Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупата сăмах пирĕн базăра пур.
тупата (тĕпĕ: тупата) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗн калаҫан, тупата!

— Помилуй, душа моя!

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ах тупата, чӑтса кур-ха ҫавӑн пеккине!

— Боже, боже, какой ужас!

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫынсен чӗрисем те ҫук пуль ҫав, ӑҫтан кӑна шухӑшласа кӑларма ӑс ҫитереҫҫӗ, тупата!

У людей нет сердца, как могут они выдумывать такие вещи!

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эх, тупата, мӗн калаҫса тӑратӑп-ха?

Ах, господи, да что же это я?

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ах, турӑҫӑм, тупата, чӑтсах чӑтайӑп-ши эп ҫак хыпара, хӗпӗртенипе вилсе каяс марччӗ!

Ах, боже мои, неужели я выдержу, не умру от радости?

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ах тупата, Иисус Христос турӑ, каҫар ман ҫылӑхлӑ чуна!

Господи боже, Иисусе Христе, прости меня, грешного!

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ах, тупата, ҫак халлӗн Колчона тӗл пулас пулсанччӗ! — сывлӑш ҫавӑрчӗ Лалка, иртсе пыран палламан ҫынсене курнӑ май.

— Боже, если бы мне сейчас встретить Колчо! — вздохнула Лалка, в смятении глядя на чужие и равнодушные лица прохожих.

VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ай, тупата, мӗншӗн ун упӑшки ытла начар ҫын-ши?..

Боже мой, почему он такой плохой человек?..

VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ай, тупата, мӗн калаҫатӑн эс?

— Да что ты говоришь, Цанковица?

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Куҫӗ унӑн, тупата турӑшӑн, ытарма ҫук хитре.

Уж больно у нее глаза хороши, чтоб ей пусто было…

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хам каччӑ пулнӑ пулсан-и, тупата, куҫа хупса ҫураҫнӑ пулӑттӑм.

Будь я парнем, непременно бы к ней посваталась.

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ах, тупата, эс пӑр пекех шӑннӑ-ҫке, йӑлт кӳтсе кайнӑ, — терӗ хресчен, Огняновпа пӗрле вут патнелле ҫывхарса.

Матушки, да ты холодный как лед, совсем окоченел, — говорил крестьянин, возвращаясь с Огняновым к костру.

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ах, тупата, епле ырӑ чунлӑ ҫак Колчо!

Боже мой, как добр этот Колчо!

XXVI. Чӗнмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тупата, пит те лайӑх пулать!..

Вот будет хорошо, ей-богу!..

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Голос! Голос!» тесе кӑшкӑрчӗ — саккуна хирӗҫ пырать тейӗн ҫав, хӑй, тупата, сиксе чӗтрерӗ.

Кричит: «Голос! Голос!» — словно какая припадочная, а сама вся дрожит от страха.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эп, тупата, турӑ сыхлатӑрах ҫав сана, кӑштах инкек туса хураттӑмччӗ-ҫке! — тесе хучӗ Марко, пистолет пускӑччине асӑрханса ҫеҫ вӗҫертсе.

Эх, сохрани тебя господь, чуть было я не наделал дел! — проговорил Марко, осторожно спуская курок пистолета.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Калама ҫук вӑйлӑ, йывӑр турттаракан лаша пек, тупата турӑшӑн суймастӑп!

Сильная до ужасти, как ломовая лошадюка, истинный бог не брешу!

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Никам умӗнче те парӑм ҫук манӑн, сан умӑнта та, хамӑн карчӑк умӗнче те, ну сире, анчихристсем, хӑпӑр эсир ман ҫумран, тупата турӑшӑн.

И никому я ничего не должен, ни тебе, ни собственной старухе, ну вас к анчихристу, отвяжитесь вы от меня за-ради бога!

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тупата туршӑн, анне, халӗ манӑн, темскер, пӗртте ҫиес килмест.

— Спаси Христос, маманя, что-то мне зараз обедать не дюже охота.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хуть ман пуҫа касса ывӑт та, анчах пӗрер ҫултан сан кӑкӑру ҫинче питӗ тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн панӑ мӗнле те пулин медаль ҫакӑнса тӑмаллах, тен, вӑл сана ҫанӑ ҫине ҫӗлемелли мӗнле те пулин шеврон та панӑ пулӗччӗ, тупата туршӑн суймастӑп, факт.

Голову отсеки мне, а через год на твоих грудях уже висела бы какая-нибудь медаль за отличное усердие, а может, какой-нибудь шеврон на рукав он тебе пожаловал бы, ей-богу, не брешу, факт.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех