Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тумне (тĕпĕ: тум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ватӑ ҫын мӗнле васкать, пачӑшкӑ та ҫавӑн пекех хыпаланса алтаре кӗрсе кайрӗ те хӑйӗн тӗрлӗ-тӗрлӗ тумне майларӗ: стихарь ҫийӗн сулахай хулпуҫҫи урлӑ орарьне ҫакса хӳрисене пӗрне ҫурӑм ҫине, теприне мал енне меллӗн вырттарчӗ, нумай ҫул хушши усӑ курнипе кивелнӗ, анчах ылтӑн эрешне ҫухатман «поручи» текеннипе ал сыппине сӑрса ылтӑн тӗслӗ вӑрӑм кантрапа ҫирӗплетсе пӗтӗрчӗ те пуҫӗ ҫине куфья тӑхӑнса васкамасӑр кадила ӑшӗнчи тӗтӗм кӑларакан катӑксене шӑрпӑкпа чӗрте пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Коридорти шур халатлӑ ҫамрӑк хӗрсемпе пульница тумне тӑхӑннӑ чирлӗ халӑх пӗр вӑхӑт шӑп пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Хӗр ҫийӗнчи тумне, кашни кун тейӗн, улӑштарать.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ҫар тумне хыҫнӑ Левенти трактор ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Тумне улӑштармасӑрах тухса чупрӗ унта Раман.

Куҫарса пулӑш

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тумне майлакаласа юсаннӑ хыҫҫӑн юман каснӑ ҫӗрелле уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

30 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӗҫ тумне типӗтме уйрӑм пӳлӗм туса панӑ халь.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тумне улӑштарчӗ те Нюҫҫапа пӗрле шкул патне, хӗрарӑмсен ула-чӑла ушкӑнӗ хумханнӑ ҫӗре кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫул ҫитнипе хӑйне отставкӑна кӑларсан, Симонюк пӗр хушӑ хӑйӗн ҫар тумне тӑхӑнмалли правӑпа усӑ курнӑ-ха.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах хальчченхи тумне мар, йӑлт урӑххине.

Куҫарса пулӑш

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл Ӗпхӳ хулинче пуҫласа авалхи руна ҫырулӑхӗпе ҫыхӑннӑ наци тӗррине пуҫарса ярассипе, ӑна халӑх хушшинче сарассипе, наци тумне модӑна кӗртессипе ӗҫлекенӗ.

Куҫарса пулӑш

Вера Михайловна ТАРАСОВА // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/articles/salamlanisem ... va-3419490

Экскурси вӗҫӗнче сӑнӳкерчӗксем тунӑ, кашнинех пуҫри наци тумне тӑхӑнса пӑхас килнӗ!

В конце экскурсии устроили фотосессию, уж очень хотелось каждому попробовать примерить национальный головной убор!

Йӑх-тымарсем патне таврӑнни // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... ni-3389027

Кунтан кӗтӳҫӗн тумне те уйӑрса илме ҫук.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пӗррехинче, тин ҫеҫ иртсе кайнӑ ҫу вӗҫӗнче, редакцие авиаторсен кӑн-кӑвак тумне тӑхӑннӑ ҫамрӑк ҫын пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Салтак тумне хывсан Виталий Ильич тӑватӑ района пӗрлештерсе тӑнӑ мелиораци предприятийӗнче 10 ҫул ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Алли ылтӑн унӑн // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b0%d0%b ... bda%d0%bd/

Ҫав ҫулах салтак тумне тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Вӑл, ҫиле май тӑнӑскер, ҫав самантра пӗвӗпе хӑй ҫумӗнчи хурӑн евӗрлех туйӑнчӗ: вӗсене иккӗшне те ҫил тулама тӑрӑшрӗ, иккӗшӗн тумне те пӗр еннелле вӗҫтерчӗ…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Вӗсене пӗтерес тесен вӗрентекенсен чӑваш ташши-юрри хӑйне евӗрлӗхне, чӑваш тумне тӑхӑнас уйрӑмлӑхсене шута илмелле.

Куҫарса пулӑш

«Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисем паллӑ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/t ... uisem-pall

Ытала-ытала чуптурӗ вӑл хӑйӗн хӗр тумне, куҫҫулӗпех макӑрса та илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Хӗр тумех лайӑх та ҫав. Мӗн ҫиттӗр ӗнтӗ чӑваш хӗрӗн тумне!» — пӗр-пӗрне пӳле-пӳлех шухӑшсем ҫуралчӗҫ унӑн пусӗнче.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех