Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туртӑнчӗ (тĕпĕ: туртӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Де-Местр, пурнӑҫӗн пысӑк пайне ҫын хӑйне хӑй вӗлереслӗхе тӗпчессине халалланӑскер, пӗр вӑхӑт журналистсен, хӗрарӑмсен, влаҫсен, полицин вӑрттӑн ҫыннисен тапӑнӑвне тӳссе ирттерчӗ; вӑл кашни хутӗнчех ӗҫ чӑннипех арпашуллине кӑтартрӗ, хӑй вара хӑйсем ҫине алӑ хуру гипотези тӗрӗсси енне туртӑнчӗ.

Де-Местр, посвятивший значительную часть жизни изучению самоубийств, подвергался некоторое время осаде журналистов, дам, властей и подставных, от полиции, личностей; он каждому указывал на явную запутанность дела, хотя сам про себя склонялся к гипотезе самоубийства.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Фук хӑранипе картах туртӑнчӗ те ҫипне ҫӑртаран тирсе хучӗ, анчах паттӑрлӑхӗ пирки ҫавӑнтах манса яштах ҫӗкленчӗ.

Фук с испуга сразу, судорожно попал ниткой в ушко, но тут же забыл о своем подвиге и вскочил.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Аян алли, хӑй ӑнланмасӑрах, ҫӗҫҫи ҫакӑнса тӑракан пиҫиххи патнелле туртӑнчӗ, вӑл хытах чӗтрет, вӑл юнав-хӑратупа тилӗрӗвӗн пуҫа ҫавӑракан кӗвӗ юхӑмне путнӑ.

Рука Аяна бессознательно поползла к поясу, где висел нож, он весь трепетал, погруженный в головокружительную музыку угроз и бешенства.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Лешӗ ун патне туртӑнчӗ, шӑршласа пӑхрӗ, хӗрлӗ чӗлхине кӑларса, сӗлекине ҫулларӗ, ҫапах татӑка тӗкӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл каллех Сӑпани патнелле туртӑнчӗ, тата шӑппӑнрах ӑнлантара пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани ун еннелле палӑрмаллах туртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм темле хӑюллӑ шухӑш тытрӗ ахӑр, карт! туртӑнчӗ Хӗлимун еннелле.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сидорӑн тарӑн куҫӗ сасартӑк хӗм сапса илчӗ, сылтӑм алли пилӗк тӗлне туртӑнчӗ, унта пистолет капурӗ пур тейӗн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ванькка тете, эс таврӑнтӑн-и? — туртӑнчӗ вӑл пиччӗшӗ патне, ҫавӑнтах пичӗпе ун кӑкӑрӗ ҫине лаплатрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин ӑна куҫран пӑхрӗ, палласа илчӗ, ун патнелле туртӑнчӗ, ҫавӑнтах хӑйне алла илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Иккӗшӗ те тӗрме тулашне анса тӑрсан, Антун хула варринелле туртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах Улька чӗри ҫамрӑкранах урӑххи енне туртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унӑн ҫӗр ҫинче тӳрӗлӗхре те тасалӑхра пурӑннӑ чунӗ хӑйне чылай хура-шур тӳстернӗ ҫынсенчен хӑвӑртрах леш тӗнчене — канлӗхпе лӑпкӑлӑха — туртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Хӗр чӗри каччӑ еннелле туртӑннӑҫемӗн туртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Каччӑн юлашки сӑмахӗсене илтсен карт туртӑнчӗ Аля.

Куҫарса пулӑш

Саша // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Сенкер йӗм тӑхӑннӑ, пысӑк уссиллӗ ҫын ӑна пиншакӗнчен ҫавӑрса тытрӗ, анчах Васька аякалла туртӑнчӗ те ун аллинчен вӗҫерӗнчӗ.

Усач в голубых шароварах схватил его за куртку, но Васька рванулся в сторону.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫакна кура Лина та сарай енне туртӑнчӗ.

Тогда и сама Лина увязалась за ними.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Суранлӑ ҫын йывӑррӑн сывласа илчӗ, чыхӑнса кайрӗ, пӗтӗм пӗвӗпе хыттӑн карӑнса туртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Бауман, старик кӑтартнӑ пек, чӳрече патнелле туртӑнчӗ, аллипе решеткерен ҫавӑрса тытрӗ.

Бауман поднялся стариком указанным способом, ухватился руками за решетку.

XVII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Пӗтӗм шӑм-шакне хытарса, Бауман татӑк-кӗсӗк пӑяв тӑрӑх ҫӳлелле туртӑнчӗ, хытса пӗлми пулнӑ урипе хысак хӗрринчи авса хунӑ тимӗр ҫине тӗренкелесе, хысак урлӑ каҫса ӳкрӗ.

До отказа напружив мышцы, Бауман подтянулся вверх — по обрывкам, — перевалил тело за гребень, цепляя задеревеневшей, негибкою ставшей ногой за отогнувшийся край стенной железной оковки.

ХLI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех