Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупата сăмах пирĕн базăра пур.
тупата (тĕпĕ: тупата) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тупата туршӑн! терӗ Оленин.

— Ей-богу! — сказал Оленин.

XVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Тупата туршӑн!

Ей-богу!

XIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Калаҫмалли сӑмахсем пурччӗ, — пӑшӑлтатрӗ Лукашка, — тупата!

Что я тебе сказать хотел, — прошептал Лукашка, — ей-богу!

XIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Чӑнах, пӗрмай сан ҫинчен тунсӑхларӑм, тупата туршӑн, — лӑпкӑ сасӑпа пӑшӑлтатрӗ Лука, хӗр хӗвӗнчен хӗвелҫаврӑнӑш илнӗ май; унтан вӑл тата ытларах пӗшкӗнсе хӗр ҫумне йӑпшӑнчӗ те тем ҫинчен шӑппӑн кала пуҫларӗ.

— Право, все о тебе скучился, ей-богу, — сказал сдержанно-спокойным шепотом Лука, доставая семечки из-за пазухи девки, и, еще ближе пригнувшись к ней, стал шепотом говорить что-то.

XIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Тутарсенчен те хӑрушӑрах, тупата туршӑн.

Хуже татар, ей-богу.

X // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Кӗҫех вӗлереттӗм эп сана тупата! — терӗ Лукашка.

— Чуть-чуть не убил тебя, ей-богу! — сказал Лукашка.

IX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Анчах та, тӑванӑмҫӑм, кирек мӗнле ҫапкаланчӑк та, тупата туршӑн, Адам Иваныч Зегржтран е Слива капитанран вунӑ пин хут туллирех те интереслӗрех пурӑнать.

Но ведь, ей-богу, родной мой, любой бродяжка живет в десять тысяч раз полнее и интереснее, чем Адам Иванович Зегржт или капитан Слива.

XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Анчах та, тупата туршӑн, вӑхӑчӗ ҫук.

Н-э только, ей-богу, нет времени.

XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Тупата, эпӗ хам та нимӗскер ӑнланмастӑмччӗ.

Ей-богу, я сам ничего не понимал.

X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ах, тупата!

Боже, боже!

XIII. Малалли истори // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ах тупата, епле мӑшкӑл! — йынӑшса каласа хучӗ Огнянов.

Боже, какой позор! — простонал Огнянов.

XIII. Малалли истори // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ах, тупата

Боже, боже…

X. Юрату вӑл — паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ах тупата!..

Ах, боже, боже!..

VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Ах тупата, — кӳренсе шухӑшларӗ вӑл, — грек ҫынниех мана хӗрхенчӗ, пӑлхарсем ав ӗнер ятласах кӑларса ячӗҫ, ҫинчен тата йытӑпа та вӑслатрӗҫ-ха».

«Боже, — с горечью подумал он, — грек, этот полудикарь, сжалился надо мною, а болгары вчера прогнали меня с ругательствами, чуть не затравили собаками».

II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ах тупата, лере тата, — вӑл Клисурӑ енне алӑ сулчӗ, — унта ӗнтӗ чӗрем те вилчӗ.

Боже, боже! А там, — он махнул рукой в сторону Клисуры, — погибло и мое сердце.

I. Вӑрансан // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӗнле халӑх, тупата! — тесе тарӑхса каларӗ вӑл.

Что за народ! — бормотал он.

XXIX. Юнпа тӗне кӗртни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тупата туршӑн, нимӗн те пулман…

— Клянусь богом, ничего…

XXVII. Тӗпчесе пӗлни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ак тупата, мӗнле пулса тӑма пултарать иккен тӗнчере!..

Господи, на какие низости способны люди!..

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ах тупата, мӗн пулса тӑрас пур тата?..

— Боже мой, боже, что-то теперь будет?..

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ах, ах, тупата, килеҫҫӗ-ҫке! — унтан-кунтан ҫари кӑшкӑрса ячӗҫ хӗрарӑмсем.

— Ой, ой, ой, матушки, идут! — визжали тут и там женщины.

XXI. Вилӗ кӗлли туни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех