Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туни (тĕпĕ: туна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑвакарнӑ армутипе типнӗ хӗвелҫаврӑнӑш туни ҫинчи эрешмен картисем сӳнекен хӗвелӗн юлашки пайӑркисемпе янӑракан хӗлӗх пек ҫуталса выляҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тепӗр самантран шыв шампӑрт! туни, Улька ахӑлтатса кулни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах та ирсӗр ӗҫ туни ӳкӗнтермерӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эрех сӗрӗмӗ тивнӗ этемсене ирсӗр ӗҫ туни аса та пырса кӗмест.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь, общежитие кайма чӗннине илтсен, вӑл киревсӗр ӗҫсем туни ырӑ ҫынсен умӗнче тӑрӑ шыв ҫине тухассӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха мана тӗп туни — ман телейсӗрлӗхӗн малалли пусӑмӗ ҫеҫ…»

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвассипе ҫыхӑннӑ ӑнӑҫусемшӗн строительство организацийӗсене кӑна тав туни вырӑнсӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫулталӑка ӳсӗмлӗ вӗҫлетпӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cultalaka-usemle-vecletper

— Ҫӗнӗ хапха туни ҫинчен ҫырса пӗлтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Пысӑк ҫын алӑ туни мӑнтӑрӗш туясем, урлӑ-пирлӗ чиксе хунӑскерсем ҫиччӗ-саккӑр та кунта.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ашшӗ-амӑшӗ пачах ятламасть ачасене пушӑ ана ҫинче ҫапла тапӑртатнӑшӑн — ҫӗрулми туни ҫеҫ хӑвӑртрах типет…

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

«Тав туни, паллах, лайӑх, — терӗ вӑл та савӑнӑҫне пытармасӑр.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ун чухне вӑл хӗрне вӑрласа кайни, тен, мӑшкӑллани ҫинчен илтсен, тарӑхса кайса Кузнецовсен ҫурчӗ умӗнче хура вӗрӳ-суру туни, ылханни ҫинчен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫапла туни туркменсене мӗнле ҫиллентернине хӑйсем кӑна пӗлеҫҫӗ-тӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫынлӑхна ҫухатмасан санран урӑх нимле тав туни те кирлӗ мар пире.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Операци туни те, кӑвапа тални те — ним палли те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хурӑн туни кӑна шурӑ ҫурта пек ҫунса ҫутатса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ӗҫне туни те халь тин ӗнтӗ ҫук.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Мӗн туни йӑлт ҫӗр валли пултӑр!

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Капла туни ҫӗре ҫаратни мар ӗнтӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хурланчӑклӑ ачасем ним тума аптранӑ енне йӑвантарса янӑ хурӑн туни ҫине пырса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех