Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврана (тĕпĕ: тавра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуллахи хӗвел майӗпен анать пулсан та тахӑш вӑхӑтра таврана тӗттӗм чаршав карса илнине ачасем сиссе те юлаймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Таврана тӗксӗм хӑмӑр пӗлӗт талккишпех хупласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирле таврана лайӑх тинкерет.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Акӑ, тинкер-ха таврана.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫак каска ҫине ларса вӑл таврана шухӑшлӑн тинкерет.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кайӑк юрри, ҫын сасси Ян-ян ярать таврана

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Пӗтӗм таврана саланчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫуркунне пулин те, ҫӳл тӳпери сар хӗвелӗ таврана ҫуллахинчен кая мар ӑшӑ сапаларӗ, уява пуҫтарӑннисен пит-куҫне савӑнӑҫпа тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/

Тӗрлӗрен кайӑксем илемлӗ сассисемпе вӑрмана янратаҫҫӗ, чечексем таврана ырӑ шӑрша сараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрман тухтӑрӗ // Николай Иванов. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 86 с.

Таврана каҫхи сӑн ҫапсан майӗпен вӑрман икӗ еннелле сирӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хӗвел майӗпен леш енчи хурӑнлӑх хыҫне пытанчӗ, таврана тӗксӗмрех сӑн ҫапрӗ, каҫ ҫывхарнине сиссе ҫырмара шӑпчӑксем пӗрин хыҫҫӑн тепри юрлама пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Вӑл вӑрман хыҫне пытана пуҫласанах таврана темӗнле тӗксӗм сӑн ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшал сасси // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Таврана тӑратса тухнӑ хурал ушкӑнӗсем ӑна кӑнтӑрла ҫитеспе ҫурҫӗр енчен Михельсон ҫарӗ килсе тухнине пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑнах пурте тӗрлӗ ҫӗре сапаланса кайса пӗтӗм таврана ухтарса тухма сӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тем, пирӗн таврана та килсе ан кӗччӗр.

Куҫарса пулӑш

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнпа часрах Укаслу ҫар пухнӑ таврана кайса унти ялсене тустарса тухма, ҫунтарма, хӑшпӗр ҫынсене сӑнчӑрласа Улатӑра илсе килсе хупма турӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халлӗхе сирӗн таврана кайса ҫӳрер.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр сасси, ҫинҫе те янӑравлӑ сасӑ, ян-н! кайрӗ таврана.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Часах таврана хулӑ вӑшлатса чӗрӗ ӳте пыра-пыра тивни, Сюльдяшов качака пек ҫухӑрни илтӗне пуҫларӗ…

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юрӑ сасси таврана каять:

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех