Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туни (тĕпĕ: туна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйӗн ҫырӑвӗсенче вӑл кашни эрнере хаҫат илни ҫинчен, ҫакӑн пек парнешӗн тав туни ҫинчен ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Кӗрсе тухнӑшӑн, кучченеҫ илсе кӗнӗшӗн тав туни.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Нӑч-нач, тӑч-тач, ҫӑт-ҫат туни, Мишша ӗсӗклени, ҫав хушӑрах тахӑшӗ савӑнса хихиклетни илтӗнсе тӑрать пӗр хушӑ, сехмет вӗҫленет вара.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Эпир «тӑшман объектне» хамӑр вӗҫтернӗ ракетӑпа тӗп туни, — каласа парать Секретарев капитан, — ӳпре куҫне хӑйӑр пӗрчипе персе лектернӗпе пӗрех.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫӳҫӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске ҫав хӗрарӑмсен, — темле шӗвек шӑнкӑр-шӑнкӑр туни илтӗнет шалта.

Куҫарса пулӑш

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Аслӑ классенче вӗренекенснем хапӑл тусах ҫак проектсене хутшӑнма кӑмӑл туни куҫ кӗретех.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 5-мӗш номерлӗ Гимназире аслӑ классенче вӗренекенсене ӗҫ профессийӗсем илни ҫинчен палӑртакан свидетельствӑсем парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен сайчӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/05/03/chav ... ire-asla-k

Угличре иртнӗ «Тӗнче шайӗнчи чӑкӑтпа ҫу туса илес эрне» шайӗнче иртнӗ чӑкӑтпа сӗт-ҫу продукцийӗн пахалӑх конкурсӗнче вӗсем туса кӑларнӑ услам ҫу (йӑлана кӗнӗ меслетпе туни) ылтӑн медале, услам ҫу (кӑмӑла каякан меслетпе туни) ылтӑн медалӗ, услам ҫу (хресченсен мелӗпе туни) — кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.

На конкурсе качества продукции сыроделия и маслоделия в рамках «Международной недели сыроделия и маслоделия» в Угличе масло сливочное (традиционное) получило золотую медаль, масло сливочное (любительское) — золотую медаль, масло сливочное (крестьянское) — серебряную.

Нюксеница районӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 0%BD%D3%97

Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Наполипе» иртнӗ матчра Астори Эсекьель Лавессипе ҫапӑнса пӗчӗк ура туни шӑммине хуҫнӑ, ҫавна пула 2,5 уйӑх хушши вӑййа тухайман.

23 октября в матче с «Наполи» Астори, столкнувшись с Эсекьелем Лавесси, получил перелом малоберцовой кости и не играл 2,5 месяца.

Давиде Астори // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8

Кӗпере сыхлакан нимӗҫсене пӗтерсен, Юсуп салтакӗсен кӗпере сирпӗтсе яма та май килнӗ, анчах апла туни хамӑр ҫарӑн наступленине вӑхӑтлӑха чарма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Йывӑҫран туни шӑнмасть те, ыратмасть те…

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Американсемпе норвегсем «Ҫурҫӗрти юхӑм» ҫинче диверси туни пирки асӑннӑ хыҫҫӑн та Анӑҫра Херш ҫырнине тиркесе йышӑннӑ.

Заметки Херша о причастности американцев и норвежцев к диверсии на «Северных потоках» также вызвали критические отзывы на Западе.

Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88

«Тӗллеве тӗп туни: Мӗн чӑнах та 007 рейспа чӑннипе мӗн пулса иртнӗ тата ун пирки Америка мӗн пӗлнӗ»

«Цель уничтожена: Что действительно произошло с рейсом 007 и что об этом знала Америка»

Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88

1987 ҫулта унӑн «Тӗллеве тӗп туни» ятлӑ кӗнеки кун ҫути курнӑ, унта СССР сывлӑш уҫлӑхне пӑснине пула совет ҫар ҫыннисем 1983 ҫулта персе антарнӑ граждан самолечӗ ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ.

В 1987 году свет увидела его книга «Цель уничтожена» о гражданском самолёте, сбитом советскими военными в 1983 году из-за нарушения воздушного пространства СССР.

Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88

Кирек мӗнле пулсан та, медицина аталанӑвӗнче мӗнле туртӑмсем пулни ҫинчен, Раҫҫей Федерацийӗн влаҫӗсемпе правительстви кирек мӗнле патшалӑхшӑн та пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрпе пирӗн Раҫҫей Федерацийӗн влаҫӗсем тата правительстви мӗн туни ҫумне тата мӗн хушмалли ҫинчен сирӗн шухӑшӑра итлени маншӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулӗччӗ», — тенӗ тӗлпулу пуҫламӑшӗнче патшалӑх Пуҫлӑхӗ.

Во всяком случае, для меня было бы крайне важно послушать ваше мнение о том, каковы тенденции в развитии медицины, что нам в России нужно сделать дополнительно к тому, что предпринимается властями и правительством Российской Федерации по этому важнейшему для любого государства направлению», — сказал глава государства в начале встречи.

Путин Раҫҫей ученӑйӗсемпе хамӑр ҫӗршыври медицина аталанӑвне сӳтсе явнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... vn-3644669

Приютово полицейскисем кӳршӗри регионта пурӑнакан 16 ҫулти ҫынна турттарса ҫӳрекен такси водительне тупнӑ, вӑл малалла мӗн туни ҫинчен пӗлсен Пишпӳлек районӗнчи полицине ориентировкине пӗлтернӗ.

Полицейские п. Приютово установили водителя такси, который перевозил 16-летнего жителя соседнего региона и, узнав о его дальнейших действиях, сообщили ориентировку полицейским Бижбулякского района.

Пишпӳлек районӗнче мошенниксен схемине хутшӑннӑ курьера тытса чарнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/pravo-tata-zakon ... rn-3642627

Малалла унпа ытти сферӑра та усӑ курма пулать, даннӑйсене сасӑпа каламалла туни тата вӗсене текст пек туса хатӗрлени ӗҫ вӑхӑчӗпе вырӑнлӑрах усӑ курма тата ӗҫ тӑкакӗсене чакарма май парать.

А дальше его можно будет распространить на иные сферы, где голосовой ввод данных и перевод их в текстовый формат позволят оптимизировать рабочее время и снизить трудозатраты.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ачасемпе ҫамрӑксем «Пушкин карттипе» хапӑл тусах хӑйсен канӑвне йӗркелеме кӑмӑл туни куҫ кӗретех.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал Чӑваш Енре «Пушкин карттипе» 56 спектакльпе концерт программине ҫитсе курма майсем пулӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/01/30/kaca ... pektakljpe

Ганновӗрӑн ҫӗнӗ ратушӑн куполне туни. 1912 ҫул

Строительство купола Новой ратуши Ганновера. 1912 год

Ҫӗнӗ ратуша (Ганновер) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D2%AA%D3%97%D ... %B5%D1%80)

Кимӗне туни

Строительство

Кореец (канонер кимми) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BE%D ... %BC%D0%B8)

Ларӑвӑн кун йӗркинчи ячӗпе никамах та интереслентермен ҫакӑн пек пӗр ыйту тӑнӑ: «Метал порошокӗ электричество хумие туни».

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех