Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туртӑнчӗ (тĕпĕ: туртӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шурӑ ҫеҫке вӗлтӗртетсе илчӗ, талпӑнса туртӑнчӗ, пат татӑлчӗ, татӑлнӑ вырӑна икӗ шӑтӑк юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Ҫулталӑк хушшинче Лавр самаях пусӑрӑнчӗ, салхуланчӗ, сӑнран туртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Авалхи рыцарьсен урхамахӗсем какӑр сассине илтсенех ҫӗре кукалеме пикеннӗ евӗр, эсӗ халех хӑлхуна чанк тӑратрӑн, ав, аллу кӑранташ патнелле туртӑнчӗ

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Нумай ӗҫленӗрен, сахал каннӑран, япӑх апат-ҫимӗҫрен, кулленхи ӗҫри, пурнӑҫри тӗрлӗ пӑшӑрхануран хӗр самаях хавшарӗ, сӑнран туртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Амӑшӗ патӗнчен мӗнле тухса кайнине аса илсен, кӗлеткипе чӗтренсе туртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Чӗри ҫав-ҫавах юратакан каччи патне туртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула чӗри юратакан хӗрӗ патнелле туртӑнчӗ; Анчах вӑл хӑйне хӑй тытса чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ирхине ҫумӑр пӗрӗхсех тӑчӗ, апла пулин те халӑх «Август» парка йышлӑн туртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑтартуллӑ вӑй хурсан уявра савӑнма та аван // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10765-k- ... ma-ta-avan

Яр мана! — тесе, вӑл пӗтӗм вӑйран туртӑнчӗ те, Сергей аллинчен вӗҫерӗнсе, кайри пӳртелле ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестук, пӗтӗм вӑй-халне пухса, тепре туртӑнчӗ — сылтӑм алли ирӗке тухрӗ, унпа ҫӑварӗнчи ҫӗтӗк татӑкне туртса кӑларчӗ, пӗтӗм ҫассипе: — Пу-у-лӑшӑр!.. — тесе, хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗн ятлӑ-ха эс, йӗкӗт? — мӑрса мӑнукӗ еннелле туртӑнчӗ воевода.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кампур ӑна шӑршласа илчӗ те, ӑслӑ хура куҫӗпе пӑхкаласа, Ваҫук патнелле туртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Ҫапла ятлаҫса атте мана ҫӳҫрен тытса лӑскасшӑн ман паталла туртӑнчӗ, мана ярса илесшӗн аллине кӑнтарчӗ, анчах ҫав самантрах манӑн пуҫ ҫинчи сурана асӑрхаса пулӗ, мана тивмерӗ, пуҫа тытса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Юнашар ларса пыракан лавҫӑ аяккалла карт туртӑнчӗ те йӗкӗт ҫине сехӗрленсе пӑхса илчӗ.

Возница испуганно дернулся и искоса взглянул на парня.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Лаша хартлатса аяккалла туртӑнчӗ.

Лошадь в испуге дернула в сторону.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Галимджан карт туртӑнчӗ, каялла тайӑлчӗ, унтан, хӑйӗнчен пысӑк Мӗтрие ҫӑмӑллӑн ҫеҫ пуҫ урлӑ каҫарса, ун ҫине хӑпарса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗтерне вара ку сӑмахсем мӗне пӗлтернине тинех тавҫӑрса илчӗ, хӑй сисмен ҫӗртенех пӗтӗм тӑлпӑвӗпе малалла туртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эльгеев Катьӑна хулран тытнӑччӗ, анчах хӗр килӗшмерӗ, карт туртӑнчӗ те малалла чупса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Килти арӑмне вӑл маннӑ пек пулчӗ, ҫамрӑк чунӗ кунӗн-ҫӗрӗн Чураппа патне туртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ниночка «ма… мӑ-мӑм…» текелесе, амӑшӗ еннелле туртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех