмӑллӑ, пур тӗлӗшпе те паха, ырӑ ирӗкне пӗлсе пымашкӑн эсир хӑвӑр ӑсӑра ҫӗнетсе улӑшӑнӑр.

1. Итак умоляю вас, братия, милосердием Божиим, представьте тела ваши в жертву живую, святую, благоугодную Богу, для разумного служения вашего, 2. и не сообразуйтесь с веком сим, но преобразуйтесь обновлением ума вашего, чтобы вам познавать, что есть воля Божия, благая, угодная и совершенная.

Рим 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Сирӗн вилӗмлӗ ӳтӗре ҫылӑх пусмӑрласа ан тӑтӑр, ӳт илӗртни хыҫҫӑн кайса ҫылӑха парӑнмалла ан пулӑр; 13. хӑвӑр тӑл-пӳ пайӗсене те усал ӗҫсем тутарса тӑма ҫылӑх аллине ан парӑр, эсир вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсем пулса Турӑшӑн ӗҫлесе пурӑнӑр, хӑвӑр тӑл-пӳ пайӗсене те тӳрӗ ӗҫсем тутарса тӑма Турӑ аллине парӑр.

12. Итак да не царствует грех в смертном вашем теле, чтобы вам повиноваться ему в похотях его; 13. и не предавайте членов ваших греху в орудия неправды, но представьте себя Богу, как оживших из мертвых, и члены ваши Богу в орудия праведности.

Рим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Ҫапла эсир те хӑвӑра ҫылӑх тӗлӗшӗнчен вилнӗ тесе шутлӑр, Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Турӑшӑн чӗрӗ тесе шутлӑр.

11. Так и вы почитайте себя мертвыми для греха, живыми же для Бога во Христе Иисусе, Господе нашем.

Рим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Вилессе Вӑл пӗрре ҫылӑхшӑн вилнӗ, пурӑнасса Турӑшӑн пурӑнать.

10. Ибо, что Он умер, то умер однажды для греха; а что живет, то живет для Бога.

Рим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Мӗншӗн тесессӗн Турӑшӑн пур ҫын та пӗр.

11. Ибо нет лицеприятия у Бога.

Рим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Паянхи кун сут умӗнче эпӗ хамӑр аттемӗрсене Турӑ пама пулнине ӗмӗтленсе пурӑннӑшӑн тӑратӑп, 7. пирӗн вуникӗ йӑхӑмӑр та кунӗн-ҫӗрӗн Турӑшӑн чунтан тӑрӑшса, ҫавӑ пулса ҫитессе курма ӗмӗтленсе тӑрать.

6. И ныне я стою перед судом за надежду на обетование, данное от Бога нашим отцам, 7. которого исполнение надеются увидеть наши двенадцать колен, усердно служа Богу день и ночь.

Ап ӗҫс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл ҫапла каланӑ: 3. эпӗ — Киликири Тарс хулинче ҫуралнӑ иудей, вӗренме эпӗ ҫак хулара, ҫакӑнта, Гамалиил ури умӗнче вӗреннӗ, аттемӗрсен сакунне мана тӗплӗ вӗрентсе ҫитернӗ; эсир халӗ Турӑшӑн тӑрӑшнӑ пек, эпӗ те — Турӑшӑн тӑрӑшакан ҫын.

Он сказал: 3. я Иудеянин, родившийся в Тарсе Киликийском, воспитанный в сем городе при ногах Гамалиила, тщательно наставленный в отеческом законе, ревнитель по Боге, как и все вы ныне.

Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Петр сӑмах пуҫарса каланӑ: халӗ ӗнтӗ чӑнахах пӗлтӗм: Турӑшӑн пур ҫын та — пӗрех, 35. Турӑран хӑраса тӑракан ҫын, тӳрӗлӗхпе пурӑнакан ҫын кирек епле халӑх ҫынни пулсан та Турӑшӑн кӑмӑллӑ.

34. Петр отверз уста и сказал: истинно познаю, что Бог нелицеприятен, 35. но во всяком народе боящийся Его и поступающий по правде приятен Ему.

Ап ӗҫс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех