Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туртнӑ (тĕпĕ: турт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апла вӑл кӑтӑш пулнипе ҫеҫ мар, самаях ыйхӑ туртнӑ.

Выходит, он не просто задремал, а проспал довольно долго?

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫаврӑнасчӗ те ялалла утасчӗ — юрамасть, темӗнле хӑват туртнӑ пек, юхӑм ҫаплах малалла, тусанпа ӑрша карса илнӗ сӑрӑ карри ӑшнелле шӑвать.

Чего бы проще — взять и повернуть к деревне, в прохладу и сень, но нет, нельзя, люди, словно влекомые какой-то силой, идут и идут вперед, задыхаясь и ничего не видя в пыльном тумане…

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӗскер туртнӑ кутӑн Мултиере Ухтиван еннелле — ӑна калама хӗн.

Что тянуло сурового соседа, главу многодетного семейства к мальчонке-подростку — непонятно.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эрне ытла сӗрӗм тивнӗ ҫын пек алчӑраса пӑхса ҫӳренӗ, ҫӗрле сике-сике тӑрса ларнӑ, чӗлӗм туртнӑ.

Неделю ходил как побитый, ночами не спал, вскакивал, смолил трубку.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Баржа туртнӑ ҫӗртен пӑрахса тартӑм».

С баржи сбежал.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ӗлӗк лашасем ҫӑмарта пекчӗ, ши! шӑхӑраттӑмӑр та ҫын пӗрре чӗлӗм туртнӑ ҫӗре пристане персе ҫитеттӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халӗ ӗнтӗ вӑл Сехре чӗлӗм туртнӑ хушӑра та унчченхи пек тунката ҫинче канса лармасть, пуртӑпа туратсене иртме васкать.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах тӑван тӑрӑх хӑй патнех туртнӑ Ольга Федоровнӑна, ҫавӑнпа тӑван килне таврӑнса унта тӗпленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлет те, ҫыхать те, ҫывӑх ҫыннисене савӑнтарать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8873-t-rlet- ... sav-ntarat

Ҫамрӑк хӗре чунӗ тӑван кил ҫывӑхнелле туртнӑ, ҫавӑнпа вӗсем юлташӗпе Вӑрнарти техникума вӗренме куҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье ӑшши - чун ӑшши // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10685 ... chun-shshi

Анатолий Васильевич институтра студентсене пӗлӳ панӑ, ертӳлӗх лавне туртнӑ вӑхӑтрах хӑйӗн пултарулӑхне те аталантарсах пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Васильевич Данилов - юратнӑ художник, хисеплӗ ентешӗмӗр // Анастасия ДАНИЛОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11008 ... rch-20-m-r

Шыв ҫийӗ малтанхи ҫулсенче бассейн евӗр ишмелли ҫулсемпе иртен ҫӳрене кӑчӑк туртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял тӑрӑхӗ ҫирӗп аталанать ҫитӗнӗвне ҫӗршыв курса хаклать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%8f%d0% ... %83%d1%80/

1958-1971 ҫулсенче прокурорӑн йывӑр лавне Д.Т. Тимофеев туртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Канаш прокуратурин кун-ҫул // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%ba%d0% ... 83%d0%bbe/

Сире каялла туртнӑ унчченхи ҫыхӑнусене татма ан хӑрӑр.

Не бойтесь порвать старые связи, которые тянули вас вниз.

53-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Япӑх мар тапхӑр, анчах сывлав тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ чир-чӗр аптӑратма пултарӗ, ҫавӑнпа витӗр ҫил вӗрекен вырӑнсенчен пӑрӑнӑр, пирус туртнӑ пӳлӗмре ан ларӑр, таса мар, сивӗ сывлӑшпа сывлама ан тӑрӑшӑр.

Период для вас неплохой, но может проявиться склонность к заболеваниям дыхательной системы, поэтому необходимо избегать сквозняков, длительного нахождения в накуренном помещении, старайтесь не дышать слишком долго грязным и холодным воздухом.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пӗр енчен, вӑл унран вӑтаннӑ, ку ҫеҫ те мар, ун йӗплӗ чӗлхинчен, ун хӑюлӑхӗпе чӑрсӑрлӑхӗнчен хӑранӑ (лайӑх астӑвать-ха вӑл, ҫак талпас йӗкӗт пӗррехинче ӑна уявра упа ҫури тесе йӗкӗлтесе те илнӗччӗ, унсӑр пуҫне, ӑна айван-ха эсӗ тенӗ пек, ҫӳҫрен те лӑсканӑччӗ), тепӗр енчен, Ятламас купӑс ӑсти пулнӑ май, темле вӑй ун еннелле туртнӑ ӑна, ҫулсем иртнӗҫемӗн ытларах илӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Утӑ ҫинче чӗлӗм туртнӑ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӗкӗте, кун каҫа ӗҫлесе ывӑннӑскер, пӗр авра чӗлӗм туртнӑ хыҫҫӑн часах ҫывӑрса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Патша саманинче икӗ класлӑ шкул уҫни те, тӗттӗмри ҫутӑ пайӑрки пек, талантлӑ ҫынсене хӑй патнелле туртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.

Витьӑна хывӑнтарса вырттарнӑ вӑхӑтра, сасартӑк вӑл хӑса пуҫларӗ, сылтӑм аллипе урине шӑнӑр туртнӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Туртасса иксӗр пӗрле туртнӑ пируспе — ҫапла вӗт?

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех