Шырав
Шырав ĕçĕ:
Степан Ильич ачасене ҫак арманта тахҫан авал ватӑ пан ҫакӑнса вилни ҫинчен каласа кӑтартма пуҫларӗ.Степан Ильич стал рассказывать, как на этой мельнице давным-давно удавился старый пан.
6 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Давыдов, пӗчӗк шӑтӑксемпе касӑлса пӗтнӗ ҫамка ҫине пӑхрӗ те хӑй ӑшӗнче: ҫак ҫамка шӑммин шал енче тахҫан, калама ҫук авал, этем пуҫ мими пулнӑ-ҫке, тесе шухӑшласа ларчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Унтанпа вара вӑл пӗрмаях фактсем суйласа тем тӗрлӗ те шухӑшласа пӑхнӑ, хальхи вӑхӑтра пулакан процессенчен пуҫласа тахҫан авал сӑртсем пулма пуҫланӑ эпохӑна ӑспа куҫса темӗн тӗрлӗ те шухӑшласа пӑхнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Авал наукӑсен кил-ҫурчӗ Грецире пулнӑ, унтан вӑл пӗтӗм тӗнче тӑрӑх сарӑлнӑ.В древности науки имели дом в Греции, а оттуда разлились по всему свету.
Тӑван ҫӗршыв мухтавӗ // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Кайма вара, тахҫан авал чумаксем каланӑ пек каласан, кӑвак ҫутӑллах, ирхи сулхӑнпа ту хушшинчи ҫулсемпе ҫеҫенхир урлӑ иртме ӗлкӗрес тесе, ирхине тӑватӑ сехетрен кая юлмасӑр тухса кайма шутласа хучӗҫ.
1 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Ун пеккине авал тӑватчӗҫ пирӗн, кӑчухнехи чӑвашсем ҫав йӗркене манни пит аван-ха, Кантюк ҫеҫ, ав, тем еккине ярать.
XXXII. Кӗтмен тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Тахҫан авал ҫаканта хаяр вӑрҫӑ пулнӑ, тет.Ему вдруг вспомнились рассказы стариков о проходивших тут некогда жестоких боях.
XXX. Ҫураҫу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Авал, майра патша пурӑннӑ ӗмӗрте, Утламӑш ялне уҫакан Мӗтрик папай хӑйӗнчен ӗрчекен турата тӗнпе-хӗнпе ҫыхӑнтарасшӑн пулман пулать.
II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Тахҫан авал Утламӑш тӗлӗнче хура вӑрман кашланӑ теҫҫӗ.
II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Тахҫан авал чапа тухнӑ «лыцарь», ватӑ утаман Игнат Карый…
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫак тавралӑх истерийӗнче вӑл тахҫан авал чылаях паллӑ вырӑн йышӑнса тӑнӑ; пӗрре ӑна саранчасем пекех, тутар эшкерӗсем сырса илнӗ, унӑн хӳмисем ҫинелле пӗлӗт пек ухӑ йӗпписем вӗҫтернӗ, поляксен чӑпар тумлӑ отрячӗсем те унӑн хӳмисем ҫине кармашнӑ е тата, пачах урӑхла, ӑна тытса илнӗ король жолнерӗсем ҫине казаксем тапӑннӑ кивӗ башньӑсем ӗнтӗ катӑла-катӑла аннӑ, чул хӳмисем вырӑнне, тӗл-тӗллӗн, тӗкмесем тӑратнӑ (ял ҫыннисен «чее» выльӑхӗсем кӗрсе мӑнастир пахчисене таптасран сыхлама), — сарлака варсен тӗпӗнче вир ӳсет.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫак пӳлӗм — ман ҫуртӑн авалхи пӳлӗмӗ: тахҫан авал господасем кунта мужиксене хупса лартатчӗҫ; халӗ кунта мужиксем господасене хупса лартаҫҫӗ.
I. Ман асатте // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Тахҫан авал корольпе король арӑмӗ пурӑннӑ.
I. Ман асатте // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Пурҫӑн ҫипсемпе эрешленӗ сӑран куртка тӑхӑннӑ ҫак ҫын хӑйӗн тумтирне, тахҫан авал аслашшӗсем хӑйсен ӳчӗсене тӗрлесе эрешленӗ пек, эрешлет тата пуҫкасан сеньора хӑйӗн хуҫи вырӑнне хурса хисеплет.
I. Вӑрмансем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Италирен Сицилин утравне уйӑрса тӑракан Сциллапа Харибда тинӗс пырӗнчен (Мессина пырӗ), авал тинӗспе ҫӳрекенсене хӑратса тӑракан пӗр хӑрушӑ вырӑнтан Ҫурҫӗр еннелле Липар е Эол ятлӑ пысӑк мар утравсем пур.
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
Анчах ҫак фактсене нумайӑшӗ халӗ те пӗлмеҫҫӗ-ха, темиҫе пин ҫул авал вӗсене ӑнланса илме тата хӗнтерех пулнӑ.
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
Эпир Вӑтаҫӗр тинӗсре, утрав ҫинче, тахҫан авал юмахра Эол турӑ ҫил-тӑвӑлсене сӑнчӑрласа тытса тӑнӑ ҫӗртех пулнӑ.
XLIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вӗсем ӗлӗк авал пурӑннӑ улӑпла глиптодонтсен тирӗ ҫинчи хытӑ хупписем иккен.
XXXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вӗсем чи авал пулнӑ малтанхи йышши питех те пысӑк ӳсекен йывӑҫ-курӑксем; ҫӗр фут ҫӳллӗш ликоподисем, темӗн пысӑкӑш сигиллярисем, ҫурҫӗр енчи чӑрӑш ҫӳллӗш папоротниксем, икӗ пая уйӑрлакан туналлӑ лепидодендронсем, вӗсен тӑррисем хытӑ шӑртлӑ та вӑрӑм ҫулҫӑллӑ иккен.
XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Далматинец граф Войновичсен чаплӑ ҫемйин инҫетри йӑхӗнчен тухнӑ ҫын иккен, ҫав Войновичсенчен пӗри тахҫан авал Хура тинӗс ҫинче вырӑс адмиралӗ пулнӑ — ӑна хисеплесе Севастополь пристанне халӗ те Графски теҫҫӗ, — тепри — хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗнче паллӑ историк пулнӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.