Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чиркӳ ҫыннине килӗшмен ҫак тумтирпе вӑл, вӑрӑм ҫӳҫлӗ те сухаллӑскер, Егорушкӑна чӑн-чӑн Ро6инзон Крузе пекех туйӑнса кайрӗ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ют ҫын кунти ҫын мар, пӗчӗккӗ те хыткан пӑлхар, сехри хӑпнӑ хӑйӗн, кивӗ шӑлаварпа, ҫанӑсӑр тумтирпе, ҫурӑмӗ ҫине ула-чӑла хутаҫ ҫакнӑ.
XXVII. Тӗпчесе пӗлни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Огнянов килсе кӗчӗ, ӗшенсе ҫитнӗ хӑй, хресченле кивӗ тумтирпе.В комнату вошел Огнянов, усталый, в запыленной крестьянской одежде.
XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ку хӗрарӑм-патша ҫумӗнче нимле эреш те ҫук — вӑл ҫав тери чипер пулнӑран ӑна пуҫ тайса пурӑнакансем, унӑн тӗлӗнмелле кӗлеткине хӑйсен каҫса кайсах пӑхакан куҫӗсенчен пытарас мар тесе, тумтирпе ҫӳретесшӗн пулман ӑна.
2 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Малтанах ӑна кунӗ-кунӗпе тумтирпе ҫӳресси йывӑр пулнӑ, кайран вӑл хӑнара апатланма ӳркене пуҫланӑ; хӑнара та ҫывӑх пӗлӗшӗсем патӗнче, пуринчен ытларах ӑнланманнисем патӗнче ҫеҫ пулнӑ; унта галстука салтма, сюртук тӳмисене вӗҫертме кӑна мар, пӗр сехет хушши «йӑраланса выртма» та, ҫывӑрма та юратнӑ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Халӑх хушшинче сархайнӑ шӑлавар, якорьлӑ моряк картузӗ тӑхӑннӑ ача курӑнсанах, Петя, ҫынсене сирсе, ун патнелле чупать, Гаврик пӗлтӗрхи мӑнкунта ҫаван пек тумтирпе ҫӳренӗ.
XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хам кӑштах салхуллӑрахчӗ пулин те офицерсен клубӗнче ларнӑ чух кӑмӑлӑм питӗ уҫӑччӗ манӑн, хай, пӑхатӑп, алӑкран кӗнӗ ҫын сӗтел хушшипе сыхланкаласа ҫеҫ утса пӗр вӑтам ҫулхи ҫӳлӗ моряк, кӗмӗл хӑю тыттарса ҫӗлетнӗ тумтирпе киле парать — ман шутпа вӑл Иван Иваныч доктор пулмалла.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл походри тумтирпе, пиҫиххи ҫумӗнче хурҫӑ каска, куҫӗсен айӗнче — ҫул тусанӗ.
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Саня штатски тумтирпе каять, сарлака хулпуҫҫиллӗ пальтопа та ҫемҫе шӗлепкепе темӗнле курӑнать вӑл манӑн хӑнӑхман куҫа.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Малалла укҫине салатса пӗтернӗ ывӑл ҫӗтӗк тумтирпе, виҫкӗтеслӗ шлепкепе; вӑл сысна кӗтӗвӗ кӗтет, апатне те сыснисемпе пӗрлех ҫиет; хӑй питӗ хурлӑхлӑ, ӳкенӗҫлӗ сӑнлӑ.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Исправник ҫула тухса ҫӳремелли тумтирпе, пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫити тенӗ пекех хӗҫпӑшалланнӑскер, вӑрттӑн та васкарах темӗн ҫинчен кала-кала парать.
XII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл пит-куҫне те ҫуман, пуҫне те тураман, ҫийӗнче хӑйӗн ӗлӗкхи ҫетӗк-ҫатӑк тумтирӗ пулнӑ, — хӑй ирӗкре ҫӳресе телейлӗ пурӑннӑ чухне вӑл ҫав тумтирпе картина ҫине ӳкерме те питӗ тивӗҫлӗ пек туйӑннӑ.
35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
1. Сардис Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Туррӑн ҫичӗ сывлӑшне тата ҫичӗ ҫӑлтӑр Тытса Тӑраканӗ ҫапла калать: сан ӗҫӳсене пӗлетӗп; сана чӗрӗ теҫҫӗ, анчах эсӗ вилнӗ. 2. Вӑран, хӑвӑнта мӗн сыхланса юлнине тӗреклӗлет, унсӑрӑн вӑл халь-халь вилме пултарать. Эпӗ пӗр ӗҫне те Манӑн Туррӑм умӗнче вӗҫне ҫитиччен туса ҫитернине курмастӑп. 3. Ху мӗн йышӑннине, мӗн илтнине аса ил те вӗсене тытса тӑр, ӳкӗн. Сыхӑ тӑмасассӑн, Эпӗ сан патна вӑрӑ пек пырса кӗрӗп, Эпӗ хӑш сехетре сан патна пырса кӗнине эсӗ сисеймӗн те. 4. Ҫапах та санӑн Сардисра, нумаях мар пулин те, хӑйсен тумтирне ирсӗрлетмен ҫынсем пур. Вӗсем Манпа пӗрле шурӑ тумтирпе ҫӳрӗҫ: вӗсем ҫакна тивӗҫлӗ. 5. Ҫӗнтерекенӗ шурӑ тумтир тӑхӑнӗ; Эпӗ унӑн ятне чӗрӗлӗх кӗнекинчен кӑларса пӑрахмӑп: унӑн ятне Аттем умӗнче, Унӑн ангелӗсем умӗнче каласа пӗлтерӗп. 6. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».
Ӳлӗм 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Пӗтӗм халӑх итлесе тӑнӑ чухне Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: 46. кӗнекеҫӗсенчен сыхланӑр: вӗсем вӑрӑм тумтирпе ҫӳреме юратаҫҫӗ, халӑх пухӑвӗсенче хӑйсене саламланине кӑмӑллаҫҫӗ, синагогӑсенче малта ларма, ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма юратаҫҫӗ; 47. вӗсем тӑлӑх арӑмсенӗн ҫурчӗсене тӗп тӑваҫҫӗ, ҫынна кӑтартасшӑн нумайччен кӗлтӑваҫҫӗ; ҫавӑншӑн вӗсем пысӑк айӑпа юлӗҫ, тенӗ.
Лк 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫынсем вара мӗн пулса иртнине курма тухнӑ; Иисус патне пырсан вӗсем усалсенчен тасалнӑ ҫын Ун ури патӗнче тумтирпе, ырӑ ӑн-пуҫпа ларнине курнӑ та сехӗрленсе ӳкнӗ.
Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Вӗрентнӗ чухне Вӑл вӗсене тата ҫапла каланӑ: кӗнекеҫӗсенчен сыхланӑр: вӗсем вӑрӑм тумтирпе ҫӳреме юратаҫҫӗ, халӑх пухӑвӗсенче хӑйсене саламланине кӑмӑллаҫҫӗ, 39. синагогӑсенче малта ларма, ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма юратаҫҫӗ.
Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иисус патне пыраҫҫӗ, вӗсем легионӗпех усал ернӗ ҫын ӗнтӗ тумтирпе, ырӑ ӑн-пуҫпа ларнине кураҫҫӗ те сехӗрленсе ӳкеҫҫӗ.
Мк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫав йӗрӗх ҫурчӗсенче апӑссем вара ҫуркаласа пӗтернӗ тумтирпе лараҫҫӗ, вӗсем ӗнтӗ пуҫне хырнӑ, сухалне хырнӑ, ҫара пуҫӑн лараҫҫӗ: 31. хӑйсен туррисем умӗнче вӗсем хӑшӗ-пӗри вилнисене асӑннӑ чухне кӑшкӑрса йӗнӗ пек уласа йӗреҫҫӗ.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Тепӗр чухне тата апӑссем хӑйсен туррисен ылтӑн-кӗмӗлне вӑрлаҫҫӗ те унпа хӑйсем усӑ кураҫҫӗ; 10. аскӑн арӑмсен килне пыраҫҫӗ те ҫавсене вӑрланинчен уйӑрса параҫҫӗ; ылтӑн, кӗмӗл, йывӑҫ турӑсене, ҫынна капӑрлатнӑ пек, тумтирпе капӑрлантараҫҫӗ.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хулканӑрсемпе сӑннӑрсене хатӗрлӗр те ҫапӑҫӑва кӗрӗр; 4. эй юланутҫӑсем, утӑрсене йӗнерлӗр те ут утланӑр; тимӗр калпак тӑхӑнса тӑрӑр; сӑннӑра хӑйраса шӗвӗртӗр, тимӗр тумтирпе витӗнӗр.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.