Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӑкӑннӑ (тĕпĕ: тӑкӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗлет тавра купаланӑ улӑма краҫҫын сапнӑ чух краҫҫынӗ Куҫма ҫине тӑкӑннӑ та, ӑна вут тивсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тилли Куҫми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ман питрен-куҫран вут та тӑкӑннӑ пек туйӑнчӗ, ӑс-тӑн тӗтреленчӗ, тӗнчӗ, куҫ сапаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ача садран инҫех те мар пурӑннӑ-мӗн, вӑл, сада вӑрттӑн кӗрсе, тӑкӑннӑ улмасене — пусине пухнӑ, анчах ун алли яланлӑхах сусӑрланса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Саппунӗсем ҫине тӑкӑннӑ сӳс хухисене силлесе тасатма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тулса ҫитсен шыв тӑкӑннӑ пекех, этем ӑшӗнче капланса тӑвӑннӑ ҫилӗ те хӑйӗн чиккинчен тухса каять.

Куҫарса пулӑш

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ачасем тесен, вӗсем те питӗ ӗҫлӗ тапӑр вӑхӑтӗнче: иртен пуҫласа каҫчен ут ҫӳретеҫҫӗ (хӑйсен килӗнчи пек хулӑпа ҫаптарсан та утманнине мар, чӗлпӗре карт! туртмасӑрах ташласа пыраканнине!), ҫӑл шывӗ сутаҫҫӗ, тӑкӑннӑ утӑ-улӑма пуҫтараҫҫӗ, тӑм шӑхлич каласа киленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лаши, ҫӗре тӑкӑннӑ ҫӑкӑр татӑкӗсене пуҫтарса пӗтерсен, хуҫи хыҫҫӑн юртрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Пыл хурчӗсем лӑпланнӑ чух тӑкӑннӑ панулмисене пуҫтарас теттӗм, анчах анне кайма каламарӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Чӑрӑш йӗппи тӑкӑннӑ чух парӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хирӗҫнӗ пурнӑҫӑн яшки тӑвалла тӑкӑннӑ пек, йӑлтах арӑш-пирӗш те ӳпне-питне.

Как суп из встречной жизни в гору, все рухнуло и перевернулось.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кунсӑр пуҫне тӑкӑннӑ ҫулҫӑсенчен те хут хатӗрлеме пулать иккен.

Куҫарса пулӑш

Эксперимент ӑнӑҫлӑ иртрӗ // Э.Хайртдинова. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%8d%d0%b ... 82%d1%80e/

Вӗри юн тӑкӑннӑ тӗлте Ӳсен-тӑранӗ чечекленӗ, Хура вӑрманӗ пӗлӗте Уявлӑн ешӗрсе ҫӗкленӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Унӑн ҫулӗ, Тен, Атӑл урлӑ та каҫман, Ун пултӑр тӑкӑннӑ куҫҫулӗ, Чыссӑрлӑхпа вӑл хаклаҫман.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Халь вырӑссен куҫӗ умӗнче, вӗсен етрисем тӑкӑннӑ хушӑра каҫса пӑх-ха, вӗсен воеводисене Мускавалла хӑваласа кай!

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ятламас вӑл ӗҫленӗ вырӑна пырса пӑхрӗ — шӗшкӗ тӗмӗ айӗнче ҫӗре тӑкӑннӑ мӑйӑрсем сапаланса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ура айӗнче тин тӑкӑннӑ ҫулҫӑсем чӑштӑртатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Улма хурчӗ вӑл — хӑй таварӗ вӗт», — терӗ те ҫӗре тӑкӑннӑ китайкӑсене кӗсъе туллиех пуҫтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Каччӑ вӗсен лентисене аллипе тытса юлма ӗлкӗрчӗ, урайне тӑкӑннӑ конфетти ҫаврашкисене те ывӑҫласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Улпут сачӗ ҫине (те) куҫӑм ӳкрӗ: Тӑкӑннӑ иккен хӗрлӗ улми, ай, ҫилпеле.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Марине кинемейӗн килӗнче ӗҫ кунран-кунах хушӑнса пынӑ: пахчине хурал тӑрасси те, чиепе хӑмла ҫырлине татса сутасси те, тӑкӑннӑ улмана пуҫтарса пасара илсе каясси те ҫитмӗл виҫӗ ҫулхи карчӑкпа вунӑ ҫулхи мӑнукӗшӗн ытлашши йывӑр пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех