Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туртӑннӑ (тĕпĕ: туртӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑлта туртӑннӑ пек туйӑнчӗ.

Кто-то сильно дернул за удочку.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Ҫав шухӑшсем вырӑнне, темле ҫаврашка тӑрӑх шуса, хӑй ярмаркӑра чарусӑр ӗҫсе ашкӑннӑ картинсем тухса тӑнӑ; урса кайнӑ пек ҫынсем, ӳсӗр, нихҫан та тӑранман куҫӗсене ҫӑткӑнла чарса пӑрахса унталла та кунталла ыткӑннӑ, укҫисене ҫунтарнӑ, нимӗн хӗрхенмесӗр, шӑмшакӗсем аскӑн шухӑшпа йӗркерен тухса кайнипе иртӗнсе ашкӑннӑ, хура вырӑнта куҫсене йӑмӑхтармалла шап-шуррӑн курӑнса, намӑса пӗлмесӗр ҫаппа-ҫарамас выртакан пысӑк хӗрарӑм патнелле туртӑннӑ

На место этих дум вставали и двигались по какому-то кругу картины буйных кутежей на ярмарке; метались неистовые люди, жадно выкатив пьяные, но никогда не сытые глаза, жгли деньги и, ничего не жалея, безумствовали всячески в лютом озлоблении плоти, стремясь к большой, ослепительно белой на чёрном, бесстыдно обнажённой женщине…

III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Вӑл Константин патне туртӑннӑ та, унран пӑрӑннӑ та.

Ее и тянуло к нему, и отталкивало.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Нимӗн тума аптранӑ енне ҫынсем кивӗ начальство патнерех туртӑннӑ, нумайӑшӗ ҫӗнӗрен килнисем ҫине уҫҫӑнах сиввӗн пӑхнӑ.

Люди растерянно жались к старому начальству, и многие неприкрыто выражали неприязнь к приезжим.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӑл юлташне тӗксӗмленнӗ туртӑннӑ питӗнчен пӑхса илчӗ те хулӗнчен тытрӗ.

Он взглянул на потемневшее и словно обострившееся лицо товарища и взял его под руку:

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Каҫ пулсан, ҫывӑрма каяс тесе, вӗҫен кайӑксем пурте харпӑр хӑй еннелле туртӑна пуҫланӑ: пӗри — вӑрманалла, тепӗри — шурлӑхалла, тата тепри хирелле туртӑннӑ.

Как пришел вечер, птицы потянули на ночлег, каждая в свою сторону: одна к лесу, другая к болоту, третья в поле.

Танатана лекнӗ вӗҫен кайӑксем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Анчах вӑл каллех пӳрте каясшӑн туртӑннӑ.

Но Боб рвался опять в дом.

Вут-кӑвар таврашӗнче ӗҫлекен йытӑсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Сӑну та туртӑннӑ?..

И бледная…

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Юханшыв тӗттӗмленнӗ, туртӑннӑ.

Река потемнела, сморщилась.

Карпеи // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Вӑл, пӑшалтан пӑрӑнса иртсе, тепӗр енчен пынӑ та, хӑй умӗнче нимӗн те ҫуккине кура, йытӑ вилли патнелле туртӑннӑ, ҫак вӑхӑтра ухӑран кӑкарнӑ хӗлӗх ҫиппе сӗртӗннӗ, ухӑ персе янӑ.

Обойдя ружья, он остановился с лицевой стороны и, не видя преграды, потянулся к своей добыче, задел волосяную нить и спустил курок лучка.

Тигр хыҫҫӑн // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 92–104 с.

Тулли питҫӑмарти хӑрах енчен туртӑннӑ пек пулчӗ.

И одна щека его нервно дернулась.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫын чунӗпе яланах хитрелӗхпе йӗркелӗх патне туртӑннӑ.

Человек всегда стремился к красоте и порядку.

Ҫын хӑйне халӗ тата ӗлӗк мӗнле тытни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Мӗн чухлӗ куҫ, мӗн чухлӗ чӗре туртӑннӑ пӗтӗм тӗнчери ӗҫхалӑхӗн шанчӑкӗпе тӗрекӗ пулса тӑракан Совет Союзӗ еннелле!

Сколько глаз, и сколько сердец тянулось к Советскому Союзу, ставшему опорой и надеждой для всех трудящихся мира!

Автортан // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Халь вӑл пуртӑ йӑтнӑ, — хӗрлӗпе туртӑннӑ куҫне йӑлкӑштарчӗ те Тухтар каллех хупрӗ, малалла калама тытӑнчӗ: — Йыснапа Тимрук та пӗрле…

Он был с топором… — Тухтар потер покрасневшие глаза и снова закрыл глаза, продолжал говорить, — и с ним дядя, и Тимрук тоже…

XXX. Ҫураҫу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫӗнӗ Ыр лапӗнчи сухаламасӑр хӑварнӑ ҫеремре паҫӑр кӑна-ха выртма тухнӑ ачасен кӑвайчӗ йӑлкӑшатчӗ, айлӑмра халӗ тӗтре туртӑннӑ та, вут ҫути курӑнмасть, Ҫурла уйӑх, хӗвеланӑҫнелле васкамасӑр шӑваканскер, каҫхи тӗнчене тӳлеккӗн ҫутатать.

В стороне невспаханного Нового Святилища мерцает костер — там ночуют ребята из ночного: он еле виден, так как на низинку опустился густой туман, Остророгий месяц не спеша движется на запад, щедро освещая ночную деревню.

XXV. Ҫӗр варринчи шуйхану // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сайте кинӗм сывлӑхран кӑштах туртӑннӑ терӗҫ те, хуйхӑрса пӗтрӗм саҫҫим, ҫиес апатӑм анмасть-ҫке…

Вот когда сказали, Сайде, мол, прихворнула малость, тут уж я вся так и изболелась, аппетита лишилась…

XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кӑнтӑралла туртӑннӑ пӗлӗт ҫаплах шавлать-ха, аслати катара кӗмсӗртетет, йӗп-йӗпе пулнӑ Шерккей пӗрре пӗлӗт ҫинелле, тепре хӑйӗн сӑхманӗ пек хуралнӑ ани ҫине пӑхать те: «Пӗтрӗ-ҫке ырашӑм, пӑхса тӑрсах пӗтерттертӗм…» — тесе, тарӑхнӑ чунне сӑмахпа та пулин пусарасшӑн мӑкӑртатать.

Но облака по-прежнему висели темным пологом, погромыхивал гром, вымокший до нитки, Шерккей, попеременно взглядывая то на небо, то на почерневшее, как его сохман, поле, безысходно повторял: «Пропала рожь, на глазах пропала…»

XIV. Инкек телей кӳрет-им? // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Горькипе Короленкӑн, Мамин-Сибирякпа Купринӑн ҫывӑх тусӗ пулнӑ Н. Г. Гарин-Михайловский пурнӑҫра яланах чӑнлӑха шыракансем еннелле туртӑннӑ, рабочи класӑн революциллӗ ӳсӗмне кӑмӑлласа сӑнанӑ, вилес умӗнхи ҫулсенче вара тӳрремӗнех марксистсен органӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.

Будучи близким другом Горького, Короленко, Мамина-Сибиряка и Куприна, Н. Г. Гарин-Михайловский в жизни всегда тяготел к поискам истины, с симпатией следил за революционным ростом рабочего класса, а в предсмертные годы начал работать непосредственно в органах марксистов.

Н. Г. Гарин-Михайловский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 158–163 с.

Анчах, икӗ енчен те ырӑ кӑмӑл туртӑннӑ пулин те, ашшӗпе ывӑлӗ ҫывӑхарас ӗҫ малалла питӗ йывӑррӑн шӑвать-ха.

Но при всем добром желании с обеих сторон сближение отца с сыном очень туго подвигалось вперед.

Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Суккӑр пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтресе хӗвеллӗ кун патне чунтанах туртӑннӑ тата тӗттӗм пуҫ мими ӑшне темӗнле паллӑ мар ҫулсемпе шӑтарса кӗнӗ ҫутӑ туйӑмӗ, халӗ, чикесӗр хавхаланса савӑннӑ самантра, негатив ҫинче палӑра пуҫланӑ тӗтреллӗ сӑнсем евӗр, пуҫ миминче тепӗр хут ҫиеле тухма пултарнӑ-ши?..

Могло ли быть, чтобы смутные и неясные световые ощущения, пробивавшиеся к темному мозгу неизвестными путями в те минуты, когда слепой весь трепетал и напрягался навстречу солнечному дню, — теперь, в минуту внезапного экстаза, всплыли в мозгу, как проявляющийся туманный негатив?..

II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех