Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврана (тĕпĕ: тавра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайран, патька-патша тӑшманӗсене пурне те ҫӗнтерсен, тӑван таврана пӗрле таврӑнма шухӑшлаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тин кӑна патька-патшан пӗр полковникӗ ҫак таврана килсе кайнӑччӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн ӑшӑ кулли пӗтӗм таврана ҫутатать.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пирӗн таврана патька-патша янӑ ҫын килсе ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑхӑт ҫитӗ, акӑ, эпӗ хам ҫав таврана пырса ҫаврӑнӑп; ҫынсем ман сӑмаха мӗнле туса пынине хам тӗрӗслӗп.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Камӑн та камӑн парни чи маттур йӗкӗте тивӗҫ пулать, ун ҫинчен юрӑҫсем юрӑсем юрлама тытӑнаҫҫӗ, ун пек хӗр чапӗ вара пӗтӗм таврана сарӑлать…

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ачасем сирӗн ӗҫ вӗсене уртарса ячӗ, халӗ ку таврана кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрттарма пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Таврана ирхи шуҫӑм ҫути ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӗсем тухса ҫитсен, Кирук таврана сӑнама пӑрахрӗ те ушкӑна хӑваласа ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук шӑллӗне таврана сӑнама хушрӗ, хӑй ҫав вӑхӑтра сарайӗнче ларакансемпе калаҫса пӑхма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Часах пиҫнӗ какайран таврана тутлӑ шӑршӑ сарӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хӑвалӑхра (вуллисем, салтака ӑсанакан ҫамрӑксем пек, пӗр-пӗринпе таччӑн-таччӑн «ытамлашнӑ») тин ҫеҫ пӗр ушкӑн вӗтӗ кайӑк лӑпкӑн-савӑккӑн чӗв-чӗв-чӗв савӑшатчӗ, халӗ вӑл, хӑрушлӑх ҫуйӗ туса, тӗк хӑпартлантарса илчӗ, унтан, шуйхӑнса, хатӑррӑн пӑрр! ҫӗкленчӗ те, таврана ӑш вӗҫтерсе, ҫитмӗл те ҫичӗ пӗчӗк кӗмӗл кашӑкпа ялти тӑпӑл-тӑпӑл чиркӳ чанне чанкӑлтаттарнӑ пек чӗриклете-чӗриклете, чивлете-чивлете, самантрах йӑп пулса ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ҫамрӑк вӑй-хал темерӗн, виҫеллӗ сарлакан илсе, ҫависене сулмаклӑн, ыткӑнтарса сула-сула яраҫҫӗ те парка ҫӗкленнӗ, ашкӑрса ӳсекен симӗс курӑк, ҫулӑнса, ӗретӗн-ӗретӗн ҫаврӑнса ӳкет, купаланса, карталанса юлать, таврана пехетлӗ те сиплӗ шӑршӑ сарать, ҫамрӑксен чун-чӗрине чӗрӗ пурнӑҫ сӗтекне сӑрхӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Выляса-кулса, илӗхсе-иртӗхсе тӑвайкки те «катаччи» ярӑнса кӑмӑл тултарсан, таврана ҫутӑ сӑрӑ ӗнтрӗк ҫапсан, туй-ҫуй шавӗ те самаях сӗвӗрӗлсен, пичӗсене нар тивнӗ ачасенчен нумайӑшӗ ытлашши арӑш-пирӗшленмесӗр, хӑштик-хӑштик сывлакаласа, сӑмсисене нӑш-нӑш турткаласа, килӗсене саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Таврана чун-чӗрене канӑҫ кӳрекен сиплӗ сывлӑш сарӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Шап-шурӑ ҫеҫкеллӗ ҫуркунне вара, хӗр хуйхине курмасӑр, таврана телей сапалать.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Таврана каҫ сӗмлӗхӗ ҫапсан кӑна, ташӑ паркӗнче илемлӗ кӗвӗ янӑраса кайсанах, ҫи-пуҫӗсене улӑштарса тӑхӑнма ӗлкӗрнӗ ҫамрӑксем икшерӗн-виҫшерӗн унта пуҫтарӑнма та тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑрман тӑрӑх пӗрре савӑнӑҫлӑ, тепре салхуллӑ юрӑ чӗрене ҫӗклентерсе те ыраттарса, кайӑксен ҫепӗҫ юррипе пӗрлешсе таврана саланчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Таврана тутлӑ шӳрпе шӑрши сарӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫӗрлехи сасӑ уҫӑ алӑкран вӗҫсе тухса таврана саланчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех