Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврана (тĕпĕ: тавра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Георгий Игнатьевич вӑрҫӑ пуҫланнине курайман, таврана хӑрушӑ хыпар сарӑличчен пӗр уйӑх маларах ҫӗре кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Виҫӗ-тӑватӑ ҫухрӑм пек кайрӗҫ-и, каймарӗҫ-и – ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, аслати таврана кисрентерсе илчӗ, шултӑра ҫумӑр тумламӗсем хӗвелпе хӗрнӗ кабина ҫине патлатма тытӑнчӗҫ.

Не успели проехать три-четыре километра — сверкнула молния, прогремел гром, крупные капли дождя начали биться о нагревшую на солнце кабину.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Ҫамрӑк баронпа Геккеренӑн гомосексуаллӑхӗ пирки таврана сас-хура сарӑлнӑ.

Распространились слухи о гомосексуальности молодого барона и Геккерена.

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Мангалсенче кӑвайт ҫунма, таврана ӑшаланӑ какайӑн ырӑ шӑрши сарӑлма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Каҫ сӗмӗ таврана хупласан кил хапхи ҫине ҫакнӑ шурӑ экран ҫине халӑх куҫ илмесӗр, тӗлӗнсе пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Хапха ҫинчи пӗрремӗш кадрсем // Михаил Игнатьев. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

35. Унта пурӑнакансем Иисуса палласа илнӗ те ҫав таврана пур ҫӗре те хыпар янӑ, ӗнтӗ Ун патне пӗтӗм чирлӗ ҫынна илсе пынӑ, 36. вӗсем Ӑна: тумтирӳ аркине те пулин сӗртӗнтерсем, тесе йӑлӑннӑ; сӗртӗнекеннисем сывалнӑ.

35. Жители того места, узнав Его, послали во всю окрестность ту и принесли к Нему всех больных, 36. и просили Его, чтобы только прикоснуться к краю одежды Его; и которые прикасались, исцелялись.

Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Эсӗ ырӑ шӑршӑллӑ ҫупа сӗрӗнетӗн те, яту таврана сарӑлнӑ мирӑ пекех туйӑнать; хӗрсем ҫавӑнпа юратаҫҫӗ сана.

2. От благовония мастей твоих имя твое - как разлитое миро; поэтому девицы любят тебя.

Юрӑ 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Паян умра вӑрман уҫланкинчи пекех, пилеш, палан тата ҫӗмӗрт ҫеҫке ҫурсан таврана тутлӑ шӑршӑ сарӑлать.

Куҫарса пулӑш

Тирпей хамӑртан килет // А. ЛЕОНТЬЕВ. «Авангард», 2016, пуш, 11

Ача-пӑчан хаваслӑ кулли таврана саланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех