Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туртӑннӑ (тĕпĕ: туртӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн йӑрӑс пӗвӗ ҫавине кӑшӑ-ӑл-л! калла илмессерен пӗлӗтелле туртӑннӑ пек пулать, ҫавӑнтах тӗлӗнмелле илемлӗн чалӑшса, хыҫалалла ывтӑнать; аллисем выляса илеҫҫӗ — ҫивчӗ ҫава пӗр касӑм туса паккусӑн тепӗр вӗҫне ҫитет, ун чухне вара хӗр кукленсе илнӗ пек пулать.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Туйсар кӗпи тӗрӗллӗ, Пыр ҫиххисем туртӑннӑ, Ҫӳҫӗ-пуҫӗ виреллӗ Пайраланса пусрӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тӗрӗссипе вара сан пек курӑнса ман умра ҫав мӑйракалли (Полина каллех куҫне вупкӑн еннелле чалӑштарса илчӗ) туртӑннӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хурӑн тӑррисем кӑтраланнӑ, ҫӗмӗрт йывӑҫӗ кӗҫ-вӗҫ ҫеҫкене ларасшӑн, тумне улӑштарма васкаман юман та, савнӑ тусне кӗтекен йӗкӗт пек, хӗвел еннелле туртӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ӑста пилот вара, самолета планер пек тыткаласа, ҫӳлелле те малаллах туртӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Туртӑннӑ эс, — терӗ вӑл шеллесе.

Сказала с сочувствием: — Ты похудел сильно, осунулся…

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗрентекенӗсем, пӗрле вӗреннӗ юлташӗсем аса илнӗ тӑрӑх, вӑл яланах активлӑхпа палӑрса тӑнӑ, пӗлӳ патне туртӑннӑ, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пынӑ, спортпа туслӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрсен ячӗсем манӑҫмаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9944-patt-rs ... -man-cmacc

Пушар сӳнтерекенсем йытта ачашланӑ, вӑл вут-кӑварпа аманман-ши тесе тӗрӗсленӗ; анчах Боб каллех пӳрте кӗресшӗн туртӑннӑ.

Пожарные ласкали собаку и осматривали ее — не обгорела ли она; но Боб рвался опять в дом.

Пушар йыттисем // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 49–50 с.

Ун романтикла чун-чӗри ирӗкелле, таса та ҫутӑ тӗнче еннелле туртӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.

Слюсаревсемпе паллашнӑранпа виҫ уйӑх та иртмен пулӗ, анчах темшӗн Эльгеевӑн кӑмӑлӗ вӗсем патне туртӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тпру-у, Савраска! — тилхеперен туртса, аран чарчӗ хапха еннелле туртӑннӑ лашине.

Куҫарса пулӑш

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫак вӑхӑт тӗлне манӑн туйӑмсем питӗ хытӑ кисренсе ҫӗкленнӗччӗ, ҫавӑнпа та арест пирки пӗлтерни те кӑмӑлсӑр ҫав пӗр япала аталанӑвӗлле туйӑнать; анчах Бутлер кӗтмен ҫӗртен йышӑнни хыттӑн туртӑннӑ нервсене пырса ҫапрӗ, — ку пурин куҫӗ умӗнче пулса иртнӗ ҫӗнӗ преступлени тейӗн.

К тому времени чувства мои были уже оглушены и захвачены так сильно, что даже объявление ареста явилось развитием одной и той же неприятности; но неожиданное признание Бутлера хватило по оцепеневшим нервам, как новое преступление, совершенное на глазах всех.

XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Горн ӑна туртӑннӑ питӗнчен чӗнмесӗр тӗсет, Дрибб куҫӗсем чакӑл тусем еннелле ӑнтӑлнӑ, вӑл вӗсен умӗнче тата тӳпе умӗнче ӳпкелешет-ши…

Горн молча смотрел в его осунувшееся лицо, глаза Дрибба были устремлены к скалам, словно он жаловался им и небу.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Унӑн сӑрӑ куҫӗсем тӗксӗмленнӗ, пичӗ туртӑннӑ, хӗҫӗ пылчӑкланнӑ, вараланнӑ шпорӗсем уҫҫӑнах тапранаймаҫҫӗ.

Дымчатые глаза его потускнели, лицо осунулось, палаш был покрыт грязью, и запачканные шпоры звенели глухо.

ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Юлашки виҫӗ уйӑх тӑршшӗнче ларса ирттерни сӑн-сӑпатӑма вӑйлах улӑштарнӑ: сывӑ кӗрнеклӗх — пӗр вӑхӑт океан хӗрринче пурӑннин «пуянлӑхӗ» — ҫухалнӑ ӗнтӗ, хӗвелпе пиҫсе хурални тепӗр хут шуралнӑ, куҫсем саланкӑрлӑн, канӑҫсӑррӑн пӑхаҫҫӗ, пит-куҫӑм начарланса туртӑннӑ.

Сидячая жизнь в течение последних трех месяцев сильно изменила мою наружность: исчезла здоровая полнота, результат пребывания на берегах океана, слинял загар, взгляд стал рассеянным, беспокойным, лицо осунулось.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.

Вӑл калаймасть те, кӑшкӑраймасть те, Кӑкӑрӗпе малалла туртӑннӑ, питне тӑснӑ та — сывлӑш ҫитменнипе антӑхать.

Ни сказать, ни крикнуть он не мог, лишь задыхался, все сильнее выгибая вперед грудь и закидывая лицо.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.

Анӑҫалла туртӑннӑ хӗвел чул хысакӗнчен перӗнчӗ, унӑн тӗксӗм аякне шӗвӗ ҫулӑмпа сирпӗтрӗ те Аш ҫыранӗ хӗррипе мӗлкесене — ҫӗрӗн каҫхи тунсӑхне — сапаласа ывӑтрӗ.

Солнце, тяготея к западу, коснулось скалы, забрызгало ее темную грань жидким огнем и бросило на побережье Аша тени вечернюю грусть земли.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Унӑн ҫӗр каҫа начарланса туртӑннӑ питне евӗклӗ тимлӗхӗн ахаль чухнехи ҫемҫе, вӑйсӑр кулли ҫутатать.

Обычная слабая улыбка вежливого внимания освещала ее осунувшееся за ночь лицо.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Хӗлимун чунӗ вӑрҫа кайичченхи савнийӗ Альтюк еннех туртӑннӑ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑхманӗн тавӑрӑннӑ аркине ҫил тӑрпалать; шурӑ ҫивӗчӗпе хура шпаги сывлӑшалла тӑсӑлса туртӑннӑ; тумӗн пуянлӑхӗ — вӑл капитан пулнине, ташланӑ чухнехилле кӗлетки хумсен сулӑмне кӑтартаҫҫӗ; шлепкесӗр; вӑл пуҫӗпех хӑрушӑ саманта путнӑ ахӑр, кӑшкӑрать — анчах мӗскер?

Завернутые полы его кафтана трепались ветром; белая коса и черная шпага вытянуто рвались в воздух; богатство костюма выказывало в нем капитана, танцующее положение тела — взмах вала; без шляпы, он был, видимо, поглощен опасным моментом и кричал — но что?

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех